Чăваш Республикинче террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен тухса ҫӳрекен комиссийĕн ларăвне регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă

Михаил Игнатьев провел выездное заседание антитеррористической комиссии в Чувашской Республике Ҫурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикинче террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен тухса ҫӳрекен комиссийĕн ларăвне регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

Кун йышши тухса ҫӳрекен комисси ларăвĕ вырăнти лару-тăрăва тĕплĕнрех тишкерме май панине каланă канашлу ĕҫне пуҫланă чухне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Черетлĕ лару ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫланас умĕн иртет регионта. Кунсăр пуҫне хутса ăшăтмалли тапхăр та пуҫланасси нумаях юлмарĕ. Ҫавăнпа та террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвĕ вырăна тухса курни питĕ пĕлтерĕшлĕ паян тесе уҫăмлăн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Кăҫал Пĕлӳ кунĕнче республикăра пĕтĕмпе 930 вĕрентӳ учрежденийĕ хăйсен алăкĕсене уҫать. Пурĕ 137 пин ытла вĕренекен тавракурăмлăха ӳстерме шкула килĕ.  Вĕрентӳ тытăмне вăй илтерме республика хыснинчен 18 млрд 600 млн тенкĕ тăкакланассине асăнса хăварнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Террора хирĕҫ кĕрешессипе палăртнă профилактика ĕҫĕсене пурнăҫлама шкулсене валли пурĕ республикăн пĕрлештернĕ хыснинчен 55,4 млн уйăрнă.  Маларахри  ҫулсенчен пĕр-икĕ хут та нумайрах ҫак виҫе тесе сăмаха малалла тăснă Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствипе регионти вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче тăрăшакансем халăха, ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе комплекслă ĕҫсем пурнăҫланă,  инкексенчен асăрханма условисем хăтлă туса панă. Республикăри мĕнпур шкулсенче хăрушлăх пирки сигнал памалли ятарлă кнопкăсем вырнаҫтарнă, видеосăнавсем те ҫителĕклĕ пур.  Пĕлӳ учрежденийĕсене тавралла картасем тытса ҫаврăннă, пĕр сăмахпа каласан хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерни куҫкĕретех.  

Михаил Игнатьев пĕлтĕр шкулсем телефон урлă инкек пулнă тесе суя хыпарсемпе тĕл пулнине аса илнĕ. Хăш-пĕр вĕренӳ учрежденийĕсенче уроксене чарса лартнă, ҫынсене урăх ҫĕре вырнаҫтарнă.  Оперативлă служба ĕҫченĕсем тӳрех хыпарсене илсен кирлĕ пек мерăсем йышăннă. Ку паллах, кирлĕ, анчах та мĕн чухлĕ кирлĕ мар япала сиксе тухнă, ҫав пĕр суя ултавлă хыпар пирки. «Пирĕн малашне те яланах усал ĕҫсенчен сыхă тăмалла. Енчен те кăлтăксем пулсан, вĕсене сирсе ярассишĕн пурин те яваплăха туйса, професси пĕлĕвĕ шайĕнче татса парассишĕн тăрăшмалла, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси патшалăхăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать», – тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.     

Шкулсене яланхи пекех ҫынсене тĕрĕслев витĕр кăларса кĕртмелле.  Территорисене транспорт таврашне яма юрамасть. Тĕлли-паллисĕр ҫӳрекен ҫынсенчен асăрханмалла, вĕсем пирки хыпарсене кирлĕ пек службăсене пĕлтермелле. Пĕр сăмахпа калас пулсан, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланмалла тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ҫынсемпе профилактика ĕҫне йĕркелесси те кун йĕркинчех. Тепре чухне, халăх тимлĕхе ҫухатни сисĕнет, вĕсен айăпĕпе те инкексем пулма пултараҫҫĕ. Ҫавăнпа та ҫулсем ҫинче, кирек-епле лару-тăрура та хăрушсăрлăх йĕркисене ҫирĕп пăхăнса пымаллине асăрхаттарсах тăмаллине чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   Палламан ҫынсемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла, вĕсене ҫывăха яма кирлĕ мар, хытă тĕпчемелле.  

Тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – пысăк промышленноҫ предприятийĕсенче асăрханасси, йĕркесене ҫирĕп пăхăнасси.  

«Организаци ертӳҫисен террора хирĕҫ кĕрешессипе ятарлă мерăсене комплекслă яланах йĕркелесе пымалла. Специалистсен пĕлӳ шайне те ӳстерсех тăмалла», – тесе уйрăммăн палăртса каланă регион Ертӳҫи.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов шкулсенче, тĕрлĕ вĕрентӳ учрежденийĕсенче террора хирĕҫ кĕрешессипе пурнăҫланă ĕҫсемпе паллаштарнă, уйрăм кăтартусем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă, 2018–2019-мĕш ҫулсем валли пăхса хăварнă плансем пирки каласа кăтартнă. Паянхи кун тĕлне регионта мĕнпур шкулсенчен 99,5 проценчĕ ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне хатĕр тесе хыпарланă министр хăйĕн сăмахĕнче.  Комисси членĕсем шкулсене йышăннă чухне уйрăмах хăрушсăрлăх теми ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă министр сăмаха малалла тăснă май.  Пурлăхпа техника базине ҫирĕп тĕрĕсленине, шыв, газ, электричество ыйтăвĕсене те анлăн пăхса тухнине асăнса хăварнă  вăл.    

Республикăра Шупашкар районĕнче 4 шкула ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне  халлĕхе хатĕр мар тесе йышăннă. Пĕлӳ кунĕччен мĕнпур ĕҫсене вĕҫне-хĕрне ҫитерме тĕллев лартнă тенĕ ведомство ертӳҫи. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кирек-епле ыйтăва та туххăмрах татса пама, кăлтăксем пачах та тума юраманнине асăрхаттарнă, шкулсенче юсав ĕҫĕсене пахалăх тĕлĕшĕнчен те тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе пымаллине асăннă. Енчен те йĕрке пулмасан, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕҫлекен пуҫлăхсем явап тытĕҫ тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла вакланă май.

«Пур пек мĕнпур ĕҫсене вăхăтра пурнăҫламалла. Графикран пĕрин те юлса пыма ирĕк ҫук.  Бюджет укҫипе тĕллевлĕн усă курмалла. Ачасен ырлăхĕшĕн кашнин таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлемелле», – тепĕр хут каласа хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Топливăпа энергетика комплексĕнчи лару-тăрупа Раҫҫей Федерацийĕн Наци гвардийĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Андрей Каринкин тĕплĕн каласа кăтартнă. ТЭК объекчĕсенче террора хирĕҫ кĕрешессипе палăртнă ыйтусене кулленех ҫирĕп асăрхавра тытнине палăртнă вăл, комиссийĕн тĕп приоритечĕсем тесе тепĕр хут асăнса хăварнă.   Ларура Канаш хулинчи «НОВИТЭК» ТМЯО ĕҫĕ пирки тата «Стратегия Восток-Запад» ТМЯО лару-тăрăвĕ ҫинчен комисси членĕсем доклад итленĕ. Раҫҫей Наци гвардийĕн регионти уйрăмĕн членĕсем хăш-пĕр ҫитменлĕхсене тупса палăртнине хыпарланă. Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене уҫăмлатассипе тивĕҫлĕ мерăсем йышăнасси ҫинчен тарăн сӳтсе явнă.   Объектсене кулленех хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулмалла.  Ку хутĕнче Шупашкар хула ертӳлĕхне тин ҫеҫ хута кайнă «Теплосеть» МУП ыйтăвĕсене те тишкермеллине, «Коммунальные технологии» ТМЯО куҫакан объектсемпе уйрăмах тимлĕрех пулма  тенĕ. «Пирĕн хутса ăшăтмалли тапхăра вăхăтра пуҫламалла. Графика пăсма юрамасть» сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăннă.   

Фоторепортаж



23 августа 2018
15:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter