«Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Парти Председателĕн Регионти йышăну пӳлĕмĕ йĕркеленнĕренпе кăҫал 10 ҫул ҫитнĕ

Региональная общественная приемная Председателя Партии «Единая Россия» в Чувашии отмечает 10-летиеҪурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Парти Председателĕн Д.А. Медведевăн Регионти йышăну пӳлĕмĕ йĕркеленнĕренпе 10 ҫул  ҫитнине палăртса торжествăлла мероприяти йĕркеленĕ.

Паллă пулăма республикăри парти членĕсем сахал мар пуҫтарăннă. Вĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, граждансен харпăр хăй ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Департаментăн ертӳҫи Галина Филюкова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов, Леонид Черкесов  пулнă.

10 ҫул хушшинче регионти йышăну пӳлĕмне пурĕ харпăр хăй ыйтăвĕсемпе 14 пин ытла ҫын пынă.  Вĕсенчен 30 процентне туллин тивĕҫтернĕ ыттисене вара тĕрĕслеве илнĕ, тĕрлĕ сĕнӳсемпе пулăшнă.  Кун пирки мероприятинче «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти йышăну пӳлĕмĕн ертӳҫи Николай Николаев каласа кăтартнă.

Графикпа килĕшӳллĕн, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисем кулленех халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннине те хыпарланă вăл. Чылай тĕлпулусем ҫынсемпе йĕркелесе ирттернине, онлайн-йышнусем те сахал мар пулнине пĕлтернĕ. Ҫынсене ытларах ҫурт-йĕр, халăха социаллă пулăшупа тивĕҫтенри, ҫуртсем таврашĕнчи тирпейлĕх, строительство, транспорт, сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ пайĕнчи ыйтусем кăсăклантарнине палăртнă Николай Николаев. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса пама витĕм кӳнисене ырласа тав сăмахĕсем каланă ертӳҫĕ. Парти проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе те чылай тăрăшнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пухăннă ентешсене саламланă, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Парти Председателĕн регионти йышăну пӳлĕмĕ халăхшăн чылай усăллă ĕҫ тунине, парти пурнăҫĕшĕн те ҫав тери пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă.

Ҫулсерен унта тĕрлĕ ыйтусемпе пыракансен йышĕ ӳссех пынине, апла пулсан халăх влаҫри ҫынсене шанать, парти членĕсене ăнланать тенĕ вăл. Кун пек йышăну пӳлĕмĕсем республикăри районсемпе хуласенче те активлă ĕҫленине, халăхпа влаҫ хушшинче ҫирĕп ҫыхăну пулнине палăртнă Михаил Игнатьев. «Халăх ыйтнине яланах тимлĕн пăхса тухатпăр. Вĕсен сĕнĕвĕсене те шута илсе кирлĕ пек мĕнпур мерăсене йышăнса хăварма тăрăшатпăр. Патшалăх программисемпе ĕҫленĕ чухне, хăш-пĕр ҫĕнĕлĕхсене кĕртсе, условисене ҫăмăллатма май тупатпăр. Финанс тĕлĕшĕнчен те сахал мар укҫа-тенкĕ тăкаклатпăр», тенĕ Ертӳҫĕ хăйĕн ум сăмахĕнче.

Паянхи пурнăҫ таппинче ҫĕнĕ технологисене пăхăнса ĕҫлени те ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă Михаил Игнатьев. Электронлă майпа йышăну йĕркелени те усăллă, халăхăн тухса ҫӳремелли укҫана перекетлеме май парать. Тепĕр тесен, ҫамрăксем ытларах  ыйтусене электронлă майпа пуҫлăхсем патне илсе ҫитерме тăрăшни сисĕнкелет.

Раҫҫей Президенчĕ паянхи кун тĕлне ҫĕршыва аталантарса пымалли 12 ҫул-йĕре палăртнă. Унăн тĕллевĕсем пуриншĕн те паллă. Вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн РФ регионсем ҫине тăрсах ĕҫлеҫҫĕ. Чăваш Ен те ҫитĕнӳсемпе палăрассишĕн ырми-канми вăй хурать. Пирĕн паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Пирĕн тăрăха килсе тĕрлĕ субъектсем вĕренеҫҫĕ,  хăйсем патĕнче ĕҫсене йĕркелесе пырассишĕн тимлеҫҫĕ.    Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли Чăваш Енри объект ҫĕршывра анлă сарăлчĕ. «Водоканал» АУО сооруженийĕсене модернизацилени те ырă пуҫару.

Халăхсен пуҫаруллă проекчĕсем пурнăҫа хăватлăн кĕрсе пыраҫҫĕ. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе ҫынсем хăйсен сĕнĕвĕсем пирки хыпарлаҫҫĕ, влаҫри ҫынсемпе пĕрле тăрăшса татса парассишĕн ĕҫлеҫҫĕ. Пирĕн паха ĕҫ опытне ыттисем те ырлаҫҫĕ. 2024-мĕш ҫул тĕлне ҫуртсем таврашĕнчи объектсене тĕпрен ҫĕнетсе ҫитерме плана кĕртнине хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕслĕх вырăнне Шупашкарти Кадетсен корпусĕ ҫывăхĕнчи парк пирки каласа хăварнă. Унта паян тĕлĕнмелле чаплă, халăх кăмăллă, таврара тирпейлĕх хуҫаланать, инфратытăм тĕпрен ҫĕнелнĕ тенĕ вăл.

Сăмаха вĕҫленĕ май, Михаил Игнатьев мĕнпур ыйтусене яланах ҫирĕп тĕрĕслеве илнине, кулленех май килнĕ таран татса пама тăрăшнине каланă.  РФ Президенчĕ ҫу уйăхĕнче кăларнă ҫĕнĕ Указа пурнăҫа кĕртес тĕллевпе регионти мĕнпур шайри влаҫ органĕсенче тăрăшакансем яваплăха туйса, таса чунпа халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми вăй хунине мухтанă регион Пуҫлăхĕ.

«Халăх пирĕн ҫине шанать. Эпир ыйтусене татса парассине те ĕненет. Шанăҫа тӳрре кăларассишĕн пирĕн ĕҫлемелле, кахалланса ларма никамăн та ирĕк ҫук», сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Палăртнă кун Чăваш Ен Пуҫлăхĕ «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Партийĕн регионти уйрăмĕн ертӳҫине Дмитрий Щепелева, РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийне Роза Кандратьевăна, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Сергей Михеева халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене  татса пама активлă хутшăннăшăн Тав ҫырăвне парса чысланă.   

Палăртса хăвармалла, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Парти Председателĕн Д.А.Медведевăн Регионти йышăну пӳлĕмĕ Раҫҫейри чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан пиллĕк субъект хушшинче тăнине пĕлтернĕ хăйĕн сăмахĕнче граждансен харпăр хăй ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Департаментăн ертӳҫи Галина Филюкова. Пурĕ ҫĕршывра вĕсем 85-ĕн, унсăр пуҫне вырăнти уйрăмсем 2613-ĕн тесе хыпарланă. «Ҫав тери пысăк тытăм.  Ытти политика партисен кун пек ҫыхăну ҫук. Эпир тĕслĕх вырăнĕнче тесен те йăнăш мар», тенĕ вăл.  

Пирĕн регионти ĕҫе сумлă хăна тухăҫлă ĕҫлеме пĕлнине палăртнă. Сахал мар ăнлантару ĕҫĕсене йĕркеленине, халăх кăмăллă пулнине ырласа каланă ертӳҫĕ сăмаха малалла вакланă май. Пухăннисене Галина Филюкова  Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕн ҫумĕн Галина Кареловăн Тав ҫырăвне вуласа панă, пурне те ăнăҫусем малашнехи ĕҫре суннă. 

Фоторепортаж



25 августа 2018
11:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter