Ҫĕмĕрле хулинче хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленнине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ кăсăкланнă

Глава Чувашии проинспектировал подготовку к отопительному сезону в ШумерлеҪурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕмĕрле хулинче ĕҫлĕ визитпа пулнă май, хутса ăшăтмалли тапхăра муниципалитет мĕнле хатĕрленнипе кăсăкланнă. Хăнасем Сурский урамĕнчи котельнăйне тĕплĕн пăхса тухнă.  Район ҫĕнĕ 3 объект хута янă, вĕсенчен пĕри шăпах та, вăл шутланать. Котельнăйсен строительство ĕҫĕсене пурнăҫлама республика хыснинчен 156 млн тăкакланă. Газпа тивĕҫтерекен объект районта нумай хваттерлĕ 17 ҫурта ăшă илсе пырать. Вĕсенче вăтамран 1500 ҫын пурăнать. Кунсăр пуҫне социаллă пĕлтерĕшлĕ ҫуртсем те ЖКХ пулăшăвĕпе усă кураҫҫĕ.

Республика бюджетĕнчен куҫакан укҫапа тата та виҫĕ объект хута яма плана кĕртнĕ.  Енчен те вĕсем йĕркеллĕ ĕҫлесен нумай хваттерлĕ 84 ҫурта хутса ăшăтĕҫ.  Ача сачĕсем те вĕсен пулăшăвне илеҫҫĕ. Хальхи вăхăтра  «Чувашгаз» ГУП проект хатĕрлет.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ĕҫе хăвăртлатма хушнă.   

Халăх ыйтнине кура, чăрмавсем кулленех ҫынсене аптратнăшăн ҫак объектсене хута яма тĕллев лартнă.  Тата тепĕр тесен, ҫĕнни ҫĕнниех ҫав, экономи тени те пысăк, уҫана 8 млн перекетлеме май парать.

Хĕллене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес тесе ĕҫсем графикпа килĕшӳллĕн пулса пыраҫҫĕ. Планпа пăхса хăварнинчен паянхи куна 50 процент пурнăҫланă. Юсав ĕҫĕсем валли 4 млн уйăрнă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хулари 1-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта пулнă, унта тĕпрен юсав ĕҫĕсем пынă.  Ҫурта 1939 ҫулта ҫĕклесе лартнă. Вăрҫă вăхăтĕнче те ҫак объект сахал мар пулăшу панă.  Вĕренĕве аталантарассипе йышăннă программăпа килĕшӳллĕн, 2017 ҫулта шкулăн хутса ăшăтмалли тытăма тĕпрен ҫĕнетнĕ, электричество юсанă, чӳречесене ылмаштарнă. Мĕнпур ĕҫсене пурнăҫлама 24,2 млн пĕтернĕ.  

 Кăҫал шкула тĕпрен ҫĕнетме пăхса хăварнă, ăна валли 8,9 млн уйăрнă. Планпа палăртнă ĕҫсене ҫурла уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне вĕҫлеме тĕллев лартнă. Пурĕ шкула бюджетран 12,7 млн куҫать.

Фоторепортаж

 



02 августа 2018
14:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter