Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕмĕрле районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Состоялась рабочая встреча Михаила Игнатьева с руководством Шумерлинского районаҪурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕмĕрле районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

 Уҫă калаҫăва район ертӳҫи  Борис Леонтьев тата район администрацийĕн пуҫлăхĕ Лев Рафинов хутшăннă.

Ертӳҫĕсем калаҫу вăхăтĕнче шкулсене ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне хатĕрлесси, вырма ĕҫĕсем, тавралăха тирпей-илем кĕртесси, газшăн пухăнакан парăмсене пĕчĕклетесси тата ытти ыйтусене хускатнă.

Лев Рафинов хăйĕн сăмахĕнче халăхăн ыйтăвĕсене кулленех район ертӳлĕхĕ ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине хыпарланă.

Районта 7 шкул, вĕсенче 600 ача ăс пухать.  Объектсем ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне хатĕрленсе ҫурла уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех йĕркеленсе ҫитессе шантарнă вăл. Шкул автобусĕсем ҫителĕклĕ, пурте юсавлă тенĕ ертӳҫĕ сăмаха май. Ҫĕмĕрле хулинче пурăнакан 80 ача вĕсен кӳршĕллĕ шкулсене вĕренме килнине пĕлтернĕ.  Хăш-пĕр уҫăмлатман ыйтусем тăрса юлнă-ха тесе каланă Лев Рафинов.  

Район халăхĕ тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕҫе хастар хутшăннине палăртнă вырăнти ертӳлĕх.  Пуҫаруллă проектсем сахал мар, вĕсен йышĕ 13 ҫитнĕ тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене халăхпа пĕрле пухăнса татса пама чĕнсе каланă, вĕсен сĕнĕвĕсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.

Фоторепортаж



02 августа 2018
11:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter