Велосипедпа чупма юратакансем, Хула кунне тата сывă пурнăҫ йĕркине халалласа ҫĕрле чупу ирттернĕ

В столице Чувашии состоялся ночной велопробег, посвященный Дню города ЧебоксарыҪурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче велосипедпа чупма юратакансем, сывă пурнăҫ йĕркине халалласа чупу ирттернĕ.  

Спорт ăмăртăвне официаллă ҫынсем хутшăннă. Вĕсем: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков.

Мероприятине пухăннисене саламланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хула ҫыннисене мухтанă, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырассине хапăл тунишĕн ырă енпе каланă.  «Чупăва хутшăнса, хăвăрăн сывлăха ҫирĕплететĕр. Ыттисене ырă тĕслĕх кăтартса паратăр. Спорт вăл пурнăҫ, яланах савăк кăмăл парнелет.  Пурне те ҫитĕнӳсем, ырлăх-сывлăх, вĕренӳре, ĕҫре яланах пуҫаруллă пулма чĕнетĕп», тенĕ Михаил Игнатьев.   

Ентешсене ҫак кун Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев та саламланă. «Спорта юратакансем ҫывăрмаҫҫĕ. Ҫĕрле Хула кунне халалласа иртекен велосипед чупăвне хар тăрса тухнă. Уяв спортран пуҫланать»,   тенĕ вăл.  

Григорий Чернов чупăвăн тĕп маршалĕ программăпа паллаштарнă, йĕркене ҫирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарнă.  

Палăртнă кун хулара автомашинăсене ятарлă ҫулпа ҫӳретме пăрахăҫлаттарнă. Волонтерсем спорт уявне тухнисене тĕрĕс ҫул кăтартса пынă.  Пурĕ вĕсем 9 ҫухрăма парăнтарнă.     Палăртма кăмăллă, уявра хаваслă юрă-кĕвĕ янăранă, ентешсем кашни чарăнура пĕтĕм кăмăлтан спортсменсене  кĕтсе илнĕ.     

Фоторепортаж



20 августа 2018
07:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter