«Чувашия» ГТРК тата Наци телерадиокомпанийĕн эфирĕсенче «Приложение силы» ятлă черетлĕ программа тухнă

В эфире ГТРК «Чувашия» и Национальной телерадиокомпании Чувашии – программа «Приложение силы»Ҫурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Россия 1» телеканалăн регионти уйрăмĕнче «Приложение силы» черетлĕ программа тӳрĕ эфира тухнă.

Программăна курас текенсем тепĕр хут «Россия 24» телеканалпа ҫурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче  каҫхине 19 сехетре, «Россия 1»  каналпа вара ҫурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче ирхине 9 сехетре пăхма пултараҫҫĕ. Чăваш Енри Наци телекуравĕнче ҫурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче каҫхине 20 сехетре курма май пулать.

Ку хутĕнче ертӳҫĕсем ĕҫ рынокĕнчи ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, «Опора России»  Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн вице-президенчĕ Марина Блудян, «Химпром» ПАО генеральнăй директорĕн ҫумĕ Дмитрий Соколов, Шупашкарти электроаппарат завочĕн директорсен канашĕн председателĕн ҫумĕ Алексей Шурдов, «Планета» организацийĕн генеральнăй директорĕ Луиза Дроздова, «Автоматика» наука производствин директорĕ Сергей Сорокин хутшăннă.

 Яланхиллех программăна ертсе пыраканĕ Раҫҫей журналисчĕ Сергей Ломакин пулнă.       



03 августа 2018
12:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter