Ҫамрăк специалистсене ĕҫе вырнаҫтарас ыйтăва паян планеркăра тĕплĕн сӳтсе явнă

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Унта яланхиллех Министрсен Кабинечĕн членĕсем тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕҫлекенсем пуҫтарăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – аслă шкулсенчен тата вăтам професси пĕлĕвне илнисене ĕҫпе тивĕҫтерессине тарăн тишкернĕ.   2017–2018-мĕш ҫулсенче ун йышши учрежденисенче пурĕ 62,3 пин ҫын вĕренсе тухнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов кăҫал аслă шкулсенчен тата техникумпа колледжсенчен пурĕ 15499 ҫын вĕренсе тухнă тесе хыпарланă. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсенчен 41,2 проценчĕ ĕҫе вырнаҫнă.  Ҫамрăксене ĕҫпе тивĕҫтерессинче центрсем активлă ĕҫленине каланă министр. Яш-кĕрĕм валли кирлĕ пек мĕнпур хыпарсем ҫителĕклĕ пулнине те асăнса хăварнă.

«Ҫулсерен ĕҫпе тивĕҫтерес ыйту кирлĕ пек шайра пурнăҫланса пырать. Кадрсем паха. Ĕҫе вырнаҫаймасăр тăрса юлакансем сахал, ҫамрăксем ĕҫе юратни сисĕнет», — тенĕ Александр Иванов сăмаха малалла тăснă май. 2016/17-мĕш ҫулсенче вĕренсе тухнисенчен 6 проценчĕ ҫеҫ ĕҫсĕр тăрса юлнине хыпарланă министр.

Чăваш Республикин ĕҫлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче ĕҫ профессипе 19 пин ваканси пуррине палăртнă. Медицина ĕҫченĕсем, ҫĕвĕҫсем, штукатурсем, сутăҫăсем, апат хатĕрлекен специалистсем ытларах кирлĕ тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев халăхăн ĕҫ укҫи виҫи ӳссе пынине асăннă, кун пирки Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пуснă указĕнче те палăртнине каласа хăварнă Михаил Игнатьев. Калăпăр районсемпе хуласенче вăтамран ĕҫ укҫин виҫи 15-16 процента яхăн хăпарса пынине те асăннă вăл.  

Ҫамрăксене ҫĕнĕ хыпарсене пĕлтерсех тăмалла, официаллă майпа ĕҫе вырнаҫни ӳлĕмрен тата та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулассине чĕнсе хăварнă. «Сăрă» схемăсенчен пăрăнмалла. Пуласлăхра йывăрлăха кĕрсе ӳкме пулĕ.  Предприятисем улталаса укҫа тӳлеҫҫĕ, налуксем куҫарас  мар тесе пĕчĕк шалу кăтартаҫҫĕ. Кун пек йĕркесĕрлĕхсенчен асăрхануллă пулмалла пурин те.  

Предпринимательлĕх пайĕ вăй илсе пырать. Ҫак ĕҫе ҫамрăксем хастар йышăнаҫҫĕ. Регионта бизнес йĕркелеме вара ҫителĕклĕ таран услови. Проектсем ҫеҫ тăратмалла, вĕсем чаплă пулсан тата та вырăнлă пулĕҫ.

Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствине миҫе ҫын ҫак ĕҫпе тăрăшма хатĕррине пĕтĕмлетӳ тума хушнă, кăтартусене тĕплĕн тишкерме каланă. 

Предприятисемпе организацисем аслă шкулсемпе тачă ҫыхса ĕҫлени пĕлтерĕшлĕ,  пулас специалистсене вĕрентсе пыраҫҫĕ, каярах хăйсем патне ĕҫе илни те куҫкĕретех тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе регион Пуҫлăхĕ.

 



06 августа 2018
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter