Чăваш Енре ҫĕнĕ икĕ шкул уҫăлать

2018-мĕш ҫулта Чăваш Енре ҫĕнĕ икĕ шкул уҫăлать: вĕсенчен пĕри Шупашкарти Кадетсен корпусĕ тепри вара Ҫĕрпӳре пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул.  Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне хатĕрленсе ирттернĕ ĕҫсем пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем кашни эрнере ирттерекен ĕҫлĕ канашлура тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов Ҫĕрпӳре ҫĕнĕ шкул ҫурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче уҫăлассине хыпарланă. Енчен те ҫак шкул хута кайсан, муниципалитетра иккĕмĕш сменăпа ачасене вĕрентесси пĕтĕмпех пăрахăҫланасси паллă тенĕ вăл.

Палăртса хăваратпăр, вĕрентӳ учрежденийĕ виҫĕ блокран тăрать. Аслисене, пĕчĕккисене валли уйрăм пайсем, апатланмалли вара хăйне евĕр тепĕр пысăк блок. Шкулăн футболла вылямалли ятарлă уй пур. Спортăн кашни тĕсĕпе ачасем хăйсен ăсталăхне туптама пултараҫҫĕ.   Ҫурта хăпартса лартма пурĕ 553 млн тăкакланă.

Атăлҫи федераци округне кĕрекен Шупашкарти Кадетсен корпусĕ улттăмĕш шутланать. Ăна «КаДетство» проектпа килĕшӳллĕн пурнăҫланă.  Объект пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа тӳр килет, мĕн кирлине вырнаҫтарнă, условисем калама ҫук паха.  Парк хăйне евĕр илемлĕ, иртен-ҫӳрекене хăй патне йыхравлать. Пуласлăхра Пăр керменĕ те хута каясси паллă, ăна валли 230 млн тăкакланасси шутра пур.Таврари илемлĕхе хулана хăтлăлатассипе йышăннă программăпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртнĕ.  Хальхи вăхăтра объектри ĕҫсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫирĕп тĕрĕслесе тăрать. Мĕн кирлине пĕтĕмпех хатĕрлесе ҫитернĕ тесе каланă ертӳҫĕсем канашлура. Регион Пуҫлăхĕ волонтерсене, ахаль ҫынсене, ашшĕ-амăшĕсене тавралăха тирпейлеме витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Роспотребнадзор Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская хăйĕн сăмахĕнче ҫурта экспертиза кăларассипе тăрăшнине хыпарланă. Йĕрке пур ҫĕрте те хуҫаланать, нормăсене пăхăнни куҫкĕретех тенĕ вăл.    

Планеркăра Ҫĕнĕ Шупашкарти уяв пирки те сăмах пуҫарнă. Хула администрацийĕн ертӳҫи Ольга Чепрасова мероприятисем лайăх иртнине, халăх йышлăн пухăннине пĕлтернĕ.  Мĕнпур мероприятисем уявăн программипе килĕшӳллĕн пулса пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Хĕрарăмсен канашĕ ятарлă  мероприяти граждансем валли ирттернине, куракансем кăмăллă юлнине палăртнă вăл.  Пурĕ Хула кунĕнче 11 пин ытла ҫын хутшăнма кăмăл тунă тесе пĕлтернĕ Ольга Чепрасова. Йĕрке пăснă тĕслĕхсем пулман, ҫынсем савăк кăмăллă ҫӳренине асăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫулсерен Хула уявĕ Ҫĕнĕ Шупашкарта лайăх иртнине каланă. А.Н.Николаев ячĕллĕ Тĕп стадионра хаваслă пулнине, ҫынсем уявăн мероприятийĕн концертне пĕтĕм кăмăлтан пăхнине пĕлтернĕ вăл.  Паллах, стадионра  вырăн сахал пулни кăштах кăмăла хуҫнă, ҫитес ҫулсенче ăна татса парассипе ҫине тăрса ĕҫлеме каланă Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫине республика Пуҫлăхĕ.   



28 августа 2018
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter