Чăваш Енри предприятисем Мускав облаҫĕнче «Ҫар-2018» форумра хăйсене тивĕҫлипе кăтартнă

Ҫурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Чи малтан ĕҫе пухăннисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăхăн Ялав кунĕпе саламланă.   «Патшалăх ялавĕ – пирĕн тĕп символ. Эпир унпа ҫĕршывшăн мăнаҫланатпăр.  Нумай нациллĕ халăха пĕр чăмăра пĕрлештерсе тăракан символ пулса тăрать вăл», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче ларăва пуҫтарăннисене саламланă май. 

Ҫĕршывшăн мăнаҫланмалли тепĕр пысăк пай пирĕн ҫар шутланать.

Ҫĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуҫласа ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕччен, Мускав облаҫĕнче Кубинка хулинче «Ҫар-2018» форум иртет.  Ҫĕршыври чи паллă предприятисемпе организацисем таварсене ятарлă куравра хатĕрлесе тăратнă.  Паха специалистсем, пысăк профессионалсем хăйсен ĕҫĕсемпе паллаштарнă, тавракурăмлăха ӳстернĕ.   

Промышленноҫ предприятийĕсем  ҫарта усă курăнакан малта пыракан пысăк технологиллĕ хатĕрсене тирпейлесе халăха кăтартма чаплă курав йĕркелени куҫкĕретех тенĕ Михаил Игнатьев.

Форум ĕҫне тĕнчери 100 ытла ҫĕршывран ятарлă представительсем пуҫтарăннă, пĕтĕмпе вĕсем 26000 экспонат тирпейлесе тăратнă.  

Чăваш Республикинчен те паллă предприятисем курава хутшăннă. Ҫĕршыв оборонине хăватлантарас ĕҫе Чăваш Енри промышленноҫ предприятийĕсем те пысăк тӳпе хываҫҫĕ.  Вĕсем: «Комбинат автомобильных фургонов», АО «Научно-производственный комплекс «ЭЛАРА» им. Г.А. Ильенко», АО «Электроавтомат», АО «Чебоксарское производственное объединение им В.И. Чапаева», АО «Завод «Электроприбор», ОАО «5 Арсенал», АО «ЧЭАЗ», АО «ШЗСА», ООО «Автофургон», АО «Чувашторгтехника», ООО «НПП «СПЕКТР», ПАО «Химпром», АО «Лента», ООО «ХСН», ОАО «ВНИИР-Прогресс», ООО «Волгостальконструкция» тата ыттисем те. Чăваш Енре калăпланса тухакан пысăк техникăсене Раҫҫей оборони пысăка хурса хаклать. Наци хăрушсăрлăхĕн эрнин форумĕ те ҫӳлерех асăннă мероприятипе тӳр килнĕ. РФ ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, вăй структурисенче тимлекенсем пĕр-пĕрин паха ĕҫĕсемпе паллашнă.  Форума Раҫҫей Наци гвардийĕн ĕҫченĕсем, Раҫҫей ФСБ представителĕсем, Раҫҫей Федерацийĕн вăй структурисенче ĕҫлекен ертӳҫĕсем, Раҫҫей МЧС тăрăшакансем, пĕр сăмахпа каласан сахал мар пуҫлăхсем пухăннă.  Кунсăр пуҫне ҫĕршывра малта пыракан предприятисемпе организацисен представителĕсем, ытларах ĕнтĕ обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерекеннисем, гражданла хӳтĕлев ĕҫĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăва, ҫутҫанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕҫе, патшалăх чиккисене  асăрхаса тăрассипе тимлекенсем  чылайăн пуҫтарăннă.

«Пирĕн предприятисем пысăк тĕллевсене пурнăҫа кĕртме яланах хатĕр. Республика Правительстви инвестици илĕртӳлĕхĕ кирлĕ пек шайра пултăр тесе тăрăшать, промышленноҫ предприятийĕсем валли хăтлă условисем йĕркелет. Тĕрлĕ ресурссемпе ĕҫлеме май тăвать.  Пысăк промышленноҫ предприятийĕсем кулленех модернизациленеҫҫĕ, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсем калăпласа кăлараҫҫĕ.  Граждансем пысăка хурса хаклаҫҫĕ вĕсен ĕҫĕсене, ҫар оборони те мухтать», –  тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев

Ҫитĕнекен яш-кĕрĕмшĕн ҫак курав ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă регион Ертӳҫи, вĕсен кăмăл-туйăмне, патриотизм хăватне тата та ӳсме витĕм парать тенĕ вăл сăмаха тăсса. Ҫĕртме уйăхĕн 24–26-мĕш кунĕсенче форума кайса курас текенсем чылайăн. Сăмаха май, ачасене, ҫамрăксене  унта илсе кайсан, ҫар техникисене кăтартсан питĕ вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ Пуҫлăх.  «Форумра пирĕн ентешсем ĕҫлеҫҫĕ, вĕсем пулăшма пултарĕҫ», – тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



22 августа 2018
12:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter