2019-мĕш ҫултан пуҫласа РФ регионĕсен йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ҫĕнĕ йĕркепе ĕҫлеме тивет

   Паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче 2019-мĕш ҫултан пуҫласа РФ регионĕсен йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ҫĕнĕ йĕркепе ĕҫлеме тивет тенĕ.  Палăртнă йышăнăва Федераци шайĕнче пăхса тухнине хыпарланă вăл.

Республика Пуҫлăхĕ регионти оператора палăртассипе, хытă каяшсене пухса тирпейлессипе республика ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче тăнине асăннă.  2018 ҫулта ҫу уйăхĕнче регионти оператор паллă пулнă, вăл «МВК «Экоцентр» ТМЯО.  Организаци усал ҫӳп-ҫапа пухса тирпейлессипе тăрăшать, унпа килĕшӳ хутне 10 ҫуллăха алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Регионта пĕр кубла метр йлари хытă каяш тарифĕ пысăках мар тейĕпĕр 442,22 тенкĕпе танлашать, е урăх майлă каласан пĕр тоннăшăн 4138,64 тенкĕ. Кун пирки Чăваш Енри конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳҫи Марина Кадилова пĕлтернĕ.  Пуласлăхра йĕрке кăштах ылмашăнасса та асăннă ведомство ертӳҫи.   Енчен те маларахри вăхăтра халăх хваттер лаптăкне пăхса пулăшусемшĕн тӳлесе пынă пулсан, ӳлĕмрен хваттерте миҫе ҫын пурăннине кура тӳлеме тивет. Апла пулсан паллă, хваттерте нумай ҫын пропискăра тăрать пулсан, вĕсен йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе тариф ылмашăнать.  Вăтамран, пĕр пӳлĕмлĕ хваттерте виҫĕ ҫын пурăнать пулсан, вĕсен малтанхи кăтартуран 2,6 процент тариф хăпарĕ.  Енчен те 5 ҫын пурăнсан 4,1 процент ӳсет. Куншăн тĕлĕнмелли ҫук, ҫын шучĕ нумай пулсан, ҫӳп-ҫап та ытларах пухăнни куҫкĕретех.  Коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн, субсиди парса пулăшма халăха валли бюджетра укҫа-тенкĕ те пăхса хăварнă. Социаллă пулăшăва тивĕҫекенсем ҫавсем, камсен ҫемье тупăшĕнчен 22 проценчĕ ЖКХ пулăшăвĕсемшĕн куҫать.

Халăха кун пирки лайăх ăнлантарса пама ыйтнă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерствине муниципалитетсемпе пĕрле патшалăх пулăшăвне миҫе ҫемье илме пултарассине малтанласа палăртма хушнă.

Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем йывăрлăх кăларса тăратакан ытти ыйтусене те тишкернĕ.

 Чăваш Республикин Ҫутҫанталăк пурлăхĕпе экологи министерствине Шупашкарти ТБО  ĕҫне тĕрĕслеме, ҫывăхри территорисенче йĕркене епле пăхăнса пынине тимлеме каланă.  



20 августа 2018
17:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter