Шупашкарта Ачасен Искусство академийĕ торжествăлла майпа уҫăлнă

В рамках мероприятий Дня города в Чебоксарах состоялось открытие Детской академии искусствҪурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта  Ачасен Искусство академийĕ торжествăлла майпа уҫăлнă. Савăнăҫлă лару-тăрăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков хутшăннă.  

Уявра ачасене валли тĕрлĕ лапамсем ĕҫленĕ. Кашни хăйĕн ăсталăхне кăтартса парассишĕн тăрăшнă. Ачасем хăйсене интереслентерекен енпе аталанма пултараҫҫĕ: хореографи, бал ташши, инженери, конструктор, ал ĕç шкулĕсем, ытти студи — килĕшекенни тупăнатех. Пĕтĕм Раҫҫейри пĕрремĕш пленэра хутшăннă ӳнерҫĕсем хăйсен куравĕсене хатĕрлесе тăратнă, «Шупашкар – Атăлăн ахахĕ» ятлă мероприятинче пултарулăх ăстисен тавракурăмлăхне хаклама май килнĕ. Хула ачисен телекуравĕ те кăсăклă ĕҫленĕ.  «Эпир ахаль шкул кăна уҫмастпăр. Ача-пăчасен академийĕ. Пултаруллă ачасем Тăван ҫĕршывшăн усăллă ĕҫсем йĕркелесе пыччĕр. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисене ҫак академине явăҫтарни паха. Кунта ҫӳрекенсен пуласлăхĕ пысăк», тенĕ Евгений Кадышев.

«Академи ачасене пĕр чăмăра пухать. Пултаруллисем хăйсен ăсталăхне, тавракурăмлăхне ӳстерсе пырĕҫ.  Шăпăрлансем юрлама, ӳкерме  вĕренеҫҫĕ. Хушма пĕлӳ илеҫҫĕ ачасем. Паллă, центрта ӳлĕмрен тĕрлĕ конкурссем пулĕҫ,  фестивальсем йĕркелĕҫ», тенĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков, хула проекчĕсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳнĕшĕн, Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тав тунă. Муниципалитет пĕрлешĕвĕнче юлашки ҫулсенче ача сачĕсене 20 хута янă, пуласлăхра тата 10 объект хăпартса лартма плана кĕртнĕ. Инфратытăм ҫĕнелет, ҫуртсем таврашĕсем тирпейленеҫҫĕ. Хула 550 ҫул ҫитнине палăртса тата та илемлĕрех пулмалла тесе каланă Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи.   

Хула кунĕ ячĕпе пухăннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, ҫĕнĕ центр хута кайни ачасемшĕн те хулара пурăнакансемшĕн те ҫав тери пысăк парне пулса тăнине каланă вăл.

«Шкулта условисем чаплă. Ачасен пĕлĕвне ӳстерсе пыма аван.  Пуҫаруллă проектсемпе ĕҫлеме специалистсен пĕлӳ шайĕ пысăк. Хушма пĕлӳ тавракурăмлăха ӳстерме май парать.  Ачаран юратнă ĕҫе ăша хывса пырсан, ҫитĕнсен те пысăк профессионалсем пуласси паллă», тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.   

Чăваш Республикинче ачасем тарăн пĕлӳ илччĕр тесе сахал мар условисем йĕркелесе тăратнă.  Регионти шкулсем, ача сачĕсем Раҫҫей шайĕнче пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрса тăраҫҫĕ.   Тĕрлĕ конкурссенче пирĕн ентешсем малти вырăна тухаҫҫĕ, кăтарту та ҫук мар, 2018 ҫулта 21 ача, 2017 ҫулта вара 25 ăстаҫă хăйсен пысăк тавракурăмлăхĕсеме палăрнă, ыттисене кая хăварса мала тухнă.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин кулленех пĕлӳ, пысăк технологи пайĕсем малти вырăна тухса тăмаллине асăнать. Ҫитĕнӳсем патне ăнтăлас тесессĕн, ҫак ăнлавсем пысăк витĕм кӳрсе пыраҫҫĕ, тĕнчере пулса иртекен ҫĕнĕлĕхсене пурнăҫа кĕртсе пыма та ансатрах пулĕ ун чухне тесе палăртать Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче социаллă сферăра пулса иртекен ырă енсем Чăваш Республикин ертӳлĕхĕ пысăк тĕрев панипе пурнăҫланаҫҫĕ тесе хаклать. Вĕренӳ пайĕнчи ҫĕнĕлĕхсем чăн-чăн ырă тĕслĕх кăтартса параҫҫĕ тет депутат. 2013 ҫултан пуҫласа регионта хушма пĕлӳ илесси тӳлевсĕр пулса пырать. Ҫак ыйтăва хулари депутатсем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн туллин уҫăмлатнă.

Академинче хăнасем пурлăхпа техника базипе кăсăкланнă, условисене курса тухнă. Вĕрентекенсем республика ертӳлĕхне ҫакăн пек хăтлă та ҫутă пысăк учреждени хута яма пулăшнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те пултарулăхра пысăк ҫитĕнӳсем тума суннă. Центрта ӳлĕмрен тата та хăватлă технологисем вăй илсе пырассине, пурлăх бази те пуянланассине хыпарланă.

Пĕлсе тăма: регионта пурĕ 5 пин ытла тĕрлĕ кружоксем ĕҫлеҫҫĕ.  Мĕнпур ачасенчен 65 проценчĕ хушма пĕлӳ илме ăстаҫăсен шкулĕсене ҫӳреҫҫĕ.   Влаҫ органĕсенче тăрăшакансем 2018 ҫул вĕҫленнĕ тĕле кăтартăва 70 процента ҫитерме тĕллев лартнă. 2021-мĕш ҫул тĕлне вара кăтартăва 75 процента ҫитерме плана кĕртсе хăварнă. Академи тата та ытларах ачасене ҫак ĕҫе кӳлĕнме май парассине шанса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.    

Фоторепортаж     



20 августа 2018
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter