Куславккара тĕрлĕ министерствăсемпе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче Спартакиада иртнĕ

В г. Козловке состоялись соревнования XVII Спартакиады работников органов государственной власти и местного самоуправленияҪурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Куславккара тĕрлĕ министерствăсемпе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче Спартакиада иртнĕ. Кăҫалхипе вăл XVII-мĕш хут йĕркеленнĕ.

Савăнăҫлă спорт уявне пухăннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин спорт министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Игорь Головин, Куславкка районĕн пуҫлăхĕ Юрий Петров, район администрацийĕн ертӳҫи Андрей Васильев саламланă.    

Спорт мероприятийĕсем пурне те пĕр чăмăра пухăнса ĕҫлеме вĕрентсе пынине, командăра тăрăшма витĕм кӳнине палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Халăха сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма вĕрентесси патшалăх приоритечĕсенчен пĕри.  Чăваш Ен спортпа туслă чи вăйлă регион шутĕнче яланах пулнă. 2019-мĕш ҫулта федераци шайĕнче пысăк спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ, вĕсен шучĕ 60 иртсе кайнă. Паян та эсир спорта килни ырă тĕслĕх, ыттисене сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнма вĕретсе пырать», тенĕ регион  Ертӳҫи.

«Пирĕн ушкăна шăпах та, спорт пĕрлештерсе тăрать. Пурсăмăра та ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма вĕрентет. Апла пулсан, кирек-епле организацисен ертӳҫисен те хăйсем патĕнче тăрăшакансене сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма витĕм кӳмелле», хушса каланă Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.  ГТО нормисене тултаракансене эпир яланах хисеплетпĕр.  Пур ҫавăн пек муниципалитетсем е тата ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсем пачах та ГТО паманнисем. Ун пек пек ĕҫлеме юрамасть, ҫитменлĕхсене пĕтерессишĕн ырми-канми тăрăшма тивет тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.

2018 ҫулта ҫу уйăхĕнче Раҫҫей Президенчĕ алă пуснă указра 12 направленипе ĕҫлеме палăртнă. Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри – халăхăн пурăнас ĕмĕрне вăрăмлатасси.  Апла пулсан, ҫынсен хăйсен сывлăхне упрассишĕн тăрăшмалла, спорта кӳлĕнмелле. «Спортпа туслă ҫын яланах пуҫаруллă, кирек-епле йывăрлăха та парăнтарма пĕлет, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать», тенĕ регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев, пурне те ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма чĕнсе каланă, ҫулран ҫул спорта юратакансен йышĕ ӳссе пытăр тенĕ.

Спорт уявне пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, район пуҫлăхĕ Юрий Петров саламланă, ҫивĕч тупăшусенче хастаррисене мала тухма суннă.

Спорт халăхăн пурнăҫĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каланă Валерий Филимонов. «Спорт нацине сыватма май парать. Демографи лару-тăрăвне те ырă енне куҫарма витĕм кӳрет. Массăллă спорт яланах пĕр чăмăра пухăнса пурсăмăра та туслăн ĕҫлеме пулăшать.  Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен хăватланма, пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма хавхалантарать», тенĕ вăл ентешсене саламланă май.

Уявра яланхиллех пĕлтĕр Спартакиадăра мала тухнисене наградăсем парса чысланă.

Патшалăх влаҫ органĕсем хушшинче малти вырăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн пĕрлештернĕ команди тухнă.

Федераци службисем хушшинче Раҫҫей Налук службин регионти Управленине ҫитекенни  пулман.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче вара Шупашкар районĕ пурне те кая хăварнă, пĕрремĕш вырăн ҫĕнсе илнĕ.

Аса илтеретпĕр ăмăртусем ҫулсерен спортăн 13 енĕпе иртеҫҫĕ. Пĕтĕмпе 6 тапхăрпа пулаҫҫĕ мероприятисем.

Хутăш эстафетăра Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви мала тухнă. Иккĕмĕш вырăна ГКЧС тăрăшакансем ҫĕнсе илнĕ, виҫҫĕмĕшне Спорт министерстви тивĕҫнĕ.

Канат туртассипе Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви маттур пулнă, иккĕмĕшне  Гостехнадзор, виҫҫĕмĕшне вара Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн команди тивĕҫнĕ.

Пăшалпа тĕл перессипе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн командине ҫитекенни пулман, вĕсем пурне те хыҫа хăварса пĕрремĕш вырăна тухнă. Иккĕмĕш вырăна ГКЧС, 3-мĕшне – Чăваш Республикин Финанс министерстви ҫĕнсе илнĕ.  

Фоторепортаж



06 августа 2018
07:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter