Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Пĕтĕм тĕнчери «Ҫар–2018» форум ĕҫне хутшăннă

Глава Чувашии принял участие в мероприятиях Международного военно-технического форума «Армия-2018»Ҫурла уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуҫласа ҫурла уйăхĕн 26-мĕшĕччен Мускав облаҫĕнче Кубинка хулинчи «Патриот» центрта «Ҫар-2018» Пĕтĕм халăхсен хушшинчи ҫар форумĕ иртет. 

Паян паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă, унпа пĕрле регионти малта пыракан промышленноҫ предприятийĕсен представителĕсем пулнă, ҫарта усă курăнакан пысăк технологиллĕ хатĕрсене тирпейлесе курава тăратнă. 

Торжествăлла мероприятине уҫнă чухне  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин видео мелĕпе ҫыхăнăва тухнă.

«Йăлана кĕнĕ тăрăх, ҫак пысăк мероприяти кашни ҫул тенĕ пекех ҫарта усă курăнакан чи чаплă та хăватлă техникăсене пуҫтарать. Тĕрлĕ ҫĕршывсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме витĕм кӳрет. Паха специалистсем пĕр-пĕрин ĕҫ опычĕсемпе паллашаҫҫĕ, ҫитĕнӳсем пирки каласа кăтартаҫҫĕ», – тенĕ Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ.

Пирĕн ҫĕршывăн потенциалĕ ҫав тери хăватлă та пысăк тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Конструкторсем, инженерсем пысăк профессионалсем тенĕ ҫĕршыв Пуҫлăхĕ. «Шăпах та, вĕсен ăста аллисем ҫар валли техникăсем калăпласа кăлараҫҫĕ», – палăртнă вăл.    

Раҫҫей Президенчĕ уйрăмах ҫамрăксене чĕнсе каланă. Кам та кам пĕрремĕш хут ҫак куравра, пирĕн пуласлăх ҫирĕп пулнине, ҫар техникисем ҫĕршыва хӳтĕлеме яланах хатĕр тăнине курса ĕненĕр тенĕ Пуҫлăх.  «Шансах тăратăп, эсир ҫĕнĕ техникăсене кăна курмастăр, Тăван ҫĕршыва хӳтĕлеме хатĕр пулнине те ĕненетĕр.  Наукăра ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пуҫарусем вăй илсе пыраҫҫĕ, промышленноҫ комплексĕ куҫкĕретех хăватланса пырать. Экономикăн мĕнпур тытăмĕ пĕр тикĕс те лайăх аталанать. Ҫак ҫитĕнӳсем пĕтĕмпех тăрăшулăхпа ҫыхăннă.  Яланах пуҫаруллă пулма, пысăк кăтартусемпе палăрма тăрăшмалла. Тăван ҫĕршывшăн юрăхлă ҫын пулса, яланах ыррине ҫеҫ тума пĕлмелле. Кая юлса пыма никамăн та шухăш та пулмалла мар», – тенĕ ҫĕршыв Президенчĕ.  

Раҫҫей Федерацийĕн оборона Министрĕ Сергей Шойгу хăйĕн докладĕнче форумра пурĕ ҫарта усă курмалли пысăк технологиллĕ 26 техника хатĕрлесе тăратнине хыпарланă.  «Тинĕсре, сывлăшра, ҫĕр ҫинче тĕнчене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерекен хатĕрсем паянхи куравра.  Пурĕ 1,5 пин предприяти ҫар валли тĕрлĕ хатĕрсем тирпейлесе кăлараҫҫĕ. Вĕсем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ», – тесе сăмаха малалла тăснă РФ оборона Министрĕ.    

Форум ĕҫне ют ҫĕршывсенчен 100 ытла делегаци килсе ҫитнине палăртнă Министр. «Енчен те пирĕн тăрăха хăнасем килме кăмăл тăваҫҫĕ пулсан, эпир яланах тарават вĕсене кĕтсе илме. Хамăр ĕҫсемпе, ҫитĕнӳсемпе те паллаштарма хатĕр», – тенĕ вăл.

Яланхиллех форумра пуҫлăхсем пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сараҫҫĕ, паха опытсемпе паллашаҫҫĕ.

Ҫĕршыв оборонине хăватлантарас ĕҫе Чăваш Енри промышленноҫ предприятийĕсем те пысăк тӳпе хываҫҫĕ.  Вĕсем: «Комбинат автомобильных фургонов», АО «Научно-производственный комплекс «ЭЛАРА» им. Г.А. Ильенко», АО «Электроавтомат», АО «Чебоксарское производственное объединение им В.И. Чапаева», АО «Завод «Электроприбор», ОАО «5 Арсенал», АО «ЧЭАЗ», АО «ШЗСА», ООО «Автофургон», АО «Чувашторгтехника», ООО «НПП «СПЕКТР», ПАО «Химпром», АО «Лента», ООО «ХСН», ОАО «ВНИИР-Прогресс», ООО «Волгостальконструкция» тата ыттисем те. Чăваш Енре калăпланса тухакан пысăк техникăсене Раҫҫей оборони пысăка хурса хаклать.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ форумра тĕрлĕ куравсене пăхса ҫаврăннă, хамăрăн регионти таварсемпе кăсăкланнă.   

«Лента» АО коммерци енĕпе ĕҫлекен директор ҫумĕ Андрей Степанов промышленноҫ оборони валли калăпланă таварсем ҫинчен каласа кăтартнă хăнасене.

«ЧНППП «Элара»  АУО генеральнăй директорĕн ҫумĕ Вячеслав Архицкий Чăваш Ен Пуҫлăхне КА-52  тата МИ-28 вертолетсем валли тирпейленĕ хатĕрсемпе паллаштарнă. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ промышленноҫ предприятийĕсен ĕҫне ырланă, паха пысăк технологиллĕ хатĕрсем тирпейлесе кăларнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  «Эпир сирĕнпе чăнласах та, мăнаҫланатпăр.  Малашне те витĕм кӳме тăрăшăпăр», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

«ВНИИР-Прогресс»  АУО ҫар техникисем валли тĕрлĕ таварсем тирпейлесе кăларать, вĕсен ĕҫне те тахҫантанпах ҫĕршыв оборони мухтать. «ВНИИР-Прогресс»  АУО генеральнăй директорĕ Павел Литвиенко ҫĕнĕ хатĕрсем пирки каласа кăтартнă хăнасене. Ҫар флотне вĕсем автоматика щитне тирпейлесе параҫҫĕ. Ҫĕршывĕпе те вĕсем пĕртен-пĕр предприяти ҫак тавара тирпейлекенни. 

Республика Пуҫлăхĕ курав ĕҫĕпе паллашнă хыҫҫăн,  ҫар валли хатĕрсем ҫав тери хăватлă тесе каланă. «Чăваш Енри предприятисем ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсем тирпейлеҫҫĕ пулсан,  апла вĕсен ҫитĕнĕвĕ те куҫкĕретех. Эпир вĕсен ӳсĕмĕпе мăнаҫланма пултаратпăр», тенĕ вăл.  

«ХСН» ТМЯО экспозицийĕсем те хăйне евĕр. Таварсен пахалăхĕ куҫ умĕнче. Предприяти 2200 тĕрлĕ тавар калăпласа кăларать, тум-тирсене организацисем хапăл тусах йышăнаҫҫĕ. Предприяти ертӳҫи Павел Романов халăх вĕсен таварне хаклани самай пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каланă.

«Проект техника» департаменчĕн директорĕ Татьяна Мосендзе специалистсен пĕлӳ шайне ҫĕнĕ технологисен витĕмне тĕпе хурса анлăлатса пыма майсем пуррине палăртнă, условисем сахал мар тенĕ.

«Ҫар-2018» форумра РФ Оборона министерстви ҫумĕнчи  Ҫар университечĕ хăйне евĕр пысăк экспозици хатĕрлесе тăратнă. Палăртса хăваратпăр, вăл университетра пирĕн тăрăхран 100 студент вĕренет. Университетра ĕҫлекен Артем Сергеев Шупашкар хулинчен,  вăл ҫак университет Раҫҫей Федераци Оборона министерствин гуманитари наукин тĕп центрĕ пулса тăнине асăннă. Чăваш Енри офицерсемпе курсантсем хăйсен тивĕҫлĕ тытнине, пĕлӳ шайĕ те вĕсен пысăк тесе палăртнă.  Аслă шкулта ăс пухакансем тĕрлĕ конкуссенче яланах малти вырăна тухма тăрăшнине, хисепе пĕрре ҫеҫ мар ҫĕнсе илнине хыпарланă. Вĕсем пурте спортпа туслă тенĕ, «Товарищество офицеров «Сыны Отечества» обществăлла организацийĕн членĕсем пулнине асăнса хăварнă. Кашни ҫул тенĕ пекех вĕсем Владислав Ильин ертӳҫĕпе Шупашкара килсе курма кăмăл тунине те палăртнă. Ҫамрăксене тăван ҫĕре, Тăван ҫĕршыва юратма сахал мар вĕрентеҫҫĕ паттăрсем.

«Куравра паян пĕтĕмпех таварсем пахалăх енчен пысăк пулнине курса ĕненме май пулчĕ. Хăнасем ҫакна ҫирĕплетсе каларĕҫ», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ. Тĕслĕх вырăнне Ҫĕмĕрле заводĕнче калăпланнă фургонсем пирки аса илсе хăварнă, вĕсем ырă тĕслĕх вырăнĕнче тесе ҫирĕплетнĕ Михаил Игнатьев.     

Форум программипе килĕшӳллĕн тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерме план тунă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫакăн йышши мероприятисем ҫав тери аван тесе каланă. Ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма май панине, вак тата вăтам бизнеса пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕпе паллашма та меллĕ тенĕ. «Пирĕн предприятисем ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсем тирпейлесе тăратнă. Ҫакă ӳлĕмрен тата та чаплăрах таварсем тирпейлесе кăларма вăй-хăват кӳрет», – тенĕ вăл.  Форум валли ятарлă проектсем те хатĕрленĕ.

Наукăпа ĕҫ программинче пурĕ 140 ытла мероприяти пулать.  Тĕрлĕ темăсемпе уҫă калаҫусем иртеҫҫĕ.

Чи чапли вара – пурпĕрех ҫар техникисенчен хатĕрлесе тăратнă курав пулнă.

Кăҫал пуҫласа «Ҫар-2018» форумпа пĕрле «Неделя национальной безопасности-2018» Пĕтĕм халăхсен хушшинчи форум иртет.   Унта   РФ ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, Раҫҫей Наци гвардийĕн ĕҫченĕсем, Раҫҫей ФСБ представителĕсем, Раҫҫей Федерацийĕн вăй структурисенче ĕҫлекен ертӳҫĕсем, Раҫҫей МЧС тăрăшакансем, пĕр сăмахпа каласан сахал мар пуҫлăхсем пуласси паллă.  Кунсăр пуҫне ҫĕршывра малта пыракан предприятисемпе организацисен представителĕсем, ытларах ĕнтĕ обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерекеннисем, гражданла хӳтĕлев ĕҫĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăва, ҫутҫанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕҫе, патшалăх чиккисене  асăрхаса тăрассипе тимлекенсем пуҫтарăннă.

 Фоторепортаж



21 августа 2018
18:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter