Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрмар районĕн активĕпе ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене сӳтсе явнă

Ҫурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрмар районĕн активĕпе ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене сӳтсе явнă.  Ҫитес ҫур ҫул валли палăртнă тĕллевсем пирки тарăн канашланă.

Лару ĕҫне пуҫланă май, кулленхи пурнăҫра тухса тăракан ыйтусене уҫҫăн сӳтсе явма чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ  вырăнти халăха. «Хĕрӳ ĕҫҫи вăхăчĕ пуҫланнă. Уй-хирте техника кĕрлет, ял ĕҫченĕсем тухăҫа туллин пухса кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.  Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне шкулсене тирпейлесе пĕтернĕ тесен те йăнăш мар.  Хутса ăшăтмалли тапхăра ЖКХ пайĕнче тăрăшакансем тимлĕн хатĕрленеҫҫĕ. Ҫак ĕҫсенче нимĕнле чăрмавсем те сиксе тухмалла мар», — асăрхаттарнă регион Ертӳҫи.

Муниципалитет пĕрлешĕвĕ ăнăҫлă аталанса пынине палăртнă Михаил Игнатьев.  Бюджет тулса пынине, предпринимательлĕх пайĕ вăй илнине асăннă. Халăхăн шалу укҫи ӳссе пырать тенĕ вăл сăмаха тăсса. Кăҫал кăтарту ҫур ҫулта вăтамран 21 пинпе танлашнă. «Районти ертӳлĕхĕн халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса, таса чунпа ĕҫлемелле.  Ҫитĕнӳсене чакарса лартма юрамасть.  Ҫулталăка ӳсĕмпе вĕҫлемелле», — тесе чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.  

Кăҫал района республика хыснинчен 407 млн куҫарма пăхса хăварнине пĕлтернĕ Ертӳҫĕ.  Унсăр пуҫне гранд формипе муниципалитет пĕрлешĕвĕ 10 млн тивĕҫнĕ. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама укҫа тăкакланĕ. «3-5 ҫулсем хушшинче халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ ырă енне куҫса пымалла, районăн ҫитĕнĕвĕ пысăк пулмалла», — тесе палăртнă Михаил Игнатьев.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Вăрмар районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Андрей Васильев тĕплĕ отчет  туса панă.  Ертӳҫĕ социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн уйрăм ҫитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартнă, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене татса парассипе ĕҫ планне йĕркеленине хыпарланă.

Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 201 млн ҫитнĕ, кăтарту япăх мар 101 процент шутланать.   Ҫур ҫулта муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ  ӳснĕ, 5,2 процент хăпарни сисĕнет.  Ытти районсем хушшинче ҫак кăтартупа 13-мĕш вырăнта тăрать Вăрмар районĕ. Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнчен налук бюджета 11 млн пуҫтарăннă. Ӳсĕм пурри курăнать, 19 процент пысăкланнă.

Район администрацийĕ аграри тытăмне вăй илтерессипе активлă ĕҫлет. Тĕп ыйтусенчен пĕри тесе палăртнă вырăнти ертӳлĕх. Ял хуҫалăх таварĕсен калăпăшĕ ӳснĕ, кăтарту 109 процентран та иртсе кайнă.

Муниципалитет выльăх-чĕрлĕх самăртассипе курăмлă тăрăшать. Хуҫалăхсем тупăшлă ĕҫлени паллă, сĕт сăвăмĕ 21,2 процент чухлĕ хăпарнă, мăйракаллă шултра выльăх шучĕ нумайланнă, кăтарту 1454 танлашать.  

АПК тимлекенсене патшалăх енчен сахал мар пулăшу куҫать. Субсиди мелĕпе вĕсем кăҫал 2,3 млн тивĕҫнĕ. Пурĕ 41 организаци патшалăх тĕревне илнĕ.  

Район администрацийĕн пуҫлăхĕ уй-хир ĕҫĕсем пирки чарăнса тăнă. Вырма хĕрӳ пынине хыпарланă, техника ҫителĕклĕ тесе пĕлтернĕ. Ир пулакан ҫĕрулмине пуҫтарассипе те ял ĕҫченĕсем ырми-канми тăрăшнине асăннă. Тухăҫ япăх мар, тыр-пул пӳлмене вăхăтра кĕрсе пынине, ăна типĕтсе пуҫтарса хурассипе те тăрăшса ĕҫленине каланă вырăнти ертӳҫĕ.

«Акса ҫитĕнтермелли ҫĕр лаптăкĕсене ӳстересси тĕп ыйтусенчен пĕри тесен те йăнăш мар.  Усă курăнмасăр выртакан 2590 га ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне   кĕртме палăртса хунă», — тенĕ вăл.  Пушă выртакан ҫĕрсем сахал мар, кăтарту 6474 га танлашать.  

Андрей Васильев хăйĕн докладĕнче районта муниципаллă 14 программа пурнăҫа кĕрсе пынине хыпарланă.  Вĕсене валли 407 млн пăхса хăварнине асăннă. Кăҫал районта халăхăн пуҫаруллă 17 проекчĕ пурнăҫа кĕрĕ. Вĕсенчен 11-шĕпе ĕҫе вĕҫне-хĕрне те ҫитерме ĕлкĕрнĕ.

Хутса ăшăтмалли тапхăра ЖКХ пайĕнче тимлекенсем епле хатĕрленни пирки чарăнса тăнă Андрей Васильев.  Социаллă сферăри объектсене 85 процента ҫити хатĕрленĕ тесе пĕлтернĕ.

Районти тĕп врач Наталья Мефодьева сывлăх сыхлавĕнчи тĕп кăтартусем пирки каласа кăтартнă.  Районта мĕнпур ФАПсенче специалистсем ҫителĕклĕ тенĕ вăл.  5 ҫул хушшинчен пĕтĕмпе 7 ФАП хута янине асăннă. Кăҫал тата тепĕр ФАП Анаткас ялĕнче хута каясса хыпарланă.  

Районти тĕп больницăна ҫĕнетме республика хыснинчен 3,4 млн куҫарма плана кĕртнĕ кăҫал. Ҫуртăн ҫивĕттине тĕпрен юсаса пĕтернĕ.  Ытти ĕҫсене те пĕтĕмпех планпа килĕшӳллĕн пурнăҫласа пыратпăр тесе палăртнă аслă врач.  Енчен те укҫа кăштах та пулин перекетленсен ытти учрежденисенче юсаса тирпейлĕпĕр тесе каланă вăл.  Районта халăха диспансеризаци кăларас ĕҫ графикпа килĕшӳллĕн йĕркеллĕ пулса пырать тенĕ тĕп врач.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăра сывлăх сыхлавне аталантарма сахал мар укҫа тăкакланнине палăртнă, ФОМС укҫипе пĕрле пурĕ 18 млрд ытла пăхса хăварнă тесе ырă хыпара каланă. Халăх хушшинче профилактика ĕҫне ытларах йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă  тухтăрсене Пуҫлăх.  

Раҫҫей Пенси фончĕн Вăрмарти уйрăмĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Валентина Кузьмина ҫĕнĕлĕхсем пирки каласа хăварнă. Раҫҫей Патшалăх Думине тăратнă ĕҫ хутне ырланине пĕлтернĕ.   Сăмаха май, вăл халăха пăшăрхантаракан ыйтусем ҫине хурав панă.

Канашлура Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин сăмах илнĕ. Депутат халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассипе патшалăх йышăнакан программăсем пирки каласа кăтартнă, ҫăмăллăхсемпе паллаштарнă.

Пĕр пухăннă пек чухне, халăх хăйсене хумхантаракан ыйтусене активлă тăратнă.  Ҫулсене сарасси, вĕсене тĕпрен юсасси, ялсенчи кĕперсене тĕплĕнрех йĕркелесе хăварасси тата ыттисем те. Чиркӳ ĕҫне вырăнти халăха активлă хутшăнма чĕнсе каланă. Пĕрле тăрăшсан, строительство ĕҫĕ вăраха тăсăлмасăр пурнăҫланассине палăртнă.  Кашни ҫынна май килнĕ таран хăйсен ирĕкĕпе  пархатарлă ĕҫ тума ыйтнă.  Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул директорĕ Михаил Игнатьева пулнă инкексене вăхăтра сирсе яма, шкула пысăк тĕрев панăшăн чун-чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Кĕтмен ҫĕртен сиксе тухнă ҫутҫанталăк пăтăрмахне сирсе ярассипе пурте хар тăрса ĕҫленине хыпарланă директор.   Ҫуртăн ҫивĕттине тума республикăн резерв фондĕнчен 5 млн 822 пин уйăрнă пулнă.

«Эпир нихăҫан та ҫынсене инкекре пăрахса хăварман. Сирĕн хăвăрăн та тăрăшмалла, объекта страховани тумалла. Кирек-хăҫан та кĕтмен ҫĕртен пăтăрмахĕсем сиксе тухма пултараҫҫĕ, асăрхануллă яланах пулмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть», — тенĕ регион Пуҫлăхĕ. Проектсене лайăх тишкермелле, ҫил вĕрнипех инкек курмалла мар, подрядчиксен вара паха строительство материалĕсенчен объект ĕҫне пурнăҫламалла тесе ҫирĕпĕн каласа хăварнă Михаил Игнатьев.

2017-2018-мĕш ҫулсенче  ҫулсене тирпейлеме пурĕ республикăра 9 млрд 500 млн пăхса хăварнă. Ҫитес ҫулта ытларах ялсенчи ҫулсене тĕпрен ҫĕнетме палăртнă. Кун пирки ырă хыпара пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ. Вăрмар районне те сахал мар укҫа куҫасса каланă сăмаха май.  Тепĕр ҫивĕч ыйту – чăхсен грипĕ сарăлассинчен сыхă тăрасси. Муниципалитетра хуҫасăр объектсем сахал мар, вĕсене пăрахăҫлассипе ҫине тăрса ĕҫлеме хушнă республика Ертӳҫи.  

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев пурне те яваплăха туйса ырми-канми  ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Тăван ҫĕре хисепленĕшĕн тата ăна юратнăшăн ырланă.

Фоторепортаж



02 августа 2018
10:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter