Ҫĕнĕ Шупашкар Хула уявне паллă тунă

Ҫурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Ҫĕнĕ Шупашкар Хула уявне паллă тунă. Чаплă пулăмпа саламлама вĕсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев килсе ҫитнĕ.  

Пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташисемпе хăнасене кĕтсе илнĕ, ăстаҫăсем хулан историйĕ пирки тĕплĕн паллаштарнă, тăван тавралăха, тăван ҫĕре, юратнă хуламăра хисеплени ҫинчен тĕрлĕ мероприятисенче хăйсене кăтартса панă. Сахал мар куравсем хатĕрлесе тăратнă. Хăй вăхăтĕнче ҫĕршыври тĕрлĕ кĕтессенчен пирĕн республикăна килсе ҫитнĕ ҫынсем хими комбиначĕн строительство ĕҫне пуҫарнă, ГЭС ҫĕклесе лартнă, халăха пурăнма хăтлă условисем йĕркеленĕ.     

Паян калас пулсан, хула  республикăри чи ҫамрăкки шутланать. Ҫакнах регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă. Ҫынсене пурăнма илемлĕ вырăнсем самай тесе, инфратытăм ҫĕнелнине, вырăнти халăх тарават пулнине асăнса хăварнă регион Ертӳҫи.   

Республика экономикишĕн пысăк тӳпе хывать палăртнă муниципалитет. Культура, спорт, вĕренӳпе сывлăх сыхлавĕ хăватлă аталаннă хулара.  «Эсир пуҫаруллă пулнине кура, ĕҫе юратнăшăн Ҫĕнĕ Шупашкар хăватланса пырать. Пурсăра та пысăк тав, хула хăтлăхĕшĕн вăй хунишĕн. Социаллă сфера кунран кун аталанать, вырăнти йăла-йĕрке, халăхăн тавракурăмлăхĕ ӳсет, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те ҫынсем ырă енне улшăнса пыни куҫкĕретех. Раҫҫей гражданĕсем тивĕҫлĕ ҫитĕнччĕр тесе тăрăшатăр.   Мăн асаттемĕрсен йăлисене ăша хывса пурăнни савăнтарать. Мĕн пĕчĕкрен ĕҫе юратма вĕрентни те пархатарлă», – тесе каланă регион Ертӳҫи.  

Хулара пурăнакансене, пуҫтарăннă хăнасене Ҫĕнĕ Шупашкар пуҫлăхĕ Олег Матвеев саламланă. Муниципалитетăн ҫав тери хăватлă потенциал тесе палăртнă. Инвестициллĕ климат та лайăх тенĕ. «Хулара федераци тата республика программисем анлăн пурнăҫланса пыраҫҫĕ.   Вĕсем халăхăн пурнăҫ условине лайăхлатаҫҫĕ. Паллă, хулан пуласлăхĕ пысăк пуласси те никама та иккĕлентермест», – тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев витĕм кӳнипе муниципалитета ҫулсерен 1,5 млрд тенкĕ куҫнине асăннă  хула администрацийĕн ертӳҫи Ольга Чепрасова. «Укҫа-тенкĕ ҫулсене сарма, шкулсем, ача сачĕсем, сиплев учрежденийĕсем хăпартса лартма тăкакланать. Тăван хуламăршăн, Чăваш Еншĕн, аслă Раҫҫейшĕн таса чунпа, яваплăха туйса тăрăшма сĕнетĕп, ырлăх-сывлăх, ăнăҫусем сунатăп», – тенĕ вăл.  

РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев хула ҫирĕп аталантăр тесе вырăнти халăх ҫине тăрса ĕҫленине палăртнă, уншăн мухтаса тав тунă.  «Ҫав тери аван, ҫитĕнекен ăру йăла-йĕркене ăша хывса пурăнни. Кирек-епле пуҫаруллă ĕҫре те ҫынсем хар тăрса ĕҫлени сисĕнет», тенĕ хăна.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов Хула кунĕ пурне те пĕр чăмăра пухнине, пĕрне-пĕри ырă сунма хавхалантарса тăнине каланă.   «Хулари ача сачĕсенче, шкулсенче хаваслă кулă яланах янăратăр, Ҫĕнĕ Шупашкар кĕрлесе тăтăр», – тенĕ депутат.  

Уявăн торжествăлла пайĕнче хулара ĕҫлесе пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

Мероприяти Раҫҫей халăх артистки Светлана Лазаревăн юрри-кĕввипе тата фейерверкпа вĕҫленнĕ.

 Фоторепотаж



27 августа 2018
09:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter