Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чукун ҫул ĕҫченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чукун ҫулĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе – Чукун ҫул ĕҫченĕн кунĕпе саламлатăп!

 Раҫҫей транспорт тытăмĕнче чукун ҫул пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Хурҫă магистраль тăрăх куллен груз турттарассине тата пассажирсене чăрмавсăр илсе ҫӳрессине шанчăклă йĕркеленĕ. Асăннă отрасльте вăй хуракансен пысăк квалификациллĕ тата тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫлакан ĕҫĕ чукун ҫул транспортне кал-кал ҫӳретме, пассажирсене илсе ҫитерме тата груз ҫыхăнăвне кирлĕ пек йĕркелеме пулăшать.

Чăваш Ен тата ҫĕршыври чукун ҫулсен тытăмĕн ят-сумлă операторĕ «Раҫҫей чукун ҫулĕсем» АУО чылайранпа туслă ҫыхăну тытаҫҫĕ, шанчăклă ĕҫтешсем шутланаҫҫĕ. Хутшăнусене аталантарса пыни регион экономикине вăй илтермешкĕн ырă витĕм кӳрет. Пирĕн республикăри тавар туса кăларакансен продукцийĕпе чукун ҫул отрасльне тивĕҫтересси ӳссе, ассортимент пуянланса пыраҫҫĕ.

Асăннă тытăмра вăй хуракансене тата ветерансене тӳрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн тав тăватăп. Сирĕн профессиллĕ пысăк ăсталăхăр ҫитĕнĕвĕрсене ҫирĕплетсе ҫĕннисене ҫĕнсе илмешкĕн пулăшасса ĕненетĕп. Отрасль умĕнчи малашлăх тĕллевĕсем ăнăҫлă пурнăҫланччăр, ĕҫ сире телей кӳтĕр. Пурсăра та ҫирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатăп, тăнăҫлă пулăр!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                                                       Михаил Игнатьев



03 августа 2018
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter