Ҫĕрпӳре ҫĕнĕ шкул уҫăлнă

В Цивильске открылась новая школаҪурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Ҫĕрпӳ хулин кăнтăр районĕнче  М.В. Силантьев ячĕл­лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 1-мĕш №-лĕ ҫĕнĕ шкул уҫăлнă.

Паллă пулăм ячĕпе вĕрентекенсене, ачасене, ашшĕ-амăшĕсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.  «Ачасем валли вĕренме хăтлă условисем йĕркелесе парасси Раҫҫей Президенчĕн Владимир Путинăн политики.  Объект «Шкул 2025» федераци программипе килĕшӳллĕн ҫĕкленнĕ. Ҫĕршыв ертӳлĕхĕ палӑртнă тĕллевсене эпир ăнăҫлăн пурнăҫа кĕртсе пыратпăр.  Кашни ҫул регионта ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ шкулсем ҫĕкленеҫҫĕ», – тенĕ  республика Пуҫлăхĕ. 

Шкул хăпартса лартас ĕҫе хастар хутшăннисене республика Ертӳҫи мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Курăмлă ҫĕкленсе пыракан микрорайонта ача сачĕсем те туса лартнă. Палăртма кăмăллă: паян ҫĕнĕ шкулти пĕрремĕш класа 189 ача килнĕ», – тенĕ вăл. Шкулта ачасене вĕренме кирлĕ пӗтӗм услови ҫителĕклĕ пулнине те асӑннӑ республика Ертӳҫи.

Савăнăҫлă лару-тăрăва пухăннисене ҫавăн пекех Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов саламланă, пикенсех пĕлӳ пухма суннă.   РФ Ҫут ĕҫ ми­нистерствин «Шкул 2025» дирекцийӗ» ФГПУ-н ертсе пыракан специалисчӗ Алексей Куприянов савăнăҫлă лару-тăрăва пухăннисене ҫĕнĕ шкул уҫăлнă ятпа саламланă, РФ ҫут ĕҫ Министрĕн  Ольга Васильевăн салам ҫырăвне вуласа панă. 

Ҫĕрпӳ районĕн пуҫлăхĕ, шкул директорĕ Татьяна Баранова кăҫал шкула йĕр-келесе янăранпа 200 ҫул ҫитнине хыпарланă, унăн историйĕ хăйне евĕр пуян пулнине палӑртнă.   Шкул канашĕн председателĕ Сергей Павлов ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе, ҫакăн пек паха парнешĕн – ҫĕнĕ шкулшăн пурне те тав тунă.

Паян савăнăҫлă лару-тăрура «ПМК-8» ТМЯО генеральнăй директорне Виталий Ижелеева «Ҫĕрпӳ хулин хисеплĕ гражданинĕ» ята парса чысланă.

Мероприятинче ентешсене паян Ҫĕрпӳ районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Борис Марков, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Сергей Кудряшов, Чăваш Республикин Пат­шалăх Канашĕн депутачĕсем Елена Николаевӑпа Николай Курчаткин тата ытти официаллă ҫынсем саламланă. 

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыҫҫăн хăнасене шкулпа паллаштарнă,  классене, лабораторие, столовăя тата ытти ҫӗре кĕртсе кăтартнă. Условисем ҫав тери лайăх пулнине кашни ҫын ҫирĕплетнĕ.

Михаил Игнатьев спорт ăмăртăвĕсенче мала тухнисемпе курса калаҫнă, вĕсен ҫитĕнĕвĕсем пирки ыйтса пĕлнĕ, спорт яланах кăмăл-туйăма хавхалантарнине, мала тухма хистенине, сывлăха ҫирĕплетме витĕм кӳнине ҫирӗплтенӗ.

Регион Пуҫлăхĕ ҫамрăксене тарăн пĕлӳ илме, каярах предприятисемпе организацисене ӗҫе вырнаҫса республикăшăн, Тăван ҫĕршывшăн пархатарлă ĕҫсем тума суннă.

Хăнасем ҫавӑн пекех футболла вылямалли уя тухса курнă, ачасем, ҫамрăксен ăсталăхне курса савăннă.  

«Эпир ҫĕнĕ шкул хута кайнӑшӑн питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Условисем лайăх, спортăн тĕрлĕ енĕпе аталанса пыма меллĕ.  Республика шайĕнче иртекен «Орленок» ăмăртусене  хатĕрленме те лайăх. Стадион, футбол уйӗ, тренажерсем пур. Столовӑй  пысӑк та хӑтлӑ. Ку шкулта вӗренме пуҫласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗм. Нумаях пулмасть ҫĕнĕ кĕнекесем те тӳлевсĕр илтĕмĕр», - тесе савăнса пĕлтернĕ 11-мĕш класра вĕренекен Даниил Тапиров.

«Эпир кашни кун тенĕ пекех ҫак шкул уҫăласса чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ҫĕнĕ шкулта тарăн пĕлӳ пухмалли майсем чаплă», - тенĕ Валентина Вершкова,  икĕ ача амăшĕ. 

Михаил Игнатьев шкулăн спорт комплексĕнче яланах ачасем хӑйсен ăсталăхне ӳстерччĕр, вӑл нихăҫан та пушă ан тăтăр тенĕ.  

Ырă йăлана пӑхӑнса хăнасем шкул территорийĕнче йывăҫ-тĕм лартса хăварнă.  

Аса илтеретпĕр: шкулта 1206 ача пӗлӳ илӗ.  Ҫĕрпӳре халӗ шкул ачисене иккĕмĕш сменăпа вĕрентессине пăрахăҫланă.  

Фоторепортаж



31 августа 2018
17:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter