Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев Чăваш Енре право йĕркине пăсасран ĕҫлекен профилактика Комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Состоялось заседание Комиссии по профилактике правонарушений в Чувашской РеспубликеҪурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев Чăваш Енре право йĕркине пăсасран ĕҫлекен профилактика Комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче ăна видеоканашлу мелĕпе йĕркеленĕ, унта регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем,  районсемпе хула администрацийĕсен ертӳҫисем пуҫтарăннă.

Профилактика ĕҫĕсене йĕркелессипе ҫыхăннă программăпа килĕшӳллĕн, 2018 ҫулта финанс тĕлĕшĕнчен тăкакламалли ыйтусене сӳтсе явнă. Чăваш Республикин финанс министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Фарида Муратова хăйĕн докладĕнче регионта право йĕркине пăсасран йĕркеленекен профилактика ĕҫĕсене пурнăҫлама 2018 ҫулта республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнче 692 млн пăхса хăварнине хыпарланă, кăҫалхи ҫул 7 уйăх хушшинче палăртнă мĕнпур укҫаран 42,5 проценчĕпе усă курнине пĕлтернĕ.

2018 ҫулта республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи участковăй уполномоченнăй полицисен пӳлĕмĕсене ҫĕнетсе юсама, кирлĕ пек хатĕрсем туянма Чăваш Республикин хыснинче 9 млн уйăрса хăварнине хыпарланă финанс министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан. Ку хутĕнче 2019 ҫул валли те укҫа-тенкĕпе ҫыхăннă ыйтусене хускатнă, вĕсене тĕллевлĕн усă курмалли пирки калаҫнă.  

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министерствине обществăра хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе тимлекен пай пуҫлăхĕ Александр Макаров регионти лару-тăрупа паллаштарнă, профилактика енĕпе йĕркеленĕ комплекслă ĕҫсем пирки чарăнса тăнă. Кăҫал 7 уйăх хушшинче йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ самай чакнине, кăтарту 4,7 процент пĕчĕк тесе пĕлтернĕ вăл.  Республикăра видеосăнавсене тĕпрен ҫĕнетнине, хăшĕсене юсанине асăнса хăварнă ертӳҫĕ. 2017 ҫулта пурĕ 198 видеокамера туяннă пулсан, кăҫал 7 уйăх хушшинче 80 илнине каланă.

Юрий Васильев ҫапларах палăртнă, плана кĕртнĕ мĕнпур ĕҫсене пĕтĕмпех вăхăтра тата кирлĕ пек шайра йĕркелесе пымалла тенĕ.  Укҫа-тенкĕпе те тĕллевлĕ вăхăтра усă курмалла тесе асăрхаттарнă видеоканашлăва пухăннисене.  Регионта криминаллă лару-тăру мĕншĕн ытларах пулса пынин сăлтавĕсене уҫăмлатассипе республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисене Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствипе тачă ҫыхса ĕҫлесе пыма, мĕнпур ыйтусене уҫăмлатма чĕнсе каланă.  Тĕплĕн тишкерӳ ĕҫне тунă хыҫҫăн, 2019 ҫул валли палăртакан укҫа-тенкĕн виҫине те ӳстересси пирки планпа килĕшӳллĕн пăхса хăвармаллине асăннă.

Видеоканашлăва пухăннисем район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисен доклачĕсене итленĕ, ҫитменлĕхсене палăртнă, муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи полици ĕҫченĕсен кăтартăвĕсене тишкернĕ.

Юрий Васильев профилактика ĕҫне ытларах йывăр ҫемьесемпе ирттерме, усал ĕҫ патне туртăнаканнисемпе уҫă калаҫусем тума, право йĕркине пăсма хăякансемпе тĕллевлĕн мероприятисем ирттерме хушнă. «Кашни ҫынпа кулленех тĕл пулса усăллă канашсем памалла, ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть», – тенĕ вăл. 

Фоторепортаж



23 августа 2018
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter