Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Куславккара ĕҫлĕ визитпа пулнă май, Федерацин айăплав пурнăҫлав службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуҫлăхĕпе Александр Роботапа тата Раҫҫей УФСИН Управленийĕн 5-мĕш №-лĕ уйрăмĕн ертӳҫипе Дамир Якуповпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

В Козловке Михаил Игнатьев ознакомился с условиями работы персонала и трудовой деятельности заключенных в исправительной колонии № 5Ҫурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Куславккара ĕҫлĕ визитпа пулнă май, Федерацин айăплав пурнăҫлав службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуҫлăхĕпе Александр Роботапа тата Раҫҫей УФСИН Управленийĕн 5-мĕш №-лĕ  уйрăмĕн ертӳҫипе Дамир Якуповпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем хăш-пĕр уйрăм ыйтусене тĕплĕн тишкернĕ, районти айăплав пурнăҫлав службин ĕҫĕпе кăсăкланнă, условисене курса хакланă.   

Михаил Игнатьев асăннă служба республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тимлекенсемпе конструктивлă майпа ҫыхăнса ĕҫленине каланă.  «Организацире мĕнпур халăх ĕҫе кӳлĕннине курса ĕнентĕмĕр.  Тĕрмере пурăнакансен ĕҫĕ кулленех йĕркеллĕ пурнăҫланса пырать. Тăрăшулăх сисĕнет. Ку вара чи кирли», тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  Вĕсем тирпейлекен таварсем предприятисемпе организацисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, ăна час-часах ыйтнине палăртнă.

«Республикăра тăнăҫ пурнăҫ хуҫаланать. Пирĕн яш-кĕрĕме тĕрĕс ҫул ҫине тăма вĕрентесси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Саккунсене пурин те ҫирĕп пăхăнмалла. Йĕрке пăсакансем вара пачах та пулмасан лайăх», тенĕ Михаил Игнатьев.  

«Айăплисене явап тыттарни – вĕсене воспитани пани, тӳрĕ ҫул ҫине тăма пулăшни паха. Пирĕн обществăна саккуна пăхăнса пурăнма вĕрентекенсене каялла тавăрасси тĕп тĕллев. Вĕсем халăхпа пĕрле килĕшсе пурăнсан пурне те лайăх пулĕ», тенĕ Александр Робота.   Сăмаха май, республика ертӳлĕхне йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене татса пама витĕм кӳнĕшĕн, пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă.

Пĕр килнĕ пек чухне районта ертӳҫĕсем тĕрмери ҫĕвĕҫ цехĕнче пулнă, вĕсен условисене курса хакланă. Кунта хĕрарăмсем те сахал мар, вĕсем ытларах кĕпе-тумтир ҫĕлессинче тăрăшаҫҫĕ. Специалистсем вăй тытăмĕнче ĕҫлекенсем валли ятарлă формăсем калăпласа кăлараҫҫĕ. 2017-мĕш ҫулта 17 тĕрлĕ форма тирпейленĕ   тĕрмене лекнисем. Кунсăр пуҫне пахча ҫимĕҫ лартса ҫитĕнтереҫҫĕ, ҫăкăр пĕҫереҫҫĕ. Хăйсене валли ҫителĕклĕ тавар кăлараҫҫĕ.  

2010-мĕш ҫулта ФБУ ИК-5 пилот проекта кĕрсе юлнă, патшалăх пулăшăвне 23 млн тивĕҫнĕ, тĕпрен юсав ĕҫне йĕркеленĕ, условисене хăтлăлатнă, пурлăхпа техника базине ҫĕнетнĕ. 

Фоторепортаж



06 августа 2018
09:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter