Чăваш Енре планпа пăхса хăварнинчен тыр-пула 70 процент пухса кĕртнĕ

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов ҫĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне республикăра 198 пин га ҫĕр лаптăкĕнчен тыр-пула пухса кĕртнине хыпарланă. Кăтарту планпа пăхса хăварнинчен 70 процент шутланать.  Пурĕ 483,6 пин тонна тырă тĕшĕленĕ.  Тухăҫа пухса илессипе Ҫĕрпӳсем, Вăрнарсем малта пынине асăннă вице-премьер. Сăмаха май, хăш-пĕр хуҫалăхсенче вырмана вĕҫленине каланă вăл, 40 комбайн ытти ял хуҫалăх ĕҫченĕсем патне кайма хатĕр тăнине хыпарланă.    

«Ҫанталăк лăпкă тăрсан, ҫĕр ĕҫченĕсем вырмана республикăра авăн уйăхĕн ҫурри тĕлне вĕҫлĕҫ», – тенĕ вице-премьер.

Ҫĕрулмине регионта 6 муниципалитетра кăлараҫҫĕ. Ку енĕпе Улатăрсем, Патăрьелсем, Вăрнарсем, Йĕпреҫсем, Куславккасем, Каҫал енсем, Вăрмарсем, Ҫĕрпӳсем малта пыраҫҫĕ.  Республикăра ҫĕрулмине 160 га ҫĕр лаптăкĕнчен пухса илме ĕлкĕрнĕ.  Аграри тытăмĕнче тăрăшакансем пахча ҫимĕҫе тирпейлессипе те курăмлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ.

Тепĕр пысăк ĕҫ – кĕрхи культурăсене акса хăварасси.  Планпа пăхса хăварнинчен, паянхи кун тĕлне регионта 38,2 процент пурнăҫа кĕртнĕ.  

Чăваш Республикин хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсемпе ытти йышши техникăн тăрăмне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн тĕп инженер-инспекторĕ Сергей Вязовский «Трактор» профилактика ĕҫне йĕркелесе ирттерни ҫинчен пĕлтернĕ, хăш-пĕр самантсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. «Кашни кун уя тухса ҫӳретпĕр. Техникăсене ҫирĕп тĕрĕслетпĕр. Ĕҫ хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнма хушатпăр», – тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев мĕнпур техникăсене пĕтĕмпех вырмана явăҫтармаллине чĕнсе каланă, кунне-ҫĕрне пăхмасăр уйра тăрăшмаллине палăртнă. «Мĕн акса ҫитĕнтернине туллин пухса кĕртмелле. Тырăн пахалăхне чакарма сăлтав ҫук. Условисем пĕтĕмпех пур», – тесе ҫирĕппĕн асăрхаттарса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Канашлура пахча ҫимĕҫ таварĕсене халăха валли хатĕрлесе тăратассипе ҫыхăннă ыйтусене те хускатнă. «Кĕр парни – 2018» акци республикăра аван ĕҫлеме пуҫланине асăннă ертӳҫĕсем.   

 Сергей Артамонов мероприятисем республикăра ҫĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуҫланнине каланă. Регионти хуласенче уйрăмах активлă ĕҫлени сисĕнет тенĕ вăл.  Пасарсенчен тавара ватăсене киле илсе ҫитерме тӳлевсĕр условисем тунă.

Михаил Игнатьев хаксем пасарта лавккаринчен пĕчĕкрех пулнă тесе палăртнă, халăхсем кăмăллă тенĕ. Малашне те ҫак ĕҫе йĕркелесе пыма, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансен хастартарах ĕҫлемеллине чĕнсе каланă вăл, волонтерсене явăҫтармаллине те аса илсе хăварнă. Кунсăр пуҫне районсенче ватăсене валли хуҫалăхра выльăх-чĕрлĕх тытакансене утăпа тивĕҫтерме, ҫĕр пайĕсемпе усă курнăшăн каялла пулăшу пама ан манăр тесе каланă  регион Ертӳҫи.  



27 августа 2018
11:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter