Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Куславккара пулнă май, районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăн строительство ĕҫĕпе кăсăкланнă, пахалăх шайне хакланă

Михаил Игнатьев ознакомился с ходом проведения капремонта в Козловской районной больницеҪурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Куславккара пулнă май, районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăн строительство ĕҫĕпе кăсăкланнă, пахалăх шайне хакланă.  Учрежденине 2017-мĕш ҫулта тĕпрен ҫĕнетнĕ, пурлăхпа техника базине пуянлатнă.  Пурĕ мĕнпур ĕҫсене пурнăҫлама 10,9 млн тăкакланă.

Сиплев учрежденийĕн аслă врачĕ Марина Макарова строительство ĕҫĕсем малашне те пынине хыпарланă.  Хирурги уйрăмĕнче иккĕмĕш хутра хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ, хальлĕхе палăртса хунинчен 73 процентне пурнăҫлама та ĕлкĕрнĕ тенĕ вăл.  Пурĕ юсава 3 млн тăкакланă. Нумаях пулмасть Куславккара васкавлă пулăшу памалли ятарлă пункт хута кайнă, кӳршĕллĕ районсенчен те вĕсем патне пынине, пурне те вăхăтра медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерме тăрăшнине асăннă тухтăр.

2018 ҫулта муниципалитетра морг уҫма плана кĕртнĕ.  Ăна валли ҫĕр лаптăкне пăхса хăварнă, проектпа смета ĕҫне хатĕрленĕ, ӳлĕмрен объект хута каясси те паллă тесе хыпарланă аслă врач.

Поликлиникăна пынисемпе регион Пуҫлăхĕ тĕл пулса калаҫнă, учрежденире уйрăм специалистсем ҫителĕксĕр пулнине асăрханă вăл.

Нумай ҫулсем хушши республикăри районсемпе хуласенче больницăсене тĕпрен кирлĕ пек тимлĕх уйăрман тесен те йăнăш пулмĕ. Калăпăр, 5-6 ҫул каялла ыйту вырăнтан тапраннă.  Сиплев учрежденийĕсем модернизациленме пуҫланă, юсав ĕҫĕсене ирттернĕ. Вĕсен пурлăхпа техника базине те ҫĕнетме тытăннă.  Халĕ вара пăхма кăмăллă, пур ҫĕрте те тирпейлĕх хуҫаланать, условисем питĕ чаплă. Ҫакнах халăх та ҫирĕплетсех калать.  Медицинăра ĕҫлекенсем те чун-чĕререн савăнаҫҫĕ.  

Хальхи вăхăтра районта 19 ФАП. 2013-2017-мĕш ҫлсенче пурĕ  ҫĕнĕ 6  ФАП хута янă.  Больницăн тĕп врачĕ тухтăрсем ҫителĕксĕр, халлĕхе кăтарту 84,45 процент ҫеҫ тенĕ. «Земский доктор» программăпа района 3 врач ĕҫлеме килнĕ.   Ялти пурнăҫ лайăх, условисем хăтлă пулччĕр тесе республика программисем анлăн пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ. Калăпăр медицинăра тăрăшакансем валли те чаплă условисем йĕркеленеҫҫĕ. Ялсене ҫамрăк специалистсене явăҫтарас тĕллевпе ҫулсерен республика бюджетĕнчен программăпа килĕшӳллĕн 500 пин куҫать. Питĕ пысăк тĕрев вĕсемшĕн тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



09 августа 2018
13:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter