Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕнче парта хушшине 137,7 пин ача ларать, вĕсенчен 15 пин ытла шăпăрлан пĕрремĕш хут шкула килекеннисем

Ҫĕнĕ  вĕренӳ ҫулĕнче парта хушшине 137,7 пин ача ларать, вĕсенчен 15 пин ытла  шăпăрлан пĕрремĕш хут шкула килекеннисем.

Паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен пуҫлăхĕсемпе кашни эрнере пулакан планерккăна ирттернĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов паянхи кун тĕлне пĕтĕмпе ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне 843 шкулпа ача сачĕ хатĕррине хыпарланă тата та 81 учрежденине Чăваш Республикин Культура министерствипе Спорт министерстви,  Сывлăх сыхлавĕн министерстви тĕрĕслев витĕр кăларма палăртнă тесе каланă министр.  

Пĕтĕмпе вара регионта 930 вĕрентӳ учрежденине шута илнĕ. Объектсене юлса юсав ĕҫĕсене йĕркелекеннисем те пур, вăл Шупашкар районĕ. Хальхи вăхăтра 5 шкула хатĕр мар тенĕ министерство. Шупашкар районĕнче юсав ĕҫĕсене йĕркелеме конкурса вăхăтра ирттермен. Ҫурла уйăхĕн пуҫламĕшĕнче кăна ĕҫ хучĕсене ҫирĕплетнĕ. «МИРА» ТМЯО Кукеҫри лицей ҫивĕттине юлса витет, графика пăхăнманни сисĕнет.

 Ҫĕмĕрле хулинче авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ҫĕнĕ шкул хута каяймасть. «Объект хатĕр марришĕн, ҫывăхри шкулсене ачасене ăсатма тивет. Ашшĕ-амăшĕсемпе кун пирки калаҫса килĕшнĕ», – тесе пĕлтернĕ Александр Иванов министр. Енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, юпа уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне шкул хатĕр пуласси паллă.

Чи паллă пулăмсенчен пĕри – Пĕлӳ кунĕнче Ҫĕрпӳре ҫĕнĕ шкул уҫăлать. Унта харăсах малашне 1000 ача вĕренме пултарать. Кунсăр пуҫне Шупашкарта чаплă объект –  Кадетсен корпусĕ ҫĕкленсе ларĕ.

Пурĕ республикăра кăҫал шкулсене тирпейлеме 2,2 млрд пăхса хăварнă.  Кăҫал тата та ача сачĕ 10 хăпартма плана кĕртнĕ.  Кун пирки ырă хыпара Шупашкар хулин администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков пĕлтернĕ, объектсене пурнăҫа кĕртессипе ĕҫсем пуҫланнине каланă.  

Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Шупашкарти «Соляное» мкр. пулнă, ача сачĕн строительство ĕҫĕпе кăсăкланнă.  Ҫурта хăпартса лартма федераци центрĕнчен те укҫа явăҫтарнă. «Контракта алă пуснă. Финанс енĕпе ыйтăва татса панă. Йывăрлăхсене ҫук ҫĕртен тупса хунă, бухгалтери енĕпе кăлтăксем пур», тенĕ регион Ертӳҫи.  Влаҫ органĕнче ĕҫлекен яваплă ҫынсене ыйтăва уҫăмлатма хушнă Михаил Игнатьев.

Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫланиччен шутлă кунсем тăрса юлчĕҫ тенĕ Михаил Игнатьев. «Ачасен ҫĕнĕлĕхсене туймалла, вĕсене ăс пухма кирлĕ пек мĕнпур условисем хатĕр пулмалла», каланă регион Пуҫлăхĕ, пурне те шкулсене тĕпрен ҫĕнетме витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав тунă.

Паян иртнĕ кунсенче Хула кунне палăртса йĕркеленĕ культура спорт мероприятийĕсем пирки те асăнса хăварнă. Пĕтĕмпе ҫĕр ытла мероприяти планпа килĕшӳллĕн ирттернĕ. Тĕплĕнрех вĕсем ҫинчен Шупашкар хулин администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков хыпарланă.  Пурĕ 60 пин ытла ҫын хутшăннă, йĕрке пăснă тĕслĕхсем пулман тенĕ Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствин представителĕсем.  

Михаил Игнатьев пурне те уява хутшăннăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. 



20 августа 2018
16:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter