Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта ĕҫлĕ визитпа пулнă май, хула ертӳлĕхĕпе тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии провел рабочую встречу с руководством г. НовочебоксарскаҪурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта ĕҫлĕ визитпа пулнă май, хула ертӳлĕхĕпе тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва хула пуҫлăхĕ Олег Матвеев тата хула администрацийĕн ертӳҫи Ольга Чепрасова хутшăннă.  

Ольга Чепрасова хăйĕн сăмахĕнче администраци ытларах муниципалитета инвесторсене явăҫтарассипе ҫине тăрсах ĕҫленине хыпарланă. Вĕсене валли бизнеса аталантарма кирлĕ пек мĕнпур условисем хатĕрлесе тăратма тăрăшнине пĕлтернĕ. Нумаях пулмасть вĕсен тăрăхĕнче регион Пуҫлăхĕ ĕҫлĕ визитпа пулнăччĕ. Ун чухне каласа хăварнă ҫитменлĕхсене пĕтерессипе те сахал мар ĕҫлеме тивнине хыпарланă вырăнти ертӳҫĕ. Халăха ҫулахи тапхăрта шыва кĕме Атăл ҫыранĕ хĕрринче ятарлă вырăн хатĕрленĕ. Унта условисем маларахри вăхăтра пулманччĕ. Ун пирки республика Пуҫлăхĕ асăрхаттарнă хула ертӳлĕхне. Паян вара пăхма кăмăллă, пĕтĕмпех йĕрке хуҫаланать. Ырă улшăнусем пирки ҫирĕплетсе каланă Ольга Чепрасова.

Хулари социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама муниципалитет сахал мар патшалăх тĕревне тивĕҫет,  2018 ҫулта республика хыснинчен 1 млрд 202 млн илнĕ. Хулара ҫулсене тĕпрен ҫĕнетсе сарнă, нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче тирпейлĕх хуҫаланать.   

Вырăнти администраци тата халăх тухăҫлă ĕҫленине кура хулан сăн-сăпачĕ ырă енне куҫса пырать. Ҫак ĕҫе малалла та тăсмалла, пăрахăҫлама юрамасть. «Плансем пысăк пулмалла, халăхăн сĕнĕвне яланах шута илме тăрăшмалла. Ҫӳп-ҫап куписене пухса ямалла мар. Асăрхаттарусем тумалла. Профилактика ĕҫне те кулленех йĕркелесен вырăнлă пулĕ. Асфальт хĕрринчех халăха кирлĕ-кирлĕ мара сутма ирĕк памалла мар.  Пур ҫĕрте те тирпейлĕ пулмалла», - тесе чĕнсе каланă Михаил Игнатьев.

Пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсем бюджет, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентӳ, спортпа культура ыйтăвĕсем тавра та сăмах пуҫарнă кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă. 

 

Фоторепортаж



03 августа 2018
16:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter