Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел очередной приём граждан по личным вопросамҪурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Парти Председателĕн Дмитрий Медведевăн регионти Обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Унпа пĕле граждансен ыйтăвĕсене итлеме «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Парти Председателĕн Дмитрий Медведевăн регионти Обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳҫи, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн советникĕ Николай Николаев, Партийĕн Генеральнăй канашĕн Президиумĕн Комиссийĕн членĕ, граждансен харпăр хăй ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Департаментăн ертӳҫи Галина Филюкова пулă.

Вăрнар районĕнчен килнĕ Эдуард Михайлов автомашина ҫулĕсем пирки ыйту хускатнă.

Михаил Игнатьев ыйту актуаллă пулнине, 2019 ҫулта ҫулсем сарăлассине пĕлтернĕ. «Пĕр ҫухрăм ытла тăсăлакан ҫула 11 млн ытла укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă. Тăкак республика бюджетĕнчен саплаштарăнĕ», – тенĕ вăл.   

Сăмаха май, республика Пуҫлăхĕ ҫулсерен регионти ҫулсене тирпейлесе сарас ĕҫе ытларах та ытларах укҫа-тенкĕ бюджера пăхса хăварнине палăртнă.  Ялсенче пĕтĕмпех ҫулсем тирпейленсе ҫитеҫҫĕ тенĕ вăл. Кăҫалхи ҫул валли Вăрнар районĕнчи автомашина ҫулĕсене сарма Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фондĕнче 93,8 млн пăхса хăварнă. Кăтарту каламасăрах паллă, пĕлтĕрхинчен самай пысăк.  

Нина Васильева республика ертӳлĕхне Шупашкарти «Соляное» микрорайонта инфратытăма ҫĕнетнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Самаха май, ҫак районта пурăнакан пуҫламăш класри ачасене хулари ытти шкулсене автобуспа илсе ҫӳретме май ҫук-ши тесе ыйтса пĕлнĕ.   Хĕрарăм транспорт ыйтăвĕсене те хускатнă, халăха илсе ҫӳретекеннисем ҫав тери пĕчĕккĕ, тепре чухне нумайăшĕ вырнаҫаймасăр, ҫитес ҫĕре юлса ҫитнине асăннă.

Михаил Игнатьев автотранспорт ыйтăвĕсем йывăрлăх кăларса тăратмалла маррине каланă. Кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕнче «Соляное» микрорайонтан 1-3-мĕш классенче вĕренекенсене хулари  23, 30, 33, 35-мĕш №-лĕ шкулсене ҫити илсе ҫитерме плана кĕртнĕ тесе ырă хыпара каланă Пуҫлăх.  Шăпăрлансене валли икĕ рейс уҫнине те пĕлтернĕ. Ӳлĕмрен «Соляное» микрорайонта пурăнакансем «Ҫĕнĕ хула» микрорайона ҫӳреме пултарасси паллă тенĕ, енчен те шкул унта вăхăтра хута кайсан.

Каҫал ен районĕнчен килнĕ Диляра Ялюкова ҫĕнĕ урамсенче газ кĕртме пулать-ши тесе ыйтнă пуҫлăхсенчен.  Халăх кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫуртсем хăпартса лартнине хыпарланă вăл. Паянхи кун тĕлне ҫамрăк 20 ҫемье пурăнма та куҫнă ҫĕнĕ урама тенĕ хĕрарăм сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫулсерен республика хыснинче ҫĕнĕ урамсене газ кĕртме сахал мар укҫа-тенкĕ пăхса хăваратпăр тенĕ. Сирĕн ыйту чăнласах та пĕлтерĕшлĕ тесе каланă вăл. Ҫитес ҫул валли инвестициллĕ программăпа килĕшӳллĕн ыйтăва татса пама 6 млн уйăрса хăварнă тенĕ,  2019 ҫулта газ пулатех тесе шантарнă вăл.  

Ҫĕнĕ Шупашкартан килнĕ Мария Чувилина пиллĕк ача амăшĕ. «Журавленок» 22–мĕш №-лĕ  ача садĕнче урамра ачасене пухăнса вылямалли ятарлă лаптăксем пирки сăмах пуҫарнă. Кăштах та пулин юсама май килмĕ-ши тесе ыйтнă.

Михаил Игнатьев кун пирки Ҫĕнĕ Шупашкар ертӳлĕхĕпе сăмах хускатнине палăртнă.  2018 ҫулта бюджетра укҫа пăхса хăварнине хыпарланă.  Сахал мар ĕҫсем плана кĕртнĕ тенĕ вăл.  

Шупашкарта пурăнакан Роман Иванов А.Игнатьев ячĕллĕ Спорт шкулĕнче Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди валли хăш-пĕр условисене хатĕрленисене «Спартак» спорт шкулĕн Ача-пăча лаптăкĕсене спорт валли уйрăм тренировкăсем ирттерме май килмĕ-ши тесе кăсăкланнă.  Унăн ывăлĕ Дмитрий 1-мĕш гимназире вĕренет. Футболла самай лайăх ăнкарать.  Пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн стипендине те илнĕ.  Михаил Игнатьев асăннă спорт шкулĕсен икĕ стадионĕ те база объекчĕсем шутланаҫҫĕ тенĕ вăл.  Условисем пурри чăнласах та федераци, республика шайĕнче тĕрлĕ ăмăртусенче мала тухма пысăк пулăшу панине, спортри ăсталăха туптама витĕм кӳнине палăртнă.  Пуласлăхра тата та шкулсенче спорт уйрăмĕсене ытларах тимлĕх  уйăрма тĕллев лартнине хыпарланă.

 Сахал мар ыйтусене хускатнă, кашнинех тивĕҫлĕ хуравсем панă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Хăшĕ-пĕрисене ҫирĕп тĕрĕслеве илнине асăннă сăмаха пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Ертӳҫи.  

Фоторепортаж



25 августа 2018
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter