Хутса ăшăтмалли тапхăра регион епле хатĕрленсе пыни пирки ыйтăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере ирттерекен планеркăра тĕплĕн пăхса тухнă

Хутса ăшăтмалли тапхăра регион епле хатĕрленсе пыни пирки ыйтăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере ирттерекен планеркăра тĕплĕн пăхса тухнă.

Чăваш Республикин строительство министрĕн ҫумĕ Владимир Максимов республикăра ЖКХ пайĕнче тăрăшакансем топливо таврашне 100 процента ҫити хатĕрлесе ҫитернине пĕлтернĕ.  Резерв пур тенĕ, мĕнпур ĕҫсене графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫласа пынă тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕнче тимлекенсем объектсене кирлĕ пек шайра хатĕрлесе ҫитерменнисене асăннă министр ҫумĕ, Канашра – 47,6 процент ҫеҫ,  Ҫĕмĕрлере – 58,8 процент, Ҫĕмĕрле районĕнче – 61,4 процент, Етĕрнере 63,5 процент, Улатăрта – 69,5 процент тенĕ вăл.  

Энергоресурсемпе усă курнăшăн парăм виҫи 17 процента ҫити чакнине пĕлтернĕ, ҫурла уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне пурĕ 3 млрд 676 млн тенкĕ тăрса юлнине асăннă.

Газпа усă курнăшăн та парăм пĕчĕкленнĕ, 7 процент сахалланнă. Кăтарту 1 млрд 973 млн танлашать. Республикăри мĕнпур объектсенче ĕҫсене авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕҫне хĕрне ҫитерме плана кĕртнĕ.  

Муниципалитетсенчи лару-тăрупа Шупашкар хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков тата Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Ольга Чепрасова тĕплĕн паллаштарнă.

Ҫĕнĕ хутса ăшăтмалли тапхăра Шупашкарта 90 процента ҫити хатĕрленсе ҫитнĕ, Ҫĕнĕ Шупашкарта вара 76 процента ҫеҫ.

Шупашкарта йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусенчен пĕри – «Коммуналлă технологисем» ТМЯО шутланнă объектсене «Теплосеть» МУПа куҫарса пырасси. Ку эрнере ĕҫ хучĕсене йĕркелесе ҫитерме палăртатпăр тесе хыпарланă хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков.

«Пурлăха куҫарса пĕтерсен, лицензи илессипе тăрăшăпăр, ТСО статусне тивĕҫессишĕн тимлеме тивет.  Ятарлă службăсемпе ыйтăва сӳтсе явнă.  Пĕрне-пĕри ăнланни сисĕнет. Малалла куҫассишĕн ĕҫлĕпĕр», тенĕ сити-менеджер.     

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ «Коммуналлă технологисем» организацире ĕҫленисем халĕ ĕҫсĕр тăрса юлнисем ăҫта ӳлĕмрен ĕҫлени пирки кăсăкланнă, ҫĕнĕ предприятине вырнаҫтарассипе лару-тăру еплерех пулса пырать тесе ыйтнă муниципалитет ертӳҫинчен.  Уҫă калаҫусем сахал мар ирттернĕ тесе хыпарланă Алексей Ладыков. Халăх ҫĕнĕ организацире ĕҫлеме хатĕр тенĕ вăл.

Чăваш Республикин юстици тата ҫĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева эрнипех пурлăхсене документпа ҫирĕплетессипе ĕҫ хĕрӳ пырассине палăртнă. Хальхи вăхăтра «Коммуналлă технологисем» ТМЯО хăш-пĕр ыйтусемпе суда пама хăтланнине хыпарланă министр.  МУП авăн уйăхăн 1-мĕшĕнчен ĕҫе кӳлĕнессине каланă вăл, ТСО статусне вара палăртса хунă тăрăх, авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнчен йышăнасси те куҫкĕретех тенĕ Наталья Тимофеева.

Хăй вăхăтĕнче муниципалитет пурлăхĕ предпринимательсен аллине кĕнĕ. Вĕсем тĕлли-паллисĕр усă курма пуҫланă парăмсем пуҫтарса янă. Паянхи кун кăтарту 2 млрд ҫитнĕ. «Эсир пурлăха каялла муниципалитет ҫине куҫарассипе тăрăшатăр. Сахал мар ĕҫлеме тивет. Яваплăха туйман предприятишĕн тăкакланасси те паллă. Ӳлĕмрен йывăрлăхсем пулмĕҫ, тахҫанхи йывăрлăха татса парассипе ҫине тăрса ĕҫлемелле», тенĕ  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.    

Ку хутĕнче планеркăна пухăннисем ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫне йĕркелессипе ҫыхăннă ыйтусене те тишкернĕ. Хулари Энгельс урамĕнчи 18-мĕш №-лĕ ҫурт шăпи пирки кăсăкланнă Пуҫлăх. Йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтупа лару-тăру епле тесе ыйтнă служба ертӳҫисенчен.

Чăваш Республикинчи патшалăхăн ҫурт-йĕр инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Виктор Кочетков хăйĕн сăмахĕнче  ҫитес кунсенче канашлу ирттерме плана кĕртнине каланă. Уҫă калаҫăва специалистсемпе пĕрле халăх та хутшăнасса пĕлтернĕ.

Республика Пуҫлăхĕ ҫурта тĕпрен тĕрĕслев витĕр кăлармаллине, юсав ĕҫĕсене специалистсен вăхăтра сăнаса пымаллине ҫирĕп асăрхаттарнă. Енчен те кăлтăксем пулсан, организацисене явап тыттармалла тесе сăмаха уҫăмлатнă регион Ертӳҫи.

Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси, пулăшусемпе усă курнăшăн ҫĕнĕ тарифсем пирки сăмах пуҫарнă. 2018-мĕш ҫулта ҫу уйăхĕнче коммуналлă пайри  йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе регионти оператор (ТКО) ĕҫне йĕркелесе янă.   «МВК «Экоцентр» ТМЯОпа килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне 10 ҫуллăха алă пусса ҫирĕплетнĕ.   Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳҫи  хăйĕн сăмахĕнче регионти оператор пулăшăвĕсен пĕрлехи тарифĕсене ҫирĕплетессипе йышăну тунине хыпарланă, унăн калăпăшĕ 442,22 тенкĕпе танлашать тенĕ пĕр кубла метршăн. Тепĕр майлă каласан, тоннишĕн 4138,64 тенкĕ пулать. Ӳлĕмрен хаксем мĕнле пуласси -  хваттерсенче миҫе ҫын пурăннинчен те килĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кун пирки ҫĕнĕлĕхсем пуласси ҫинчен халăха тĕплĕн ăнлантарса памаллине асăрхаттарнă ертӳҫĕсене.  Кунсăр пуҫне Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерствине вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хушнă вăл, мĕн чухлĕ ҫемьене ҫак тариф хакĕсемпе ҫĕнĕлĕхсем пырса тивме пултарассине малтанласа палăртса хума ыйтнă.



28 августа 2018
07:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter