Муниципалитетсенче ĕҫлĕ визитпа пулнă май, регион Пуҫлăхĕ пĕтĕмлетӳ туса хушусем панă

 Ҫурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

 Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр пысăк ыйту – Ҫĕнĕ Шупашкарти пляжри условисене хăтлăлатасси.  Кун пирки ыйтăва пĕр хутчен ҫеҫ мар тишкернĕ пулнă. Хула ҫыннисен сĕнĕвĕсене шута илсе, хăш-пĕр объектсене ҫĕнетме палăртнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хушнипе, ятарласа тĕрĕслевсем ирттернĕ.  Пĕтĕмлетӳсем пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕнче обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе тимлекен Управленийĕн пуҫлăхĕ Сергей Галошев тĕплĕнрех каласа кăтартнă.

Хулари пляж вырăнне 2014 ҫулта администраци ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн Ефремов В.А. (ИП) ҫирĕплетсе панă.  Инвестициллĕ проекта пурнăҫа кĕртме шут тытнă. Паян вĕсем объекта 25 ҫуллăх аренда шучĕпе тытса тăраҫҫĕ. Хакĕ вара ҫав тери пĕчĕк, ҫĕршĕн ҫулталăкне тенкĕ кăна тӳлеҫҫĕ. 

Аренда хуҫи 2014-2018-мĕш ҫулсенче планпа килĕшӳллĕн, объектсене ҫĕнетме шантарнă. Ҫулталăкне 13,3 млн тăкакланă тесе хыпарлаҫҫĕ хайхи предприяти ертӳҫисем, отчетра та ҫаплипех кăтартса панă. Тĕрĕслев хыҫҫăн, ҫакă паллă 6,3 млн кăна пĕтернĕ пляжăн хуҫи.    Сахал мар ĕҫе пуҫламан та. Ыйтусем вырăнтан пачах хускалман.  Условисем халăх валли япăх пулни куҫкĕретех. Пĕр сăмахпа каласан, йĕрке пулманни сисĕнет. Унта та кунта та типсе кайнă йывăҫсем таврана илемсĕрлетеҫҫĕ, пысăк капмар чулсем йăваланса выртаҫҫĕ, тимĕр конструкцисем сăлтавсăр вырăн йышăнса тăраҫҫĕ тата ытти те. Ирхине 10 сехет те 30 минутра ҫăлавҫăсем вырăнта пулманни вара пушшех те пăшăрхантарнă вырăнти халăха.

«Йĕркесĕрлĕх пулнă яланах, ҫаплипех паян та. Нимĕн те ырă енне улшăнман», – хăй шухăшне пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Предприниматель яваплăха туйманни сисĕнет, тӳрĕ кăмăлпа та ĕҫлемест. 

Хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова предпринимателе темиҫе хутчен те асăрхаттарнине пĕлтернĕ. Ĕҫ хутне пăрахăҫлама йышăну хатĕрленнине хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Пĕчĕк ҫеҫ хуҫа» договора пăрахăҫласшăн мар.  Енчен те ҫаплах пулсан, ĕҫ хучĕсене суда тăратма тивет», – тенĕ Ольга Чепрасова. Ҫĕр хакне ҫĕнĕрен пăхса тухма специалистсене хушнă, тен лайăх предприниматель тупăнсан, ăна хăйсем ҫине куҫарĕҫ тенĕ вăл сăмаха май. 

Шанатăп, ҫитес ҫул ҫак пляжра йĕрке хуҫаланассине тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев. Ыйтусене ҫирĕп тĕрĕслеме Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствине хушнă Пуҫлăх. 

Тепĕр ыйтусенчен ҫивĕччи – Шупашкарта ҫӳп-ҫап пухăнакан вырăнсем. Кану кунĕсенче вăхăтра ҫӳп-ҫапа пуҫтарса тирпейлеменни сисĕнет тесе хыпарланă ертӳҫĕсем. Хулан сăн-сăпатне илемсĕрлетеҫҫĕ вĕсем.

Ытти актуаллă ыйтусене те сахал мар тишкернĕ. Калăр Ҫĕмĕрле тата Ҫĕмĕрле районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă чухне, вырăнти халăх шкул ачисене гимназине юнашар ялсенчен илсе ҫӳретессипе ҫыхăннă ыйтусене тапратнă.  Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствине ыйтăва уҫăмлатма хушнă регион Пуҫлăхĕ.

Темиҫе ҫул ĕнтĕ Ҫĕмĕрле хулинчи масар карти пĕчĕккĕ пулни ҫинчен халăх пăшăрханса пĕлтерет, анчах та йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва вырăнтан хускатманни куҫкĕретех тесе каланă республика Пуҫлăхĕ. Автомашина ҫулĕсене юсасси, Сура юхан шывĕн тĕпне тарăнлатасси тата ытти ыйтусем те халăхăн асăнчех. Вĕсем пирки кулленех пĕлтереҫҫĕ, ертӳҫĕсем татса паманнишĕн пăшăрхааҫҫĕ. 

Йывăрлăхсем кăларса тăратакан ыйтусене кĕске вăхăтра Правительство членĕсене уҫăмлатма хушнă Михаил Игнатьев.   ЖКХ ыйтăвĕсем ҫинчен те чарăнса тăнă, вĕсемпе те кулленех ҫивĕчрех ĕҫлеме каланă.

Иртнĕ шăматкун Ҫĕрпӳре ТБО пухмалли вырăн ҫунма пуҫланă, ятарлă специалистсем инкеке вăхăтра сирсе янă, тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. Ыйтусене малашне те ҫирĕп тĕрĕслесе тăмаллине асăрхаттарса хăварнă регион Пуҫлăхĕ.

Кану кунĕсенче Канаш тата Улатăр хулисенче пысăк мероприятисем пулнă. Хула кунне халăх йышлăн пухăннă. Ертӳҫĕсем уявсем тивĕҫлĕ шайра иртнине, программа кăсăклă, йĕрке пăснă тĕслĕхсем пачах та пулман тенĕ.  



07 августа 2018
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter