Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕмĕрле хулин ертӳлĕхĕпе тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии провел рабочую встречу с руководством города ШумерляҪурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕмĕрле хулин ертӳлĕхĕпе тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва хула пуҫлăхĕ Сергей Яргунин тата хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Григорьев хутшăннă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче районăн пуласлăх валли пысăк тĕллевсем палăртса ĕҫлесе пымаллине чĕнсе каланă. Пĕр ҫуллăха кăна мар плансене пăхса хăвармалла тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Халăха палăртнă проектсем пирки пĕлтерни пĕлтерĕшлĕ. Пуласлăх ҫул-йĕрĕсемпе те паллаштармалла.  Ҫынсем малалла мĕнле пуласси пирки яланах кăсăкланаҫҫĕ.  Енчен те вĕсем пĕтĕмпех пĕлсе тăрсан, хăйсем те хастар  муниципалитет ĕҫне кӳлĕнесси куҫкĕретех пулĕ», — тенĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Паянхи пурнăҫ таппинче халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем вырăнлă.  Хулан инфратытăмне аталантарма шăпах та вĕсем пулăшĕҫ.  Ҫак ыйтупа анлăрах ĕҫлеме чĕнсе каланă регион Ертӳҫи хула ертӳлĕхне.    

 «Проектсене халăх хатĕрлет пулсан, вĕсем ĕҫ пахалăхне те лайăх тĕрĕслесе тăрĕҫ.  Кун пек чухне подрядлă организацисем тĕлли-паллисĕр ĕҫлемĕҫ. Пахалăх тени малти вырăна тухĕ», — тесе хушса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсем бюджет, автомашина ҫулĕсене тирпейлесси, тавралăха тирпей-илем кĕртесси ыйтусене те сӳтсе явнă.

Фоторепортаж



02 августа 2018
15:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter