Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн членĕпе Александр Кинёвпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
Ҫурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн членĕпе Александр Кинёвпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче суйлава хатĕрленсе йĕркелессипе ҫыхăннă актуаллă ыйтусене, патшалăх влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче тăрăшакансен хăш-пĕр саманчĕсем пирки сӳтсе явнă.
Пĕрлехи ĕҫе кирлĕ пек шайра йĕркеленине хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ҫулталăк пуҫламăшĕнче РФ Президенчĕн сасăлав компанийĕн ĕҫне те тивĕҫлĕ хатĕрленни хăйех ҫакнах ҫирĕплетет тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.
«Пирĕн тăрăхра суйлав пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртнĕ. Кăлтăксем пулман, нимĕнле чăрмав та сиксе тухман», – тенĕ Михаил Игнатьев.
Александр Кинёв чăнласах та ҫапла тесе ҫирĕплетсе каланă, регион Пуҫлăхĕн сăмахĕсемпе килĕшсе. «Чăваш Ен пăтăрмахсем кăларса тăратнă регионсем шутне кĕмен. Ҫăхавсем пачах пулман тесен те йăнăш мар, вĕсен йышĕ ҫав тери пĕчĕк пулнă. Республикăра суйлав пысăк шайра иртнĕ. Эпир яланах кирек-епле ĕҫ те уҫăмлă пултăр тесе тăрăшатпăр. Саккуна пăхăнса ĕҫлени куҫкĕретех. Суйлавра мала тухнă ҫын пирки никамăн та иккĕленӳ пулман», – тенĕ сумлă хăна.
Калаҫу вăхăтĕнче ҫитес суйлавпа ҫыхăннă ыйтусем тавра сăмах пуҫарнă. Пĕрлехи сасăлав кунĕ авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртет. Вăл кун РФ 22 регионĕнче суйлав иртет. Хăш-пĕр субъектсенче губернаторсене, уйрăм вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче депутатсене суйлĕҫ.
Чăваш Республикинче суйлавра 82 депутата суйлама тивет. Регионти мĕнпур районсенче хула округĕсенче суйлав комиссийĕсем ĕҫлĕҫ. Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Элĕк районĕнче сасăлав пулмĕ.