Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Кадетсен корпусĕпе Кадетсен паркĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă

Михаил Игнатьев проинспектировал ход работ в Кадетском корпусе и Кадетском паркеҪурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Кадетсен корпусĕпе Кадетсен паркĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă. Ир-ирех влаҫ органĕсенче тăрăшакан ертӳҫĕсемпе планерка ирттернĕ.  Объекта хута ярассипе яваплă подрядчиксен ертӳҫисемпе строительство ĕҫне тишкернĕ,  тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухнă.

Пĕтĕмĕшле калас пулсан, шкулта та паркра та хĕрӳ ĕҫ вĕрет. Строительство ĕҫне вĕҫленĕ. Хальхи вăхăтра ăптăр-каптăрсене тасатас, алăксене лартас, вĕрентӳ хатĕрĕсене пуҫтарса тирпейлессипе специалистсем тăрăшаҫҫĕ.

Асăнса хăвармалла, кăҫал Волонтерсен ҫулталăкĕ тесе палăртса хăварнă регионта. Апла пулсан, хăйсен кăмăлĕпе яшсемпе хĕрсем ҫак ҫĕнĕ объекта тирпейлесе тасатас тесе  пуҫарупа тухнă, вĕсен шухăшне ырласа ыттисем те хапăл тусах йышăннă. Калăпăр, ĕнер  объекта ҫурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче 60 ытла журналист, вăл шутран блогерсем те пуҫтарăннă. Ку хутĕнче вĕсем  материалсем кăна ҫырассишĕн килмен, май килнĕ таран ĕҫлесе пама шут тытнă. Пĕрле туслăн ĕҫлени темĕнрен те хаклăрах ҫке-ха. Ăна вĕсем питĕ лайăх чухлаҫҫĕ.

Михаил Игнатьев волонтерсене ĕҫлесе пулăшнăшăн мухтанă, тав сăмахĕсем каланă: «Эпир пĕрле пулсан, кирек-епле йывăрлăха та парăнтарма пултаратпăр», - ҫакă вара чи хакли тенĕ вăл.

Паян канашлура регион Пуҫлăхĕ строительсене тата Чăваш Республикин Вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерствинче ĕҫлекенсене кăштах ятласа илнĕ. Волонтерсене валли ĕҫ йĕркеллĕ хатĕрлесе тăратманнишĕн асăрхаттарнă.  Кашни ҫынпа инструктаж ирттермелле, вĕсене валли палăртса хунă лаптăксем пулмалла, ун чухне вĕсем тĕллевлĕн ĕҫлеҫҫĕ тенĕ вăл.   Ҫурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче объектра пĕтĕмпех йĕрке пулмалла, тĕп ĕҫсене вĕҫлемелле тесе тепĕр хут асăнса хăварнă Пуҫлăх.     

Фоторепортаж



23 августа 2018
11:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter