Етĕрне районĕнче Пĕтĕм Раҫҫейри лаша ӑмӑртӑвĕн "Чӑваш Ен Кубокĕ" иртрĕ

Михаил Игнатьев посетил Всероссийские конные бега «Кубок Чувашии»Ҫурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Етĕрне районĕнче Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче «Чăваш Ен Кубокĕ» лашасен чупăвĕ иртнĕ.

Мероприятине Тутарстан Республикинчен, Пушкăртран, Чĕмпĕртен, Мускавран тата ытти субъектсенчен хăнасем чылайăн килсе ҫитнĕ.  Пĕтĕмпе 3 пин ытла ҫын пуҫтарăннă.

Торжествăлла пай пуҫлансан, хăнасене, ентешсене, мĕнпур ҫынна чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

Ҫакăн йышши мероприяти Етĕрнере иртни Чăваш Ен халăхĕшĕн ҫав тери сумлă пулнине асăннă регион Пуҫлăхĕ. «Ҫулсерен ҫак ăмăртăва хутшăнас текенсен йышĕ нумайланса пырать. Кăҫал та лашасемпе ăмăртас чупу чи ҫӳллĕ шайра иртессине шанатпăр.  Лашапа ăмăртакансем спорт уявне пухăннисене савăк кăмăл парнелессишĕн тăрăшаҫҫĕ», тенĕ вăл.   

2026-мĕш ҫулта В.И.Чапаев ячĕллĕ лашасем тытакан завод 100 ҫул тултарать.  Халăх асăнче ĕмĕрлĕх тарăн йĕр хăвартăр тесе, учрежденине тĕпрен ҫĕнетсе улăштармаллине каланă регион Ертӳҫи.

Уява хатĕрлесе ирттерме пулăшнисене мухтаса тав тунă Михаил Игнатьев.  Пурне те пысăк ҫитĕнӳсем тума суннă.

Уявра В.И.Чапаев ячĕллĕ  лашасем самăртакан заводра ĕҫлекен механика Евгений Воробьева тӳрĕ кăмăлпа ĕҫленĕшĕн, пысăк хисепе тивĕҫнĕшĕн тата аслă ветеринари врачне Оксана Митькановăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Тав ҫырăвне тата алла ҫыхмалли сехет парса чысланă.

Мероприятине пухăннисене ытти официаллă ҫынсем те саламланă.  

«Племенной конный завод имени В.И. Чапаева» АУО генеральнăй директорĕ Роман Малов кăҫалхипе ҫакăн йышши мероприяти тăваттăмĕш хут иртнине палăртнă. Пурне те хавхалануллă кăмăл-туйăм суннă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хăйĕн сăмахĕнче ентешсене саламланă май, регионта ҫак заводра тăрăшакансене пула, палăртнă спорт кирлĕ пек шайра вăй илсе пынине асăннă. Лашасене самăртасси, вĕсене ăратлантарасси те куҫкĕретех палăрса тăрать тенĕ вăл. Специалистсен паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче тенĕ Председатель. «Уяв тата та  спортăн ҫак тĕсне юратакансене хавхалантарса ярать, халăха сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма вĕрентет», - тенĕ Валерий Филимонов. Хисепе тивĕҫнисене вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн грамотине парса тивĕҫтернĕ. Сумлă ҫынсем хушшинче: Максим Бажайкин, Сергей Мушиц.   

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов  пухăннă мĕнпур халăха саламланă май, тивĕҫлĕ ветерана Вячеслав Политова тав тунă, паха ĕҫ опытне ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе хăварнăшăн мухтанă, вăл заводра 38 ҫул ытла тăрăшнине аса илнĕ.     

Ăмăртусенче пурĕ 21 лашана кӳлнĕ. Хĕрӳ тупăшура Шăмăршă тăрăхĕнчен килсе ҫитнĕ лаша тата унăн хуҫи Юрий Яковлев ыттисене пурне те кая хăварса мала тухнă.

Лаша ҫине ларса ăмăртакан Анна Макаровăна ҫитекенни пулман, вăл Ва-Банк тихапа пĕрремĕш вырăна тухнă.  

Бронза кубока илекенĕ Елчĕк тăрăхĕнчен килсе ҫитнĕ Валерий Краснов, кĕмĕле тивĕҫекенни вара  Патăрьелсем пулнă.

Ылттăн кубока тивĕҫекенни Тутарстан Республикинчен килсе ҫитнĕ Диля Галимзянов.  

Лашасен чупăвĕ концерт программипе вĕҫленнĕ. Хăнасем валли тĕрлĕ куравсем ĕҫленĕ, хаваслă юрă-кĕвĕ янăранă.  

Фоторепортаж



06 августа 2018
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter