Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă

Ҫурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне хатĕрленсе йĕркеленĕ ĕҫсем.  

Ыйтăва пуҫличчен, чи малтан Раҫҫей Федерацийĕн Премьер-министрĕ ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Путин пенси тытăмĕнчи ҫĕнĕлĕхсем пуласси пирки пĕлтерни ҫинчен ырă хыпара каланă.  Вăл Раҫҫей Правительствине кĕске вăхăт хушшинче ҫĕнĕ сĕнӳсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ĕҫ хучĕсене тирпейлесе ҫитерме хушнă. Чи пахи – арҫынсемшĕн те хĕрарăмсемшĕн те пенси ҫулне ҫитмелли тапхăр виҫи 5 ҫул кăна хăпарни. Палăртнă ҫулсенчен маларах нумай ачаллă амăшĕсем тухма пултараҫҫĕ. Тĕрлĕ професси ĕҫченĕсен йывăрлăхне шута илсе ҫăмăллăхсем пуласси паллă. Енчен те предприятисемпе организацисенче пенси ҫулне ҫывхарнисене сăлтавсăр ĕҫсĕр тăратса хăварсан, ертӳҫĕсен явап тытасси те пулĕ тата ытти те. «РФ Правительствин кирлĕ пек мĕнпур ҫĕнĕлĕхсемпе тарăн ĕҫлеме тивет, тимлĕхе куҫран вĕҫертме юрамасть», – тесе уйрăммăн палăртса каланă  Дмитрий Медведев.

Видеоканашлура регионсенче шкулсене ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне епле хатĕрленсе ҫитнипе, классене тирпейлесе ҫитернипе, кирлĕ пек вĕрентӳ хатĕрĕсене ҫĕнетнипе, пурлăхпа техника базине пуянлатнипе ҫыхăннă ытти ыйтусене те тĕплĕн сӳтсе явнă. Ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕҫересси ыйту та кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – вĕрентекенсен шалу укҫин виҫи ӳстересси.

Раҫҫей Правительствин Председателĕ хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Вĕренӳ министерстви икĕ ведомство ҫине пайланнине аса илнĕ. Регионсенчи министерствăсене РФ нумаях пулмасть йĕркеленнĕ икĕ министерствипе те тачă ҫыхăнса ĕҫлемеллине асăрхаттарнă.  «Вĕренӳ» наци проекчĕпе тимлĕ ĕҫлесе, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса пымалла тенĕ вăл. Кун пирки РФ Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ Указра та палăртнине, ăна пурнăҫа кĕртессипе пурин те ҫине тăрсах ĕҫлемеллине каланă Председатель сăмаха малалла тăснă май.  Ҫитес 6 ҫул хушшинче Раҫҫейри вĕрентӳ пайне тĕнчери чи вăйлă та хăватлă ҫĕршывсемпе пĕр тан аталанса пыракан вуннăшĕн шутне кĕртесси тĕп ыйту пулса тăрать.

Кăҫал ҫĕршывра пурĕ 15 млн ытла шкул ачи парта хушшине ларĕ. «Пĕтĕмĕшле калас пулсан, субъектсенче вĕрентӳ учрежденийĕсем ҫĕнĕ тапхăра хатĕр. Объектсене тирпейлесе ҫитернĕ, пурлăхпа техника базине пуянлатнă», тенĕ Дмитрий Медведев. Раҫҫейре икĕ регионта кăна шкул ачисене тӳлевсĕр вĕрентӳ хатĕрĕсене тивĕҫтермен. Шкул автобусĕсем ҫителĕклĕ. Вĕсем пĕтĕмпех ҫĕнĕ тесен те йăнăш мар. Пĕлтĕр федераци центрĕн укҫипе пĕтĕмпе 1559 техника туяннă.  Чи пысăк ҫитĕнӳсенчен пĕри – Раҫҫейре юрăхсăра тухнă ҫуртсен шучĕ сахалланса пыни.

Пур-ха ҫавăн пек шкулсем, ăҫта шыв пачах та кĕртмен объектсене. Канализаци те ҫукки пăшăрхантарать. Нумай вăхăт хушши ыйтăва уҫăмлатманшăн, кун йĕркинче вăраха кайса тытса тăнăшăн критикленĕ хăш-пĕр ытти регионсене РФ Правительствин Председателĕ. Ҫĕршывра икĕ ҫул каялла ҫĕнĕ шкулсем хăпартса лартассипе проект ĕҫлеме пуҫланă. «Палăртма кăмăллă, кăҫал авăн уйăхĕнче 67 ҫĕнĕ шкул хăйсен алăкĕсене уҫĕҫ.  Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле тата та 119 объект хута каять. Графикран юлса ĕҫлеме юрамасть», тесе асăнса хăварнă Ертӳҫĕ.

Садиксем пирки сăмах пуҫарас пулсан та, лару-тăру уҫăмланнă.  «Пуҫланă ĕҫсене пурне те вĕҫне-хĕрне ҫитермелле», асăрхаттарнă Премьер-министр.

Чи пĕчĕк пепкесене ача садне вырнаҫтарасси ыйтăва та хускатнă, 2021-мĕш ҫулччен татса памаллине тепĕр хут аса илсе хăварнă. Кăҫал нарăс уйăхĕнче ку тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 49 млрд уйăрнă пулнă.   Юлашки 6 ҫул хушшинче тухăҫлă ĕҫлемен аслă шкулсен шутне чакарма май килнĕ, хăшĕсене вăйлисем патне тепре чухне пĕрлештернĕ. «Аслă шкулсенчен вĕренсе тухсан, пĕлӳ шайĕ ҫав тери пысăк пулмалла. Предприятисемпе организацисенче профессионал пек ĕҫлеме хатĕр тăмалла», каланă Дмитрий Медведев.  Кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ валли бюджетлă вырăнсем сахал мар пулнă, кăтарту 300 пинрен те иртсе кайнă.  

Тепĕр хут аса илтеретпĕр, Чăваш Енре ҫурла уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне 911 вĕрентӳ учрежденине ҫĕнĕ тапхăра хатĕр тесе ҫирĕплетнĕ ятарлă комисси ĕҫченĕсем. Шкулсене тирпейлесе ҫĕнетме республика бюджетĕнчен 845,5 млн тăкакланă. 68 объекта тĕпрен юсама 382,7 млн уйăрнă. Хăрушсăрлăх валли тĕрлĕ хатĕрсем туянма 97,7 млн ытла пĕтернĕ.   Чăваш Енре мĕнпур ачасене шкул кĕнекисемпе тӳлевсĕр тивĕҫтернĕ.  Регионта пĕтĕмпе 348 шкул автобусĕ пур. Вĕсем 1135 ялтан 12 пин ытла ачана палăрнă шкулсене илсе ҫитереҫҫĕ, пĕтĕмпех пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫлеҫҫĕ.

Чи савăнăҫлă хыпар – кăҫал республикăра ҫĕнĕ икĕ шкул уҫăлать. Вĕсенчен пĕри – Ҫĕрпӳре, тепри вара Шупашкарта Кадетсен корпусĕ.   

2018–2019-мĕш ҫулсенче республикăра пурĕ 274 пин ача парта хушшине ларĕ, вĕсенчен 15 пин ытла шăпăрлан 1-мĕш класа килет.  Студентсем те сахал мар, вĕсен йышĕ 60 пинрен те иртсе кайнă.  Садиксене кăҫал 76 пин ытла ача килет. Пурĕ вĕрентӳ пайĕнче регионта 11 пин ытла педагог вăй хурать.

Фоторепортаж



29 августа 2018
15:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter