Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулинче ĕҫлĕ визитпа пулнă

Михаил Игнатьев проинспектировал объекты столицы республикиҪурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулинче ĕҫлĕ визитпа пулнă.  Вĕренӳ учрежденийĕсене ҫĕнĕ тапхăра епле хатĕрлесе ҫитернипе кăсăкланнă. Шупашкарти 56-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула палăртнă кун регион Пуҫлăхĕ ҫитсе килнĕ. Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркеленине, автомашина ҫулĕсене сарнине ҫула май тишкернĕ, Гагарин урамĕнчи объектсен строительство ĕҫне хакланă. Унпа пĕрле ҫулҫӳреве Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков тухнă.

Ҫӳлерех палăртнă шкула 1990-мĕш ҫулта ҫĕклесе лартнă.  Проектпа килĕшӳллĕн, пĕр харăсах учрежденире 825 ача вĕрентме пăхса хăварнă. 2017/18-мĕш ҫулсенче шкулта вара 1483 ача ăс пухнă.  Вĕренекенсен шучĕ ӳссе кайнине кура, икĕ сменăпа ĕҫлеме пуҫланă. 2018/19-мĕш ҫулсенче 1648 ача йышăнма плана кĕртнĕ. 

Шкул директорĕ Светлана Короткова хăйĕн сăмахĕнче «Лента» микрорайон хута кайнине кура, шкула вĕренме ҫӳрес текенсен шучĕ тата та ӳснине хыпарланă.

2018 ҫулта ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне хатĕрленсе  объекта тĕпрен ҫĕнетме 3,7 млн тенкĕ тăкакланине хыпарланă. Шкулăн пурлăхпа техника базине тĕпрен ҫĕнетме май килнине те асăнса хăварнă ертӳҫĕ.  Ҫĕнĕ классем уҫнине, пĕрремĕш хут вĕренме килекенсем валли хăтлă условисем хатĕрлесе тăратнине пĕлтернĕ.  Шкулăн гараж пулнă, ăна халĕ ҫĕнĕ объект пек хатĕрлесе тăратнă, урăх тĕллевпе усă курмалла тунă.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ шкулта вĕренӳ хатĕрĕсене те ҫĕнетсе пыма чĕнсе каланă.  Кашни ҫул мĕн те пулин ҫĕннине тумалла, ун чухне ачасем те хаваспах вĕренме ҫӳрĕҫ тесе сăмаха малалла тăснă Пуҫлăх.

Шкулăн спорт лапамне пăхса ҫаврăннă ертӳҫĕсем.  Объекта тĕпрен ҫĕнетнĕ. Строительство ĕҫне пурнăҫлама 5,7 млн тăкакланă. Ачасем хаваспах малашне футбол выляма ҫӳрĕҫ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков проекта ытти шкулсене пăхса хатĕрленине хыпарланă. Палăртнă ĕҫсем пĕтĕмпех графикпа пулса пынине асăннă.

Ҫитес ҫулта ҫутăпа шкулти спорт площадкине тивĕҫтерме плана кĕртсе хăварнă. 2014/18-мĕш ҫулсенче пурĕ Шупашкар хулин хыснинчен шкула тĕпрен юсаса пыма 12 728,4 пин тăкакланă.  Вĕрентӳ хатĕрĕсене туянма вара 4090,2 пин пĕтернĕ.

«Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕле ачасене ырă улшăнусем кĕтеҫҫĕ. Условисем чаплă, классем ҫутă», палăртнă Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, шкул территорине тирпей-илем кĕртме чĕнсе каланă, чечексем лартма хушнă.

Малалла Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Гагарина урамĕнчи автомашина ҫулĕсене пăхса ҫаврăннă, строительство ĕҫĕпе кăсăкланнă.  «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» программăпа килĕшӳллĕн, объектра «Воддорстрой» ТМЯО тимлет.  Вĕсем пурĕ 1 ҫухрăм ытла ҫула тирпейлесе сараҫҫĕ. Паллă, технологи паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăрать, ӳлĕмрен путăк-ҫурăк пулассинчен асăрхать.

Объект валли 55,25 млн уйăрнă.  Графикпа вĕсен кăҫал авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитермелле. Ытти ĕҫсем те пур-ха, вĕсемпе те тăрăшмалла. 

Михаил Игнатьев подрядлă организацисене ĕҫе паха пурнăҫлама хушнă, технологисене ҫирĕп пăхăнма чĕнсе каланă.

2018 ҫулта программăпа ĕҫлеме тĕрлĕ бюджетран 823 млн 692 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Хăш объектсене тĕпрен юсамалли пирки план та хатĕрленĕ.  Халăхпа пĕрле ыйтусене тарăн сӳтсе явнă хыҫҫăн, 35 урамри ҫулсене тирпейлеме йышăннă.  

Ĕҫсем пĕтĕмпех графикпа килĕшӳллĕн пулса пыраҫҫĕ. Специалистсем кунĕ ҫĕрĕпе ĕҫлеҫҫĕ. «Управления ЖКХ и благоустройства» МБУ  тата ытти специалистсем объектсене кулленех тĕрĕслесе пыраҫҫĕ. Хăш-пĕр вырăнсене лаборатори кăлараҫҫĕ. 

Кăҫал ҫурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 21 объектра ĕҫсене вĕҫленĕ. Ыттисенче хальхи вăхăтра хĕрӳ ĕҫ пырать. График ҫирĕплетнĕ, вĕсене пăхăнса пыраҫҫĕ строительство организацийĕсем.

Вăл кун республика Пуҫлăхĕ  Гагарин урамĕнчи 3-мĕш ҫурта пăхса тухнă, тĕпрен юсав ĕҫне епле пурнăҫланине курса хакланă.  Объект 1960 ҫулта хута кайнă. Пĕлтĕр ăна тĕпрен юсанă. Хутса ăшăтмалли тытăма улăштарнă, подъездсенче тирпейленĕ.  Кăҫал вĕри тата сивĕ шывсемпе тивĕҫтермелли пăрăхсене ҫĕннипе улăштарнă. Электричество пайне ҫĕнетнĕ, ăна валли пурĕ 1,09 млн тăкакланă.

Балконсене те тирпейлессипе хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ. Вĕсене валли 974,9 пин уйăрнине хыпарланă Алексей Ладыков. Ҫак ĕҫе пурнăҫлама халăх та хастар хутшăннине, кăштах укҫан пулăшу парса тивĕҫтернине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Ҫуртăн аслă хуҫин ҫумĕ Вениамин Николаев хăйĕн сăмахĕнче объектсенче строительсем епле ĕҫленине питĕ тимлĕн сăнаса пынине хыпарланă. «Строительсем хăйсен ĕҫне пĕлеҫҫĕ, халăх сĕнĕвне шута илеҫҫĕ»,  тесе пĕлтернĕ вăл.  Ҫынсем пуҫаруллă пулнине асăннă, пĕр-пĕринпе килĕшсе мĕнпур ĕҫсене йĕркеленине ырă хыпара каланă активист.

 Михаил Игнатьев вырăнти халăха ырланă. «Кăтарту та ҫук мар, сирĕн ĕҫ паха. Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Халăхăн пурнăҫ условийĕ лайăхланса пыни куҫкĕретех», палăртнă Пуҫлăх.

Халăх ертӳҫĕсенчен малашне ҫак программа пулĕ-ши тесе ыйтса пĕлнĕ.  Алексей Ладыков хулари тĕп урамсенче кулленех юсав ĕҫĕсем пулассине пĕлтернĕ, ҫуртсене тĕпрен ҫĕнетессипе йышăннă программа та вăй илсе пырассине асăннă.

«Республикăри тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелессипе ĕҫлекен фонда ҫулсерен 900 млн укҫа пухăнать.  Программа 2043-мĕш ҫулччен ĕҫлет. Паллă, тӳрех мĕнпур ĕҫе пурнăҫлама хĕн, анчах та планпа килĕшӳллĕн объектсене ҫĕнетсе пыма тĕллев лартатпăр»,  тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.   

Фоторепортаж 



07 августа 2018
09:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter