Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикинче право йĕркипе тивĕҫтерессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн черетсĕр ларăвĕ иртнĕ

В период подготовки и проведения Единого дня голосования 9 сентября 2018 года будут приняты усиленные меры безопасностиҪурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикинче право йĕркипе тивĕҫтерессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн черетсĕр ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă.

Ĕҫе пухăннисем авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Пĕрлехи суйлав кунĕнче граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.  Тĕплĕ клаҫăва республикăри ертӳҫĕсемпе пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн членĕ Александр Кинёв хутшăннă.   

Аса илтеретпĕр, авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче регионта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче хушма суйлав иртет. Мероприятисене йĕркелеме пурĕ 86 сасăлав участокне явăҫтарнă, 82 депутатшăн халăх хăйсен сассисене парĕҫ.  

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министерствинче обществăн хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен пай пуҫлăхĕн ҫумĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Марат Семенов хăйĕн сăмахĕнче, ятарлă комисси авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен сасăлав участокĕсене ҫитсе тĕрĕслевсем ирттерессине хыпарланă. Раҫҫей Наци гвардийĕн Чăваш Енри Управленийĕн членĕсем, Раҫҫей МЧС Чăваш Енри Управленийĕн ĕҫченĕсем вăл ĕҫе хастар хутшăнма килĕшнине палăртнă. Ĕҫ хучĕсене епле упранисене те тĕплĕн тишкерсе тухассине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Суйлав ҫитиччен, икĕ кун маларах сасăлав участокĕсем ҫывăхăнчи территорине ҫирĕп тĕпчессине, граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе ятарлă мероприятисем йĕркелессине асăннă пай пуҫлăхĕн ҫумĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.  2018 ҫулта авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче пĕрлехи суйлав вăхăтĕнче Раҫҫей гвардийĕн Чăваш Енри управленийĕн членĕсене те явăҫтарма плана кĕртнине асăннă вăл. Чăваш Енри Управленийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Андрей Каринкин хăйĕн сăмахĕнче резерв пирки сăмах пуҫарнă,  май килнĕ таран хушма специалистсене йышăнса хăварнине пĕлтернĕ.  

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ Александр Цветков пурĕ регионта суйлава 352 кандидат хутшăнасса хыпарланă. Вĕсем пурте регистрациленнĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» партирен – 82, ЛДПР – 70, «Справедливая Россия» партирен – 62, КПРФ – 40,   Российская партия пенсионеров за социальную справедливость – 3, «Партия Дела» – 1, «Родная партия»  – 1. Ыттисем хăйсем тĕллĕн суйлава хутшăннине каласа хăварнă Председатель.  

«Тĕп тĕллев суйлава саккуна пăхăнса ирттересси.  Пирĕншĕн чи кирли ҫакă», – тенĕ Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн ертӳҫи.    

«Авăн уйăхăн 9-мĕшĕнче Пĕрлехи суйлав иртет. Мĕнпур ҫĕрте йĕрке хуҫаланмалла. Кун пирки пирĕн яланах асра тытмалла», тесе чĕнсе каланă  Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн членĕ Александр Кинёв. Пурне те яваплăха туйса ĕҫлеме сĕннĕ,  Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева Раҫҫей Президентне суйланă чухне регион активлă ĕҫленĕшĕн мухтаса  РФ Тĕп суйлав комиссийĕн Тав ҫырăвне парса чысланă.  Республикăра суйлав лайăх иртнĕ, ҫăхавсем пулман тесен те йăнăш мар тесе каланă сумлă хăна. Саккунсене пăхăнса ĕҫлени куҫкĕретех тесе ырланă вăл.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, суйлав участокĕсенче сăнаса тăма  активлă граждансене явăҫтарма сĕннĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тарăн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. 

Фоторепортаж



28 августа 2018
08:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter