Пăр керменĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Кубокне ҫĕнсе илессишĕн хоккейла выляссипе турнир иртнĕ

Победой хоккейного клуба «Чебоксары» завершился турнир на призы Главы Чувашской РеспубликиҪурла уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуҫласа 30-мĕшĕччен, «Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Кубокне ҫĕнсе илессишĕн хоккейла выляссипе турнир иртнĕ. Ăмăртусем 2016-мĕш ҫултан пуҫласа кăҫалхипе виҫҫĕмĕш  хут иртеҫҫĕ. Ăна йĕркелесе ирттересси ырă йăлана кĕнĕ.

Кубока ҫĕнсе илессишĕн пурĕ 4 ушкăн тупăшнă. Финала вара ХК «Кристалл» тата ХК «Шупашкар» тухнă.

 Спортсменсене тата куракансене саламлама Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ  Николай Малов, Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Игорь Головин хутшăннă. Хĕрӳ тупăшура мала тухаканĕ Шупашкар команди пулнă, хирĕҫ командăна 4:3 шутпа парăнтарнă.

Ăмăртусем вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ турнирта мала тухнă ушкăна саламланă, питĕ лайăх вылянăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Ку хутĕнче куракансем те хăйне евĕр хастар пулнине, вĕсем те пирĕн ентешсемшĕн хапăл тусах алă ҫупса ларнине асăннă.  Пĕрремĕш вырăна тивĕҫнĕ ушкăна Михаил Игнатьев Кубок тыттарнă, кашни спортсмен ăста вылянине, вĕсен малашлăхĕ пысăк пулассине  шанса каланă. Торжествăлла церемонире Михаил Игнатьев ушкăнсен ертӳҫисене Павел Антипова (ХК«Кристалл») тата Дмитрий Созонова (ХК «Шупашкар») асăнмаллăх парнесем парса хавхалантарнă.

«Хоккей – калама ҫук ҫав тери хитре спортăн тĕсĕ. Паян та,  Пăр керменĕнче халăх йышлă пухăннă. Вăл хăйех спорта ҫынсем кăмăл тунине ҫирĕплетет. Куракансем те хастар.  Палăртма кăмăллă, пирĕн ентешсене спорт енĕпе хăйсен ăсталăхне туптаса пыма  регионта ҫав тери лайăх условисем. Савăнатпăр, Чăваш Ен команди мала тухнишĕн.  Пуласлăхра тата та хĕрӳ ăмăртусем пулĕҫ.  Шанатпăр, пĕрле тăрăшсан ӳсĕмсем пулаҫҫех», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Фоторепортаж 



31 августа 2018
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter