Кăҫал республикăри вĕрентӳ учрежденийĕсем валли пурĕ тĕпрен юсав ĕҫне йĕркелеме 2,2 млрд тенкĕ бюджетра пăхса хăварнă

Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕнче республикăра партăсем хушшине 137,7 пин ача ларать, вĕсенчен 15 пинĕ ытла пĕрремĕш хут килекеннисем.  

Ҫурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен етӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов хăйĕн докладĕнче регионти 849 вĕрентӳ учрежденийĕсенчен 843-шне комисси членĕсем ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕн тапхăрне хатĕр тесе йышăннине пĕлтернĕ. Юлнисене Чăваш Республикин Культура министерстви, Спорт министерстви, Сывлăх сыхлавĕн министерстви ятарлă комиссисем йышăнса тĕрĕслев тунине асăнса хăварнă министр сăмаха малалла тăснă май. Паянхи куна пурĕ регионта 930 вĕрентӳ организацийĕ шутланать.  

Каярах юлса ĕҫленĕ муниципалитета палăртнă, вăл Шупашкар районĕ. Виҫĕ шкулта ҫак районта спорт залĕсене тирпейлесе юсаҫҫĕ.  Александр Иванов кăлтăксене уҫăмлатнă. Объектсене тĕпрен юсама район администрацийĕ ĕҫ хучĕсене вăхăтра тирпейлесе ҫитерменни сисĕнет тенĕ вăл. Халĕ вара подрядчиксем графикран юлса пыни куҫкĕретех тесе каланă.  

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Ҫĕмĕрле хулинчи 1-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул та хатĕр мар. «Кунта пысăк ĕҫсем плана кĕртсе хăварнă пулнă. Ҫуллахи тапхăрта пурсăмăр та пĕлсех тăнă, шкула хатĕрлесе ҫитерейменни пирки. Халĕ вара ачасене кӳршĕллĕ ялсенчи шкулсене ҫирĕплетнĕ. Кун пирки ашшĕ-амăшĕсемпе калаҫса килĕшнĕ», тесе хыпарланă Чăваш  Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов. Тĕпрен юсав ĕҫне объектра 2018 ҫулта юпа уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне пĕтерме тĕллев лартнă.

Чи паллă пулăмсем – кăҫал республикăра ҫĕнĕ шкулсем хута кайни. Вĕсенчен пĕри Ҫĕрпӳ тăрăхĕнче пулать, тепри вара Шупашкарти Кадетсен шкулĕ.  

Кăҫал республикăри вĕрентӳ учрежденийĕсем валли пурĕ тĕпрен юсав ĕҫне йĕркелеме 2,2 млрд тенкĕ бюджетра пăхса хăварнă. Кунсăр пуҫне ача сачĕсене те хăпартса лартма плана кĕртнĕ.

Регионта Шупашкар хулинче ача сачĕсем 10 хута кайĕҫ. Хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков 8-шĕпе хĕрӳ ĕҫ пынине, экспертиза кăларассипе специалистсем тăрăшнине хыпарланă.  

Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Соляное» микрорайонти ача сачĕн строительство ĕҫĕпе кăсăкланнă. Объект федераци программипе тӳр килет. Укҫа-тенкĕ учрежденине хăпартса лартма  федераци хыснинчен сахал мар тăкакланать.

«Контракта алă пусса ҫирĕплетнĕ. Финанс тĕлĕшĕнчен ыйтусене пĕтĕмпех татса панă. Йывăрлăх кăларса тăратакан самантсем кĕтмен ҫĕртен сиксе тухнă. Бухгалтери енĕпе чăрмавсем пур-ха», тенĕ регион Ертӳҫи.   Влаҫ органĕсенче тăрăшакансене мĕнпур ыйтусене уҫăмлатма чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Республика Пуҫлăхĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен шутлă кунсем ҫеҫ тăрса юлнине асăннă. «Ачасен, студентсен ҫĕнĕ улшăнусене курмалла, вĕсене валли пирĕн хăтлă условисем хатĕрлесе ҫитермелле. Вĕрентӳ пайне патшалăх пысăк тимлĕх уйăрнине пурин те туймалла», тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, вăл ашшĕ-амăшĕсене шкулсене тирпейлес ĕҫе хастар хутшăннăшăн мухтаса ырланă.   

Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем Шупашкар хула уявĕ епле иртнине кĕскен сӳтсе явнă. Ҫурла уйăхĕн 18-19-мĕш кунĕсенче сахал мар культура, спорт мероприятийĕсем иртнине асăннă пуҫлăхсем, вĕсен шучĕ ҫĕртен те иртсе кайнă тенĕ. Тĕплĕнрех ыйтупа Шупашкар хулин администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков калаҫнă.  

Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерстви пĕтĕмпе регионта ҫак уява 60 пин ытла ҫын хутшăннине хыпарланă. Чи пахи – йĕрке пăснă тĕслĕхсем пулман тенĕ палăртнă ведомство.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хула администрацине тата йĕркелӳҫĕсене пурне е уява пысăк шайра ирттернĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. 



23 августа 2018
09:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter