Шупашкар 549 ҫул ҫитнине паллă турĕ

Чебоксары отмечают 549-летиеЧăваш Республикин тĕп хулинче пурăнакансем тата пуҫтарăннă хăнасем пысăк уява пухăннă, Шупашкар хули 549 ҫул ҫитнине халалласа йĕркеленĕ мероприятисене хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă. Ватти-вĕтти валли чылай мероприяти палăртса хунă пулнă. Вĕсенчен кашни хăйне евĕр кăсăклă.  Ҫĕршер ҫын ытла кашни мероприятинче пулса курнă,  савăк-кăмăл пĕрне-пĕри парнеленĕ, пинĕ-пинĕпе ҫынсем уявра пухăнса хире-хирĕҫ саламланă.

Ҫурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Шупашкар кунне халалланă «Пултарулăх бульварĕ» курава ҫитсе килнĕ. Хулан тĕп урамĕнче театр, спорт, кĕвĕ тата ытти тытăмри ăстаҫăсем хăйсен пысăк тавракурăмлăхĕпе паллаштарнă.   Хулари предприятисемпе организацисем куравсем хатĕрлесе тăратнă, мастер-классем йĕркеленĕ.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев «Пултарулăх бульварĕ» проект ҫулран ҫур лайăхланса пынине, унта хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ ӳснине палăртнă.

«Эпир ырă пуҫарусене яланах тарават. Ҫынсене аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем хатĕрлесе тăратассишĕн тăрăшатпăр. Халăх та ҫакна курать, пирĕн ĕҫсене пысăк хак парать», тенĕ вăл.   

Уявăн кульминацийĕ Хĕрлĕ лапамра пысăк концерт пулни.

Шупашкар ҫыннисене, пухăннă хăнасене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн  Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов, Леонид Черкесов,  Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава саламланă.   

Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев муниципалитета малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.  «Шупашкарта малашне те ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ микрорайонсем ӳссе пыччĕр, инфратытăм аталантăр. Ачасем ытларах та ытларах ҫуралччĕр, пирĕн ветерансем ҫирĕп сывлăхлă пулччĕр, кашни ҫемьере юратупа, килĕшӳ хуҫалантăр, ăнăҫу яланах юнашар ҫӳретĕр», тенĕ вăл.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта пурăнакансене тăван хулана хисепленĕшĕн, уншăн тăрăшнăшăн тав тунă. Муниципалитет лайăх аталаннинче кашнин тӳпи пуррине палăртнă. Уяв хула хăтлă пулнине хăнасене кăтартса пама витĕм кӳрет, пултаруллисене курса хаклама май парать тенĕ Михаил Игнатьев.  Халăх мероприятисенче савăнăҫлă пулни хăйех хула ҫирĕп те вăйлă аталанса пынине ҫирĕплетет.  «Наци йăли-йĕркипе культури, историллĕ пулăм яланах ҫитĕнекенсене воспитани пама витĕм кӳрет. Ҫĕршыв пуласлăхĕшĕн тăрăшма май парать. Пĕрлĕхре пирĕн вăй! Пĕрле пулсан, пире никам та парăнтараймасть. Йывăрлăхсене те эпир ҫĕнтерме пултаратпăр», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, ӑнӑҫулӑх тата пӗ­тӗм пуҫарурах ҫитӗнӳсем, хамӑрӑн юратнӑ хуламӑра вара тӑ­нӑҫлӑхпа чечекленӳ сунатăп тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе регион Пуҫлăхĕ.

Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава ҫапларах каланă: «Хулара эпĕ 40 ҫул ытла пурăнатăп. Кашни кун Шупашкар илемленсе хитреленсе пырать. Ҫынсен кăмăл-туйăмĕ те ырă енне куҫса пыни куҫкĕретех. Пĕр ҫемьери пек халăх туслă пурăнать», — тенĕ  вăл.   

Мероприяти уяв программин пысăк концерчĕпе вĕҫленнĕ, РФ тава тивĕҫлĕ искусство деятелĕ Игорь Николаев пурне те хăйĕн юрри-кĕввипе «тыткăна» илнĕ. Халăх кăмăллă юлнă, концерт килĕшнĕ. Ун хыҫҫăн чаплă фейерверк пулнă, тӳпере йăлтăркка ҫутăсем хăйсен ахах пĕрчисене сапаланă.   

Фоторепортаж



20 августа 2018
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter