Пенси енĕпе ҫыхăннă саккунсен ҫĕнĕлĕхĕсем пирки калакан сĕнӳсемпе регионта ĕҫлеме тытăннă

Ҫурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.  Пухăннисем Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пенси ыйтăвĕсемпе ҫыхăннă ҫĕнĕлĕхсем пирки каланă телехыпара сӳтсе явнă.    Палăртнă канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хутшăннă.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн шухăшĕ пирки хыпарланине асăннă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Пенси пирки калакан саккун проектне ҫăмăллăхсем кĕресси паллă тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш Ен Ертӳҫи республика бюджетĕнче хушма укҫа мĕн чухлĕ йышăнса хăварасси пирки ыйтăва тишкерме хушнă ятарлă министерствăсене.    «Малтанласа палăртса хунă пенси ҫулне тухмалли тапхăра пуласлăхра кĕскетме йышăнасси куҫкĕретех. Апла пулсан, ҫăмăллăхсем пирки калакан регионсенчи саккунсен базине ҫĕнĕллĕхсем кĕртмелле», — тенĕ вăл.     Кун пирки муниципалитет пĕрлешĕвĕсемпе те пĕрле сӳтсе явмалла тенĕ Пуҫлăх. Мĕншĕн тесен, хăш-пĕр ҫăмăллăхсем тӳрремĕнех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене пырса тивет тесе сăмаха малалла тăснă май.  «Эпир финанс тĕлĕшĕнчен укҫа-тенкĕне пĕчĕклетместпĕр. ЖКХ пайĕнчи ҫăмăллăхсем пуласси те паллă. Чăваш Республикинче Ĕҫ ветеранĕ ята илме ĕҫ стажĕ пĕчĕкленнĕ.   Апла пулсан, ҫăмăллăхсемпе пенси ҫулĕнчисем кăна мар, ҫывхараканнисем те усă курма пултараҫҫĕ», — тесе каланă регион Ертӳҫи.    

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ĕҫлеме тытăннине каланă вăл.  

«Патшалăх пулăшăвĕсене пурĕ 205 пин Чăваш Енре  пурăнакан граждан тивĕҫĕ. Вĕсене валли республика хыснинче ҫитес ҫул валли укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă. Вĕсене валли пурĕ 2 млрд 300 млн ытла укҫа уйăрнă», — тесе каланă министр.  

2019 ҫулта патшалăх пулăшăвне пама пенси ҫулĕнчи ҫынсене валли 2 млрд 400 млн уйăрнă. «Раҫҫей Президенчĕ транспортсемшĕн ҫăмăллăх  упранса юлассине, ĕҫ ветеранĕсене кашни уйăхрах  хушма пулăшу тивĕҫтермелли пирки паллă.  Вĕсене валли 1 пин те 500 тенкĕ пăхса хăварнă.  Вăл шутран 500 тенкĕ транспорт ҫинче ҫӳренĕшĕн саплаштармалли виҫе.  Кунсăр пуҫне ветерансен организацийĕсен ыйтăвĕсене тивĕҫерме кашни уйăхрах тенĕ пекех 150 тенĕ граждансене субсиди парса пулăшатпăр.  Вĕсем вара транспорт ҫинче ҫӳремелли билет туянаҫҫĕ», тесе пĕлтернĕ сăмаха малалла тăснă май Сергей Димитриев.    

Граждансен ĕҫ стажĕ ҫине пысăк тимлĕх уйăрни те куҫкĕретех.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ енчен те хĕрарăмсен пĕтĕмĕшле ĕҫ стажĕ 37 ҫул пулсан, вĕсен пенсине тухма ирĕк пуррине асăннă, арҫынсен вара 42 ҫул тесе палăртнă ĕҫ хутĕнче.  Апла пулсан пирĕнтен кашнин официаллă майпа ĕҫе вырнаҫасси ҫине тимлĕх уйăрма тăрăшмалла тесе тепĕр хут чĕнсе каланă вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче ҫитес ҫул валли бюджетра пенси ҫулĕнчи ватăсем валли ҫителĕклĕ  укҫа пăхса хăварнине асăннă.  Патшалăх пулăшăвĕ пулĕ тесе пĕлтернĕ вице-премьер. «Саккунсен йĕркинче налук ҫăмăллăхĕсем пирки, пурлăхшăн та тӳлемелли виҫесем ҫинчен асăннă.  Паянхи кун тĕлне республикăра пурĕ 170 пин пенсионер ҫăмăллăхсемпе усă курать.  Кун пек палăртнă йĕрке ӳлĕмрен те пулать», – хыпарланă Светлана Енилина.

2019 ҫултан пуҫласа ҫĕршĕн тӳлемелли налуксем ылмашăнаҫҫĕ.  Ҫăмăлăх пуласси паллă, унпа ватăсем усă курĕҫ.   Саккун нормипе 2019-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕҫлеме тытăнмалла тенĕ вице-премьер.   

«Чăваш Республикинчи Юстици министерстви пенси енĕпе кĕрекен ҫăмăллăхсем ҫинчен нормативлă базăна пĕтĕмпех тишкернĕ. Раҫҫей Президенчĕ тăратнă сĕнӳсене шута илсе хăварнă.  Ҫитес вăхăтрах, ҫăмăллăхсемпе усă куракан граждансене, нумай ачаллисене ятарлă базăна кĕртме пуҫлатпăр», пĕлтернĕ Наталья Тимофеева.    

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев актуаллă ыйтусене татса парассипе вăхăта вăраха тăсмасăр ĕҫлеме хушнă.  Граждансен интересĕсене хӳтĕлесси тĕп приоритет тесе каланă вăл сăмаха вĕҫленĕ май.  



30 августа 2018
18:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter