Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри ĕҫ укҫин парăмĕ

Ҫурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан планерка иртнĕ. Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри ĕҫ укҫин парăмĕ.

Канашлăва уҫнă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă темăна муниципалитетсенче социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе йышăннă ларусенче анлăн халăхпа пĕрле сӳтсе явнине хыпарланă.

Патшалăхĕн ĕҫлев инспекцийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, ҫурла уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне парăм 70 млн пухăннă. Региона 17 организацире лару-тăру япăх пулнине палăртнă специалистсем.   Палăртса хăваратпăр, пĕлтĕр ҫак тапхăрта парăм 99,4 млн танлашнă. Кăтарту ырă ене куҫса пыни сисĕнет.

«Ҫĕршер ҫынна укҫана вăхăтра тивĕҫтермеҫҫĕ. Предприятийĕн тупăшĕ те ҫук мар, анчах та тăрăшакансене вăхăтра шалу укҫине паманни куҫкĕретех.  Предприяти хуҫисен автомашинăсене сутмалла, ҫынсене ĕҫ укҫине саплаштармалла. Пулса тухать ҫапла, хуҫасем «чăнкă» машинăсемпе ярăнаҫҫĕ, вĕсем патĕнче ĕҫлекенсем шалу укҫисĕр лараҫҫĕ», тенĕ регион Пуҫлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче.

Ыйтупа тĕплĕнрех Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев калаҫнă, чи нумай парăм пухăнса кайнисем пирки хыпарланă. Ҫĕнĕ Шупашкарти «Элма» ТМЯО парăма кăштах саплаштарма пуҫланă.  Кăтарту 8,8 млн ҫитнĕ. Маларах вĕсен парăм 16,7 млн пулнă тенĕ министр.

Шупашкарти 1-мĕш №-лĕ типографире лару-тăру йывăр. Ыйту вырăнтан хускалманни курăнать тенĕ вăл сăмаха тăсса. 2015-мĕш ҫултанпа конкурс управляющийĕн ĕҫне тишкереҫҫĕ. Кăлтăксем чылай ертӳҫĕн, йĕрке пăсни сисĕнет.     

Виҫĕ ҫул хушшинче ыйтăва уҫăмлатман. Конкурс управляющийĕ шалу укҫине вăхăтра илсе пырать, парăм организацийĕн кăштах та чакмасть. Пурлăха тытса тăнăшăн та парăм пухăнса кайнă вĕсен. Кун пирки ҫирĕппĕн тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă регион Пуҫлăхĕ.

Типографин халăх умĕнче 16,5 млн парăм.  Пурлăха сутма пĕлтерӳсем тăратнă, анчах та никам та туянманнине кура, кулленех хаксене пĕчĕклетеҫҫĕ, маларах тĕп пурлăха 85 млн палăртнă пулсан, халĕ вăл 76 млн ҫитсе тăнă.  Михаил Игнатьев ыйтăва татса пама ятарлă специалистсене чĕнсе каланă. Пирĕн тĕп тĕллев – халăха хӳтĕлесси, вĕсен ыйтăвĕсене тивĕҫтересси тенĕ.  «Алатырский завод низкотемпературных холодильников» ПАО парăм сахал мар, кăтарту 13,4 млн ҫитнĕ.

Кăҫал кăрлач-утă уйăхĕсенче 39 организацийĕн шалу укҫипе парăм 206,5 млн пуҫтарăннă. Тĕрĕслевсем йĕркеленĕ хыҫҫăн, 30-шĕнче ыйту вырăнтан хускалнă.   «Чувашавтодор» АУО  (30 млн), «Суор» ТМЯО (14,5 млн), «ДСК» ТМЯО (14 млн), «Чувашавтотранс» ГУП (11,3 млн), «Чувашский бройлер» АУО (10,2 млн) ҫапларах парăм кăтартăвĕсем.

Патшалăхăн ĕҫлев инспекцийĕн  регионти аслă инспекторĕ  Алексей Метелкин хăйĕн сăмахĕнче кăҫал ҫур ҫулта 128 тĕрĕслев ирттернине хыпарланă. Йĕрке пăсакансен шучĕ сахал мар, 304 ҫитнĕ тенĕ вăл.

Чăваш Республикин прокурорĕн пĕрремĕш ҫумĕ Александр Евграфов уголовлă майпа 16 ĕҫ пуҫарнă тесе пĕлтернĕ. Вĕсен ĕҫтешĕсем те кулленех тухса тĕрĕсленине хыпарланă. «Кăтарту тата та ӳссе пырасси курăнать. Ҫак эрнере тата 5 предприятине явап тыттарма ĕҫ пуҫарнă.  Каҫал енре, Етĕрнере, Шупашкарта йĕрке пăснă тĕслĕхсем пур. Саккун пуриншĕн те пĕр пек. Йĕрке пăссан, явап тытасси паллă. Кун пирки никамăн та манма юрамасть», ҫирĕп асăрхаттарнă вăл.   



07 августа 2018
10:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter