Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарти тĕп больницăн ĕҫĕпе паллашнă

Ҫурла уйăхĕн  3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарти тĕп больницăн ĕҫĕпе паллашнă.

Сиплев учрежденийĕнче тĕпрен юсав ĕҫĕ хĕрӳ пырать.

2018-мĕш ҫулта республика хыснинчен объекта тĕпрен ҫĕнетме 31 млн 274 пин тенкĕ уйăрнă.

Ĕҫлĕ ҫулҫӳревре регион ертӳҫипе пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Ҫĕнĕ Шупашкар хулин ертӳҫисем Олег Матвеев, Ольга Чепрасова, хула больницин тĕп врачĕ Константин Белов пулнă. Хăнасем юсав ĕҫĕсене курса хакланă.

Хирурги уйрăмне илес пулсан, унта юсав ĕҫĕсене вĕҫленĕ. Специалистсем графикпа килĕшӳллĕн граждансене йышăнаҫҫĕ. Укҫапа перекетлĕ усă курнипе плана кĕртсе хăварман объектсене те ҫĕнетме тĕллев лартнă, вăл шутран урологи пайне тирпейлеме шут тытнă.

Константин Белов хăйĕн сăмахĕнче сиплев учрежденийĕнче электричество пайне ҫĕнетнине, чӳречесене, алăксене ҫĕннипе улăштарнине хыпарланă. Пĕр сăмахпа каласан тухтăрсене ĕҫлеме хăтлă условисем туса ҫитернĕ.

Палăртса хăвармалла, сиплев учрежденире тĕрлĕ чирсемпе кĕрешессипе паха специалистсем тимлеҫҫĕ. Вĕсем пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсене тĕпе хурса халăха сыватаҫҫĕ.

«Ҫулсерен ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ медицина хатĕрĕсемпе пуянланаҫҫĕ учрежденийĕсем.  Пĕлтĕр кăна томографи тумалли хатĕре хăш-пĕр пайне улăштарнă.  Кăҫал республика хыснинчен больницăна валли 9,7 млн пулăшу куҫарса пама йышăнса хăварнă», - тесе хушса каланă аслă врач.  Пĕр килнĕ пек чухне Михаил Игнатьев сипленме килнисемпе тата врачсемпе курса калаҫнă.  Ҫурт ҫĕнелнĕ хыҫҫăн, пурин кăмăлне те уҫса янине асăннă вăл сăмаха пуҫланă май.    Пурлăхпа техника базине кăна ҫĕнетни сахал, специалистсен пĕлĕвне ӳстерсе пырасси ҫине те тимлĕх уйăрмалла,  халăха пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерессишĕн тăрăшмалла тесе каланă вăл.

«Патшалăх хăй енчен пысăк тĕрев парать сывлăх сыхлавне аталантарма. Ĕҫлекенсен шалу укҫи те ӳссех пырать. Условисем каламасăрах паллă, питĕ чаплă, ĕҫлес килсе тăрать пулĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Медицина ĕҫченĕсем ырă улшăнусем пулнăшăн савăнса хăйсен шухăшне пĕлтернĕ регион Пуҫлăхне. «Ĕҫлеме кăмăл пысăк. Условисем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ. Пысăк технологи вăй илни савăнтарать», - шухăша палăртнă аслă врачăн ҫумĕ Анжелика Васильева.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хулари сиплев учрежденине 2011-мĕш ҫулта ҫĕнетме пуҫланине аса илнĕ, ĕҫ-пуҫ малалла та хĕрӳ пырать тесе сăмаха тăснă.    

Михаил Игнатьев хулари шкулсене ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне епле хатĕрленипе кăсăкланнă, ЖКХ хĕллене хатĕр е хатĕр мар тесе ыйтса пĕлнĕ вырăнти ертӳлĕхрен.  

Ҫĕнĕ Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 2-мĕш шкулта шыв, канализаци пăрăхĕсене ылмаштарнă, вĕрентĕве аталантарассипе йышăннă патшалăх программипе килĕшӳллĕн вĕсем сахал мар укҫа тивĕҫнĕ, кăтарту 22 млн танлашать.

Шкул директорĕ Людмила Охотникова ҫапларах каланă: «1965 ҫулта хута янă шкула пуҫласа тĕпрен юсав ĕҫĕсене пурнăҫлама республика Правительстви пысăк тĕрев пачĕ. Юсав ĕҫĕсене ҫурла уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне вĕҫлеме графика кĕртсе хăварнă», - тенĕ вăл.

Регион Ертӳҫи ачасемпе, шкулта ĕҫлекенсемпе калаҫнă май, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ. Вырăнти халăх кăмăллă, условисем чаплă тесе пĕлтернĕ ертӳҫĕсене.

Михаил Игнатьев подрядчиксене ĕҫсене вăхăтра вĕҫлеме чĕнсе каланă, хăш-пĕр кăлтăксене пĕтерме хушнă.  

Фоторепортаж



03 августа 2018
16:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter