Правительство ҫуртĕнче «Ҫамрăк профессионалсем» Наци чемпионатĕнче мала тухнисене хаваслă лару-тăрура саламланă

Михаил Игнатьев встретился с участниками финала VI Национального чемпионата «Молодые профессионалы»Чăваш Ен пĕрлештернĕ ушкăнĕ «Ҫамрăк профессионалсем» Наци чемпионатĕнче 7 медале ҫĕнсе илнĕ. Раҫҫей Федерацийĕн 70 регионĕ хушшинче республикăри пĕрлештернĕ команда 14-мĕш вырăна тухнă. Мероприятисем Кăнтăр Сахалинра ҫурла уйăхĕн 8-12-мĕш кунĕсенче иртнĕ.

Ҫурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  мероприятинче мала тухнисене  укҫан пулăшу памалли пирки калакан ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Патшалăх енчен пулăшăва ачасене хатĕрлекен вĕрентекенсем те илесси паллă.     

Палăртнă кун Правительство ҫуртĕнче «Ҫамрăк профессионалсем»  Наци чемпионатĕнче мала тухнисене хаваслă лару-тăрура саламланă.  Паллă пулăма вĕсемпе пĕрле ачасене вĕрентекен ертӳҫĕсем те пухăннă.

«Ҫамрăк профессионалсем»  Регионти координаци центрĕн пĕрлешĕвĕн специалисчĕ Анна Крюковская чемпионатăн вĕҫленӳ тапхăрĕнче республикăран пурĕ 10 ача хутшăннине хыпарланă.  Вĕсемпе пĕрле 10 эксперт та пулнине асăнса хăварнă. Пĕтĕмпе чемпионат 63 тĕрлĕ ăмăртусенчен тăнă. Пурĕ 700 ҫамрăк яш-кĕрĕм хăйсен ăсталăхне кăтартса парса мала тухассишĕн тăрăшнă. Вĕсен ĕҫĕсене 700 эксперт хакланă.   Пирĕн ентешсем тĕрлĕ апат-ҫимĕҫе хатĕрлессие хăйсен ăсталăхне пысăк шайра кăтартса панă.  Строительство пайĕпе ҫыхăннă самантсем те сахал мар пулнă, вĕсенче те мала тухни куҫкĕретех.   Кашни ҫамрăк ăмăртусенче хăйсене тивĕҫлипех кăтартса пама пултарнине асăннă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев мала тухнисене ăнăҫусем суннă, малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă. «Профессионалсене предприятисемпе организацисенче хапăл тусах йышăнаҫҫĕ. Вĕсем яланах кирлĕ ĕҫ рынокĕнче», тенĕ вăл.  Регион Пуҫлăхĕ ĕҫ рынокĕнче паха пĕлӳ илнисем яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă вăл. Кунсăр пуҫне пуҫаруллă яш-кĕрĕм пулмалла, ун чухне тин мĕн шухăшласа хунине пурнăҫа кĕртсе пыма май килĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан производствăсем кунран кун вăй илсе пыраҫҫĕ, пысăк технологи те предприятисенче курăмлăн пурнăҫа кĕрет, вĕсемпе ĕҫлеме паха специалистсем паллах кирлĕ. Апла пулсан, пуҫаруллă пулни, мал ĕмĕтлĕ пысăк профессионал пулассишĕн ҫине тăрса ĕҫлени ҫав тери аван тесе каланă регион Пуҫлăхĕ. «Хăвăр суйланă профессипе кулленех аталанса пымалла, унпа кăсăкланма пăрахма пачах та юрамасть. Ун чухне тин пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăласси куҫкĕретех пулĕ», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Кулленех пысăк пĕлӳ илессишĕн тăрăшмалла. Ăна валли условисем те регионта сахал мар тесе хушса каланă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Республика Правительстви техникумсемпе колледжсене хапăл тусах пулăшма тăрăшать.  Вĕрентӳ учрежденийĕсенче ҫамрăксен пĕлӳ шайне ӳстерсе пыма условисем чăнласах та питĕ нумай. Уйрăмах ĕҫ профессийĕсене алла илме меллĕ. Инженер технологсем пулассишĕн те ҫамрăксем хăйсен ирĕкĕпе савăнсах вĕренеҫҫĕ.  

Пирĕн республикăри яшсемпе хĕрсен ĕҫĕсене Петербургра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче те пысăка хурса хакланă.   «Индекс образовательной инфраструктуры российских регионов» тĕпчев ĕҫĕнче Чăваш Республикин ушкăнĕ малти вырăна тухса ыттисене тĕслĕх кăтартса панă.

Паянхи пурнăҫ таппинче республикăри нумай техникумсемпе колледжсенче паянхи ĕҫ рынокĕнче чи кирлĕ профессисемпе паха специалистсем хатĕрлесе кăларассишĕн ĕҫлеҫҫĕ. Пĕлӳ шайне те кулленех ӳстерсе пыраҫҫĕ вĕрентекенсем. Учрежденисенче пурлăхпа техника бази пуян пулни, вĕрентӳ классĕсене тĕрĕс йĕркелесе пыма, вĕсенче хăтлă условисем тума витĕм кӳреҫҫĕ. Чи пахи – вĕренсе тухнă яш-кĕрĕм туххăмрах предприятисемпе организацисене вырнаҫни.   

«Ҫамрăксен пĕлӳ шайне хăпартма, пруҫаруллă проектсемпе ĕҫлеме условисем йĕркелетпĕр. Сирĕн вара ҫитĕнӳсемпе палăрассишĕн вăй хума тивет.  Хăвăрăн вăя шанмалла, ĕненмелле», тесе ҫирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Сергей Кудряшов  Правительство юлашки ҫулсенче вĕренӳ пайне миллиардшар укҫа тăкакланнине пĕлтернĕ. Ҫаксем пĕтĕмпех вĕрентĕве хăватлантарма витĕм кӳнине асăннă вăл.

Шупашкарти электромеханика колледжĕн ертӳҫи Алексей Судленков ҫулсерен  Наци чемпионатне хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ ӳссех пынине асăннă. «Ҫамрăк профессионалсем» конкурс вăй илсе пырать тенĕ вăл.

Ҫамрăксем хăйсен пултарулăхĕсем пирки каласа кăтартнă канашлăва пухăннă ертӳҫĕсене, чемпионат питĕ килĕшнине хыпарланă вĕсем.  

Александр Мусатов ылтăн медале ҫĕнсе илнĕ конкурсра.  Автоматика пайне питĕ ҫивĕч ăнкарать. Ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăнă.

Пĕр пухăннă пек чухне, яшсемпе хĕрсем хăш-пĕр ыйтусене пирки те чарăнса тăнă, кашнинпех тивĕҫлĕ хуравсем илнĕ.    

Фоторепортаж



30 августа 2018
11:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter