Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Куславккара пулнă, муниципалитет хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленнипе кăсăкланнă

Ҫурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Куславккара пулнă, муниципалитет хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленнипе кăсăкланнă. Кунсăр пуҫне таврари тирпей-илеме те ертӳҫĕсем пăхса ҫаврăннă.  20092017-мĕш ҫулсенче Куславккари 9-мĕш №-лĕ котельнăй ĕҫне Мускавра шутланса тăракан «Паритет» ТМЯО пăхса тăнă.  Пурлăха аренда шучĕпе вĕсем «Теплоснаб»  ТМЯО панă.  Организаци Иваново хулинчен пулнă. 2017-мĕш ҫулта предприяти пăрахăҫланнă, панкрута тухнă.  Хыҫҫăн пачах та юсав ĕҫĕсене йĕркелемен, тĕрлĕ хатĕрсем юрăхсăра тухса пынă. Паян паллă, юсав ĕҫĕсене йĕркелесси питĕ актуаллă.  Пурлăх «Паритет» ТМЯО ҫирĕпленсе тăрать тесе ĕҫ хучĕсене тăратнă.

Малашне организаци «Чувашгаз»  ГУП ҫинче шутланса тăрать. Унăн директорĕ Сергей Варлашкин хальхи вăхăтра юсав ĕҫне хатĕрлеме план тунине хыпарланă,  2 млн  пĕтерме палăртнă тенĕ ертӳҫĕ. Кăҫал юсав ĕҫне юпа уйăхĕ пуҫланччен вĕҫне-хĕрне ҫитерме тĕллев лартнă тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Пуласлăхра ытти ĕҫсем те пуррине, хальхи вăхăтра проектсемпе тимлĕн ĕҫлетпĕр тесе пĕлтернĕ директор.  

Енчен те палăртса хунă ĕҫсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртсен, муниципалитетра халăха вĕри шывпа тивĕҫтересси нимĕнле чăрмавсемсĕрех пулассине хыпарланă район администрацийĕн ертӳҫи Андрей Васильев.

Пурлăхсемпе пĕлсе тата тухăҫлă усă курма чĕнсе каланă вырăнти ертӳлĕхе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. «Мускаври организацине шанса панă пурлăха вырăнти ертӳлĕх. 8 ҫул халăхран укҫа пуҫтарнă, паян вара панкрута тухнă тесе пĕлтереҫҫĕ. Парăм 40 млн пухăннă. Таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлеменнисенчен пăрăнмалла, ҫывăха та яма юрамасть. Паян вара йĕрке пăсакансене явап тыттарассишĕн ҫине тăрсах тăрăшмалла», тесе ҫирĕп каланă Михаил Игнатьев. Пĕр килнĕ пек чухне Куславккари Атăлăн ҫыран хĕррине те курса ҫаврăннă Михаил Игнатьев.  Ҫуртсем таврашĕнчи тирпейлĕхе пăхса тухнă. Пĕлтĕр Куславкка хулине хăтлăлатас тесе, патшалăх программипе килĕшӳллĕн 6 млн 744 пин парса тивĕҫтернĕ. Объектсене ҫĕнетнĕ, инфратытăма лайăхлатнă.  Михаил Игнатьев вырăнти халăха тавралăха тирпей-илем кĕртме витĕм кӳнĕшĕн мухтаса хăварнă, тăван ҫĕре юратнăшăн тав тунă.

Хула ҫыннисем вара каялла тав тунă, пурăнма условисене чаплă тума тĕрев панăшăн Правительствăна ырланă, хăйсен лайăх шухăшĕсене пĕлтернĕ.

Муниципалитетра нимĕнле кăлтăксем те пулманнине, вĕри тата сивĕ шывпа вăхăтра тивĕҫтернине хыпарланă ҫынсем, анчах та хутса ăшăтмалли система кирлĕ пек ĕҫлеменнине пăшăрханса каланă. Ӳлĕмрен чăрмавсем пулмĕҫ,  «Чувашгаз»  ГУП йĕрке туса ҫитерĕ тенĕ Михаил Игнатьев.  

Хула ҫынисем футбол уйĕ пирки ыйтса пĕлнĕ республика Пуҫлăхĕнчен.  Ҫыран пĕр енчен тепĕр енне куҫмалли пулсан питĕ аван пулнă пулĕччĕ тенĕ халăх. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама пуҫаруллă проектсем республика шайĕнче ăнăҫлă ĕҫлесе пынине пĕлтернĕ. Халăха активлăрах пулма чĕнсе каланă.

Ҫитес кунсенче муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫур ҫулхи ĕҫне пĕтĕмлетессипе анлă канашлу иртессине асăнса хăварнă. Ун чухне шăпах та, сĕнӳсем тăратсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ Ертӳҫĕ, пуласлăх валли тĕллевсене палăртса хăварма та меллĕ пулнине каланă. 

Фоторепортаж



06 августа 2018
07:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter