Чăваш Енри строительсем професси уявне паллă тунă

Строители Чувашии отмечают профессиональный праздникҪурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Строительсен кунне халалласа чаплă мероприяти иртнĕ.

Паллă пулăма пухăннисене професси уявĕ ячĕпе чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Паян строительство республикăн экономика аталанăвĕн ҫирĕп никĕсĕ тесе ҫирĕплетсе каланă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре комплекслă строительствăн сахал мар  проекчĕ, ҫавăн пекех садиксемпе шкулсен, больницăсемпе культура учрежденийĕсен, спорт, ҫул-йĕр хуҫалăхĕн объекчĕсен реконструкцийĕпе тата строительствипе ҫыхăннă программăсем пурнăҫа анлăн кĕрсе пынине палăртнă регион Пуҫлăхĕ. Ҫулсерен нумай хваттерлĕ ҫуртсене республикăра  тĕпрен юсаҫҫĕ. Йышлă ҫемьесене, ҫамрăк специалистсене, тăлăх ачасене пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшакан социаллă проектсем кулленех ăнăҫлă ĕҫлеҫҫĕ.  Патшалăх саккасĕсем республикăн строительство отрасльне туллин аталанма майсем туса параҫҫĕ.

РФ Президенчĕн стратеги задачисене тĕпе хурса Чăваш Республикинче 2024 ҫул тĕлне 1 миллион тăваткал метр ҫурт-йĕр хута яма палăртнă. Чăваш Ен строителĕсен ăсталăхĕ ҫак тĕллеве пурнăҫа кĕртме тата хамăрăн граждансене хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерме май парасса шанса тăратăп тенĕ хăйĕн саламĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Паянхи пурнăҫ таппинче строительство кирлĕ пек шайра аталанса пытăр тесе Чăваш Ен Правительстви сахал мар тăрăшнине асăннă вăл.  Предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсем валли объектсем хута яма ҫĕр лаптăкĕсене уйăрса параҫҫĕ.  Нормативлă право бази кулленех ырă енне улшăнса ҫĕнелсе пырать. Палăртнă ĕҫ хучĕсене кĕске вăхăт хушшинче алла илсе, объектсен строительство ĕҫне тытăнма пулать. Тепĕр чухне, укҫа ҫителĕксĕр пулсан, кредит илме те аван процент ставки пысăк марри пурне те ĕҫлеме хавхалантарса пырать.

Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусенчен пĕри – проектсем паха пулманни. Вĕсене пула тепре чухне строительство ĕҫĕ чарăнса пырать. Тӳрлетӳсем час-часах кĕртсе хăварма тивет тесе асăрхаттарса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.    «Эпĕ астăвасса пĕр объект та регионта проекта тӳрлетӳ кĕртмесĕр хута кайман. Кун пек йĕркеллĕ мар, пуҫланă чухнех тирпейлĕ, нормăсене пăхăнса, пĕлӳ шайне кăтартса ĕҫ хучĕсене пахалăх тĕлĕшĕнчен пысăк шайра пурнăҫлассишĕн тăрăшмалла», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Ялсенче тирпейлĕх кĕртмелли те сахал мар. Граждансене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтерес ыйту та кун йĕркинче. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута яма кăҫал бюджетра 16 млрд укҫа пăхса хăварнă тесе хыпарланă республика Пуҫлăхĕ.

Чăваш Ен строителĕсем тĕрлĕ архитекторсемпе килĕшсе хулан сăн-сăпатне ырă енне куҫарса пырассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. «Ĕмĕтĕрсем ҫитсе пыччăр, сирĕн алăпа ҫĕкленнĕ кашни ҫуртра тăнăҫлăхпа килĕшӳ хуҫаланччăр, телей, ҫирĕп сывлăх, ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем сунатăп. Тăван ҫĕре, тăван тавралăха, хăвăр ĕҫе юратнăшăн тав тăватăп», – тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе регион Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн сăмахĕнче паян регионта строительство тытăмĕнче пурĕ 23 пин ытла ҫын вăй хунине хыпарланă.  Кăҫал ҫур ҫулта вĕсем 215,3 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хута янине асăннă министр. Кăтарту пĕчĕк мар, 35 процент ытти чухнехинчен пысăк пулни сисĕнет. Раҫҫей Президенчĕ 2018 ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пуснă Указ пирки те аса илнĕ, 2024-мĕш ҫулсем валли палăртнă тĕллевсем ҫинчен чарăнса тăнă. Патшалăх программисемпе активлăрах ĕҫлемеллине чĕнсе каланă вăл.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов строительсем кирек-епле саманара та яланах пысăк хисепре пулнине палăртнă. Вĕсен ĕҫĕ ҫав тери яваплă, халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă. Строительсем ҫынсен ырлăхĕшĕн таса чунпа ĕҫлени куҫкĕретех тесе мухтанă.

«Эпир пурте лайăх куратпăр, хулара ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ микрорайонсем хута кайнине. Инфратытăм ҫĕнелет, республикăн сăн-сăпачĕ хăнасемпе вырăнти халăхăн кăмăлне ҫĕклет. Пысăк технологи пурнăҫа кĕни куҫкĕретех», – тесе палăртнă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов.

Мероприятине пухăннисене ҫакăн пекех Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев саламланă. Регионти мĕнпур хуласемпе районсенче строительство активлă аталанса пынине асăннă, уншăн пурне те тав тунă. «Эсир хуласене хăтлăлататăр.  Ҫитес ҫул Чăваш Енĕн тĕп хули – Шупашкар 550 ҫул пулать.  Шанатăп, сирĕнтен кашни ҫак ĕҫе пысăк тӳпе хывассине. Пуҫаруллă проектсем ҫынсен кăмăлне уҫса ярасса та ĕненетпĕр», - тенĕ хула пуҫлăхĕ.

Чăваш Енри строительсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Энвер Аблякимов  ентешсене саламланă май, уяв тĕнчере, республикăра строительство тытăмĕнчи йывăрлăхсене пăхмасăрах килĕ пек йĕркеленнине, ҫитĕнĕсем те пирĕн тăрăхра ытти регионсемпе танлаштарсан ҫав тери лайăх пулса пынине каланă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем вăхăтра хута кайни те халăхăн шухăшне ырă енне куҫарма витĕм кӳнине асăннă. Ҫурт-йĕрсем ҫĕкленни – хулан илемне хăватлантараҫҫĕ тенĕ вăл.  «Чăваш Енри строительсен авторитечĕ ытти ҫĕршывсем хушшинче те пысăк. Вĕсене Раҫҫейре пĕлменнисем сахал. Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркеленсе иртекен конкурссенче мала тухни те ҫакнах ҫирĕплетет», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Енри строительсен пĕрлешĕвĕн председателĕ. 

Мероприяти чаплă концертпа вĕҫленнĕ, яланхиллех хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă, профессионализма, пысăк ăсталăха, ĕçе яваплăха туйса пурнăçланине пула Чăваш Ен строителĕсен ят-сумĕ çуллĕрен те ҫӳле ӳссе пытăр тенĕ пуҫлăхсем.

Фоторепортаж



09 августа 2018
17:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter