Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тăвай районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă, муниципалитетăн 2018 ҫулхи ҫур ҫулти ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăвăн ĕҫне хутшăннă

В Янтиковском районе при участии Главы Чувашии Михаила Игнатьева подведены итоги развития за I полугодиеҪурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тăвай районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă, муниципалитетăн 2018 ҫулхи ҫур ҫулти ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăвăн ĕҫне хутшăннă. Вырăнти активпа пĕрле пуласлăхри тĕллевсене тарăн сӳтсе явнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ актуаллă ыйтусене тишкерме Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Раҫҫей Пенси фончĕн Канаш хулинчи управленийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Дамир Сабиров хутшăннă.  

Пухăннă ентешсене саламланă май, пĕрле уҫҫăн калаҫни йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене туххăмрах татса пама витĕм кӳнине каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Кирек-епле ыйтусене те комплекслă сӳтсе явни, районăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне ҫирĕпрех вăй илме витĕм кӳнине, 2018 ҫула пысăк кăтартусемпе вĕҫлеме пулăшасса  шанса каланă.

Регион Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче, ҫитĕнӳсемпе муниципалитет палăртăр тесен, район ертӳлĕхĕн вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене яланах вăхăтра татса пама тăрăшмаллине чĕнсе хăварнă. Ҫитес ҫулсем валли те уйрăм ыйтусемпе хăвăртрах ĕҫлеме хушнă. Раҫҫей Президенчĕ ҫĕршыва аталантарассипе стратегиллĕ тĕллевсем пирки Указра ҫырса хăварнă.  Ĕҫ хучĕ 2024-мĕш ҫулччен пурнăҫа кĕресси паллă.  РФ Правительстви нацин приоритечĕсем ҫинчен документа хатĕрлеме пуҫланă. Унта регионсене 12 ҫул-йĕрпе аталанса пымалли пирки тĕплĕн палăртса хăварасси планра пур тесе каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин хыснинчен муниципалитетсенче тĕрлĕ программăсене пурнăҫа кĕртсе пыма вăхăтра укҫа-тенкĕ куҫарнине каланă регион Ертӳҫи. 2018-мĕш ҫул валли пурĕ Тăвай районне муниципаллă программăсене ĕҫлеттерме 285 млн куҫарасси паллă. Пĕтĕмпе вара района 248,7 млн тивĕҫтерме пăхса хăварнă. Кунсăр пуҫне инвестициллĕ программăсемпе ĕҫлеме хушма тĕрев те сахал мар тăкакланать. Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртме вырăнти бюджетран, республика хыснинчен те кирлĕ пек виҫепе укҫана куҫарса параҫҫĕ.     

Калăпăр, пуҫаруллă проектсем валли – пурĕ регионти муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсене 137 млн куҫарĕҫ.

Хальхи вăхăтра Тăвай районĕнче 2 проект пурнăҫланнă та. Масар картине тытса ҫаврăннă, спорт объектне ĕҫлеттерсе янă. Ачасене валли хоккей выляма ятарлă лапам хатĕрлесе панă. Планпа килĕшӳллĕн район кăҫал 6 проект пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă. Вĕсене валли республика бюджетĕнчен 10 млн уйăрма палăртнă.  Ял территорийĕсене вăй илтерсе хăтлăлатассипе те ятарлă 12 проект пурнăҫланса пырать, строительство ĕҫĕсене валли республика бюджетĕнчен субсиди мелĕпе 10 млн куҫарасси паллă.  Пĕр сăмахпа калас пулсан, инфратытăм тĕпрен улшăнасси никама та иккĕлентермест.

Канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Тăвай районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Ванерке тарăн пĕтĕмлетӳ туса панă, муниципалитетри социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă.  

Районăн пĕрлештернĕ бюджетне ҫур ҫулта 132,4 млн пуҫтарăннине хыпарланă вăл,  2017-мĕш ҫулхинчен ҫак кăтарту 16,2 млн пысăкрах.

Муниципалитет пĕрлешĕвĕн харпăр хăй тупăшĕ ӳснĕ 12,5 процент хăпарнă.  Ĕҫлемеллисем тата та пур-ха, «сăрă» схемăпа тăрăшаканнисене чармалла, налуксене туллин пуҫтармалла, пурлăхпа пĕлсе тухăҫлă усă курмалла тесе асăнса хăварнă хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуҫлăхĕ.  Бюджетран куҫакан пулăшупа перекетлĕ усă курасси ыйту та ҫивĕч тăрать. Кăҫал ҫур ҫулта 905 контракт алă пусса ҫирĕплетнĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 27 млн танлашать, конкурссене ҫирĕп йĕркелесе ирттернине кура 912 пин чакарма та май килнине ырă хыпара каланă вырăнти ертӳҫĕ.

Район экономикин тĕп пайĕ ял хуҫалăхĕ шутланать. Кăҫал ял хуҫалăх таварне 270 млн тирпейлесе кăларнă, кăтарту пĕлтĕрхинчен пысăк – 3,8 процент нумайтарах.

Патшалăх пулăшăвне сахал мар илнĕ ҫĕр ĕҫченĕсем, кăтарту 33 млн танлашать.  Пурĕ аграри пайĕнче ĕҫлекен 28 предприяти пысăк тĕреве тивĕҫнĕ.  Паянхи пурнăҫ таппинче хуҫалăхсем ҫăмăллăх кредичĕсемпе усă курни те куҫкĕретех, 7 организаци 16,9 млн кивҫен каялла парса татмалли укҫа илсе хăватланнă.

Ял хуҫалăхĕнчи тĕп ыйтусенчен пĕри – усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртесси. Ҫакнах район администрацийĕн пуҫлăхĕ ҫирĕплетсех каланă. Кăтарту сахал мар, 1046 га ҫĕр лаптăкне ĕҫлеттерсе ямалла.

Районта инвестициллĕ 6 проект пурнăҫа кĕрет, вĕсене валли 109 млн тăкакланать. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, халăх валли ҫĕнĕ 24 ĕҫ вырăнĕ тупăнĕ. Хальхи пурнăҫра Интернет вăй илсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар, апла пулсан ҫакна тĕпе хурса инвесторсене явăҫтарма район администрацийĕ ятарлă баннер та хатĕрленĕ, унта пĕтĕмпех условисем пирки тĕплĕн ҫырса кăтартнă тесе хыпарланă ертӳҫĕ Владимир Ванерке. Сăмаха май, бизнес сферăра тимлекенсене активлăрах ĕҫе кӳлĕнме чĕнсе хăварнă, патшалăх пулăшăвне тивĕҫсе предприятисемпе организацисем йĕркелеме сĕннĕ.

Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне аталантарас ыйту кун йĕркинчех тăрать. Вĕсен ҫитĕнĕвĕсем пирки ҫула май кăштах чарăнса тăнă вырăнти пуҫлăх, паха ĕҫ опычĕсем ҫинчен те асăнса хăварнă.  Ялсенче инфратытăма ҫĕнетни кулленхи пурнăҫра анлăн курăнать. Сывлăх сыхлавне аталантарас, культурăпа вĕренӳ пайне вăй илтерес, спорта анлăрах сарас ыйтусем тавра та канашлура тĕплĕн калаҫнă. Тĕп кăтартусем пирки район администрацийĕн пуҫлăхĕ хыпарланă.

Раҫҫейри Пенси фончĕн Канаш хулинчи уйрăмĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Дамир Сабиров ҫĕнĕлĕхсем пирки каласа кăтартнă, халăха ырă улшăнусем кĕтессине палăртнă. Пытармалли ҫук, паллă паянхи пурнăҫра ĕҫлекенсен шучĕ пенси ҫулне ҫитнисенчен темиҫе хут та сахалтарах. Пирĕн тĕллев вара аслă ҫултисене валли  кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратасси. Пенси ҫулне тухмалли тапхăра тăсас пулсан, ыйту кирлĕ пек шайра пурнăҫланса пырасси никама та иккĕлентермĕ. Тепĕр тесен, ĕҫ яланах ҫынна илем кӳрет тесе шухăша палăртнă ертӳҫĕ.  Ҫĕршыв аталанăвĕшĕн пирĕн пурсăмăрăн та ырми-канми тăрăшмалла тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.  

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин хăйĕн докладĕнче халăхăн пурнăҫне лайăхлатассипе ҫыхăннă социаллă проектсем пирки каласа кăтартнă.  Культура, спорт, вĕренӳпе сывлăх сыхлавĕнче пысăк технологисем вăй илсе пынине асăннă. Пенси пайĕнче ҫĕнĕлĕхсем пулас пулсан тата та чаплăрах ҫĕршывра пурăнма условисем пулассине нимĕн иккĕленмесĕрех палăртнă. «Ăнлантарса парсан, халăх питĕ лайăх чухлать. Пурин те тупăшлă пурăнас килет. Ҫĕнĕлĕх вара ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма тата та хавхалантарать», – шухăшне палăртнă депутат.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  район халăхне тĕллевлĕн паха ĕҫлесе пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.     Пĕр-пĕринпе килĕшсе ăнланса ĕҫлесен ҫитĕнӳ яланах пулĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса. «Ҫакăн йышши тĕлпулусем приоритетсене палăртма май параҫҫĕ. Укҫана ытларах хăш пая куҫарса памаллине асăрхаттараҫҫĕ.  Ҫавăнпа та кашнин тĕлпулура хăйсен шухăшĕсене палăртма пĕлмелле. Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене те каласа памалла. Пĕрле тăрăшсан, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ», тенĕ республика Пуҫлăхĕ.   

Фоторепортаж



02 августа 2018
09:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter