Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупрашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе Варнавăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с митрополитом Чебоксарским и Чувашским ВарнавойҪурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупрашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе Варнавăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Вĕсем чиркӳ тата патшалăх хутшăнăвĕсемпе ҫыхăннă ыйтусем тавра калаҫнă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхне  Варнава сума суннă май, хăй шухăшне пĕлтернĕ. «Республикăра пулса иртекен ырă улшăнусене курса савăнатпăр.  Регион ертӳлĕхĕ халăхăн пурнăҫ условийĕсене лайăхлатассипе чылай паха ĕҫсем пурнăҫлать, питĕ ҫаксем пархатарлă», – тенĕ митрополит Варнава.   Сăмаха май, ҫак кунсенче хăй Мускавра пулнине хыпарланă, Мускав тата Пĕтĕм Раҫҫей Патриархĕпе Кирилпа тĕл пулнине пĕлтернĕ. Чăваш Енре пулнă ĕҫлĕ ҫулҫӳреве сумлă Патриарх ҫав тери ырă сăмахсемпе аса илет тесе каланă Варнава регион Пуҫлăхне.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче чиркӳ кăмăл-туйăма ҫирĕплетме, йăла-йĕркесене тытса пыма сахал мар витĕм кӳнине асăннă. Обществăра тăнăҫлăх хуҫалантăр тесе те тăрăшни куҫкĕретех тенĕ Михаил Игнатьев. Чи пахи – турăпа килĕшсе пурăнакансен йышĕ нумайланни, ҫамрăксем чиркĕве чун ыйтнипе ҫӳреҫҫĕ, ырă ҫемьесем чăмăртанаҫҫĕ. Пур ҫĕрте те килĕшӳ пурри савăнтарать тенĕ Михаил Игнатьев.  

Варнава Чăваш Ен Правительстви тĕрлĕ халăх хушшинче ҫураҫулăх яланах пултăр тесе сахал мар ĕҫленине, пысăк тимлĕх уйăрнине асăнса хăварнă. «Пирĕн пуласлăхшăн, Чăваш Ен ырлăхĕшĕн килĕшсе, пĕр шухăшлă пулса пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнмалла. Тĕнчере мирлĕ пурнăҫ хуҫалантăр тесе тăрăшмалла», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.

Пĕр пухăннă пек чухне чиркӳсем пирки, вĕсене хута ярассипе ҫыхăннă ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă.  

Фоторепортаж



09 августа 2018
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter