Чăваш Республикинче патшалăхăн хăш-пĕр программисемпе укҫан калăпăшĕ ӳсет

Ҫурла уйăхĕн  22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Ҫурт-йĕр строительстви тата пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тытăмĕнче патшалăх программипе килĕшӳллĕн, хушма укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă, унăн виҫи  122,6 млн танлашать.   Вăл шутран Сĕнтĕрвăрри районне 14 млн куҫасси паллă, энергоресурссемпе усă курнăшăн парăмсене парса татма муниципалитетсем валли 50 млн пăхса хăварнă. Шупашкарти Канаш ҫурчĕн юсав ĕҫĕсене йĕркелесе пыма 18,9 млн плана кĕртнĕ.   

Ял хуҫалăх пайĕнчи патшалăх программи валли те тĕрев пăхса хăварнă, унăн виҫи 189 млн ҫитнĕ. Кăтарту сахал мар, апла пулсан ҫĕр ĕҫченĕсем валли те пысăк тĕрев пулать.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов ытларах укҫа ялти халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне хăпартма куҫассине палăртнă. Чăваш Енри ялсен территорийĕсене аталантарассипе йышăннă патшалăх программине пурнăҫа кĕртме 174 млн пăхса хăварнă бюджетра, вĕсенчен 137 млн ялсенче инфратытăма ҫĕнетме тăкакланă тенĕ вице-премьер.

Аса илтеретпĕр, халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене ҫулсерен конкурс витĕр кăлараҫҫĕ, кăҫал 231 ĕҫ мала тухнă.  Вĕсене валли 134,5 пин тенкĕ куҫасси те планра пур.  

Кунсăр пуҫне ветеринари енĕпе ыйтусене татса пама патшалăх программин хушма пайне 8,7 млн уйăрса хăварнă. Агропромышленноҫ тытăмне вăй илтерме 2,7 млн уйăрнă, пĕтĕмĕшле условисене хăтлăлатма 3,4 млн тăкакланасси те куҫкĕретех.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуҫалăх кооперативĕсене йĕркелеме чĕнсе каланă. Халăх пахча ҫимĕҫ лартса ҫитĕнтерессипе хастар ĕҫлет, вĕсен тухăҫ та пысăк. Граждансене экологи енчен паха таварсемпе вĕсем тивĕҫтерме тăрăшаҫҫĕ. Апла пулсан,  ҫимĕҫсене пасарсенче сутма лайăх условисем йĕркелесе памалла. Тӳрремĕнех туянакансем патне таварсем ҫитсен аван, ун чухне хаксем те кирлĕ пек шайра пулаҫҫĕ тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.

Тепĕр пысăк пулăшу, ял хуҫалăх техникине субсиди мелĕпе туянма ятарлă йĕркесен условийĕ ылмашăннă.  Маларахри тапхăрсенче ҫĕр ĕҫченĕсен техникăна Чăваш Республикинче кăна туянма ирĕк пулнă пулсан, халĕ вара Раҫҫей Федерацийĕн мĕнпур терриорийĕнче илме ирĕк. Ҫĕнĕлĕхсем валли республика бюджетĕнче 49,7 млн пăхса хăварнă. 



22 августа 2018
15:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter