Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ

Ҫурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем алкоголь таврашĕнчи лару-тăрăва пăхса тухнă, кăҫалхи ҫур ҫулти ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ. Пирĕн регионта пĕтĕмпе 655 предприяти эрех-сăра сутма лицензи илнĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин министерство кăҫал 6 уйăх хушшинче пĕтĕмпе 47 лицензи предпринимательсене тивĕҫтернине хыпарланă. 9 организацине лицензи пама хирĕҫленине пĕлтернĕ вăл. Ĕҫ хучĕсене тивĕҫлĕ шайра пурнăҫламаннишĕн, 6 предприятийĕн лицензине пăрахăҫланине каланă вице-премьер сăмаха малалла тăснă май.

Палăртнă тапхăрта предприятисене пурĕ 327 хут тухса тĕрĕсленĕ. Йĕрке пăснă 75 тĕслĕхе тупса палăртнă. Административлă майпа 63 ĕҫ пуҫарнине асăннă ведомство ертӳҫи Владимир Аврелькин, 6 материала суда панине хыпарланă.  Тĕрĕслевсем малашне те пулаҫҫĕ, кăҫал пĕрремĕшсем ҫурла уйăхĕнчен тытăннине палăртнă вăл. «Альфа Пенза» ТМЯО эрех-сăра хакĕ ҫав тери пĕчĕк, апла пулсан вĕсем усал шĕвеке хутăштарса сутма пултарни паллă. Тĕрĕслев хыҫҫăн, материалсене ятарлă служба ĕҫченĕсем Федерацин тĕрĕслев управленине тăратнă.   

Владимир Аврелькин сăра сутнинчен 100 процент налук хывăнать республика хыснине тенĕ. Миҫе кĕленче сутаҫҫĕ, ҫавăнтан пĕтĕмпех тупăш килет. Енчен те эрех-сăрана ытти ҫĕршывсенчен илсе килнисене туянатпăр пулсан, тупăш вăл ҫĕршывсене каять.  Кун пирки манма юрамасть тесе асăрхаттарнă вăл.

Паянхи куна регионта сутăнакан эрехсенчен 51,3 проценчĕ ҫеҫ хамăр тăрăхра калăпланса тухаканнисем. Кăтарту япăх тесен те йăнăш мар, Шупашкарта тата та пĕчĕкрех, пурĕ те 38 процент ҫеҫ, Ҫĕнĕ Шупашкарта вара 43 процент.  

Регионта икĕ завод хута кайнă, вĕсен таварĕсем паха пулнине специалистсем ҫирĕплетсех калаҫҫĕ.

Чăваш Енри Роспотребнадзор Управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская ҫитес ҫулта тĕрĕслев ĕҫĕсене ытларах йĕркелеме плана кĕртессине хыпарланă. Эрех-сăра таврашне уйрăмах тимлĕх уйăрасса шантарса каланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионта патшалăх шайĕнче тимлĕрех ĕҫлеме асăрхаттарнă, саккуна пăсакансене явап тыттарма хушнă.  Республикăра кирек-хăш муниципалитетра та хамăр республикăра калăпланса тухакан таварсен калăпăшĕ ытларах сутăнмалла, паха тавар халăх патне ҫитни хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерĕ, тепĕр тесен, республика бюджечĕ те тулса пырĕ тенĕ вăл.     



20 августа 2018
15:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter