Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн ĕҫченĕсене – пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă

В преддверии Дня города Чебоксары жителям Чувашии вручены государственные наградыҪурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн ĕҫченĕсене пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă.

Торжествăлла пая Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев хутшăннă.

Республика Пуҫлăхĕ пухăннисене Шупашкар хула кунĕ ячĕпе саламланă, патшалăх наградисене тивĕҫнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  

«Ĕҫчен те пултаруллă,  мал ĕмĕтлĕ пуҫаруллă ҫынсем – хулан тĕп пуянлăхĕ. Халăх хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫлани куҫкĕретех. Вĕсен ҫитĕнĕвĕсем пысăк. Профессионалсен пĕлӳ шайĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.  Яланах вĕсем тухăҫлă ĕҫлеҫҫĕ, тĕрĕс ҫул-йĕрпе пыраҫҫĕ.  Ĕҫ ушкăнĕсенче те вĕсем хастарлăхпа палăрса тăраҫҫĕ. Ӳлĕмрен те ҫитĕнӳсем чакмĕҫ вĕсен тата та пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассишăн тăрăшĕҫ», – тенĕ Михаил Игнатьев. «Пултаруллă та ĕçчен, пысăк ĕмĕт-тĕллевлĕ çынсем — пирĕн республикăн тĕп пуянлăхĕ. Кашни çын е коллектив тивĕçĕсене яваплăха туйса тата таса чунпа пурнăçласан, профессине чăнласах та юратсан, ĕçре хăйĕн пĕлĕвĕпе, опычĕпе усă курсан çитĕнӳсем тума пулатех. Эпир сирĕн ăнăçупа тата çитĕнӳсемпе мухтанатпăр! Шансах тăратăп: сире малашне тата пысăк пĕлтерĕшлĕрех проектсем кĕтеççĕ, мĕншĕн тесен эсир мĕн тунипе лăпланса ларма хăнăхман», тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.   Тăван регион хăватлă аталанса пытăр тесе пысăк тӳпе хывнăшăн вĕсене тав тунă республика Пуҫлăхĕ.  Сăмаха май, регион Ертӳҫи Правительство ертӳлĕхĕ федераци центрĕпе килĕшсе ĕҫленине, наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин указне тĕпе хуса ĕҫлени пирки каласа хăварнă.   Чи анлă сарăлнисенчен пĕри – автомашина ҫулĕсене тирпейлени. «МускавХусан» пысăк хăвăртлăхпа ҫӳретмелли магистрале хута ярасси те тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăнине асăннă Михаил Игнатьев.  

Палăртнă кун тĕрлĕ професси ҫыннисене мухтанă, вĕсем йышĕнче: промышленноҫра тимлекенсем,  строительствăра, ял хуҫалăхĕпе сывлăх сыхлавĕнче, культурăра, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче вăй хуракансем.  

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Тав ҫырăвне сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакан Игорь Журавлев тата Шупашкарти электроаппарат заводĕнче тăрăшакан Ираида Иванова тивĕҫлĕ пулнă.  

Чăваш Республикин Хисеп грамотипе «Шейх» ТМЯО генеральнăй директорне Валерий Осипова тата «Городские ритуальные услуги» АО тĕп инженерне Геннадий Рискова  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чысланă.   Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене тивĕçнисем — пĕтĕмпе 23 çын — савăнни, çав хушăрах хумханни те сисĕннĕ. Вĕсем тĕрлĕ сферăра — медицина, культура, строительство, промышленноç, экологи тытăмĕсенче — ырми-канми ĕçлесе республика аталанăвне пысăк тӳпе хывнă. Çак çынсем пурне те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Чыса тивĕçнисенчен нумайăшĕ республика ертӳлĕхне хăйсен ĕçне пысăка хурса хакланăшăн тав тăваҫҫĕ, малашне тата тăрăшарах ĕçлеме шантараҫҫĕ. Хисепе тивĕҫнисем тата та пур-ха. Вĕсем: Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ культура ĕҫченĕ Ирина Меньшикова,  Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ экологĕ Александр Димитриев, Раҫҫейри Художниксен пĕрлешĕвĕн членĕ Светлана Гайнутдинова. Вĕсем пур те республика Пуҫлăхне, Правительствăна хăйсем патне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн савăнаҫҫĕ, регионта мĕнпур тытăмра ĕҫлеме условисем чаплă тесе ҫирĕплетеҫҫĕ.   Кунсăр пуҫне ытти активлă ҫынсем те, обществăра 5 ҫул хушши пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисем, Чăваш Республикин Тав ҫырăвĕпе алла ҫыхмалли сехетсене тивĕҫнĕ.  

Фоторепортаж



20 августа 2018
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter