Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Муниципалитетсенче тăрăшакан педагогсем тата вĕрентӳ учрежденийĕсем - Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн грантне тивĕҫнисем укҫан пулăшăва илĕҫ.

Ҫурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Ăна яланхиллех Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – Чăваш Республикин  республика бюджетĕнчен гранта тивĕҫнĕ муниципалитетсенчи педагогсене тата шкулсемпе ача сачĕсене укҫан уйăрса памалли виҫене пăхса тухасси.

Йышăнăвăн проектне Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов тăратнă.

Аса илтеретпĕр, кашни ҫул ăстаҫăсене тупса палăртассипе республика шайĕнче конкурс йĕркелеҫҫĕ.  Раҫҫей, регион шайĕнче хисепе тивĕҫнисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн грантне парса хавхалатараҫҫĕ.    

2018-мĕш ҫулта республикăра 60 вĕрентӳ учрежденийĕн ĕҫне конкурса тăратнă, вĕсем 14 районпа хуларан пулнă.

Пĕтĕмпе 20 вĕрентӳ учрежденине 200 пин пама йышăнса хăварнă. Укҫана районпа хула хыснисене куҫарса параҫҫĕ, каярах хисепе тивĕҫнисем патне илсе ҫитереҫҫĕ.  

Кунсăр пуҫне регионта 18 педагога наци чĕлхисемпе тата литературисемпе ҫĕнтерӳҫĕсем хатĕрленĕшĕн 100 пин пама пăхса хăварнă.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев социаллă пулăшусемпе тивĕҫтерекен патшалăх учрежденийĕсенче ĕҫлекенсен шалу укҫин виҫи хăпарассине ырă хыпара пĕлтернĕ, ĕҫ хутне тăратнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăха кирлĕ пек ĕҫпе тивĕҫтересси, шалу укҫине вăхăтра тӳлесси ыйтусем ҫав тери актуаллă пулнине палăртнă. Республика ҫулсерен ҫынсен пĕлӳ шайне ӳстерме, хушма професси илме 1 млрд укҫа бюджетра пăхса хăварнине асăннă. «Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем яланах малти вырăна тухса тăраҫҫĕ. Патшалăх вĕсене татса парассишĕн ырми-канми тăрăшать. Республика хыснинче сахал мар укҫа уйăрнă асăннă ыйтусене татса пама. Халăхăн прависене хӳтĕлесси те тĕп тĕллевсенчен пĕри. Енчен те паянхи пурнăҫ таппинче граждансем ĕҫсĕр тăрса юлаҫҫĕ пулсан, уйрăмах вĕсене пысăк тимлĕх уйăрмалла, май килнĕ тавран патшалăх тĕревне памалла», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.       



22 августа 2018
14:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter