Пĕлӳ кунне хатĕрленес ĕҫ Атăлҫи Федераци округĕнчи Шупашкарти Кадет корпусĕнче епле пулса пынипе паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кăсăкланнă

Пĕлӳ кунне хатĕрленес ĕҫ Атăлҫи Федераци округĕнчи Шупашкарти Кадет корпусĕнче епле пулса пынипе паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кăсăкланнă.

Михаил Игнатьев Кадетсен корпусне тата паркне хатĕрлессипе ĕҫлекен организацисен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ планерка ирттернĕ.   «Пĕр-пĕрин ҫине шанса вăхăта тăсса ларма никамăн та ирĕк ҫук. Мĕнпур тытăма пĕрлештерсе вăй хурса ĕҫлесе, лартнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмалла», — тесе чĕнсе каланă регион Ертӳҫи.

Кадетсен паркĕнче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе тĕпрен ĕҫсене пурнăҫланă. Тракторсем тăвакан Культура керменĕ ҫывăхĕнче хăш-пĕр уйрăм ĕҫсене пурнăҫласа пĕтерессипе специалистсем ҫине тăрса ĕҫлеҫҫĕ.

Хăй корпусĕнче кадетсене валли вĕренме условисем чаплă, хальхи вăхăтра унта шкул валли кирлĕ хатĕрсене вырнаҫтарассипе тимлеҫҫĕ. Волонтерсем паян та хăйсен ирĕкĕпе ĕҫе тухнă, мĕн те пулин тирпейлесе парассишĕн тăрмашаҫҫĕ. Михаил Игнатьев ҫапларах каланă: «Объект хута кайиччен шутлă кунсем ҫеҫ тăрса юлчĕҫ. Эпир ачасене ҫĕршывшăш чăн-чăн патриотсем пулма вĕренсе пырăпăр.  Ҫĕршывра ӳлĕмрен те тăнăҫлăх хуҫалантăр тесе вĕсем яланах сыхă тăрĕҫ», — тенĕ. 

Фоторепортаж



29 августа 2018
12:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter