Пĕлӳ кунĕнче регионта Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Атăлҫи федераци округĕнчи Чăваш Ен Кадетсен корпусĕ уҫăлнă

В День знаний, 1 сентября, состоится открытие нового Чувашского кадетского корпуса имени Героя Советского Союза А.В. Кочетова

 Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Беларуç Республикипе суту-илӳпе экономика ĕçтешлĕхне аталантарас енĕпе ĕçлекен ятарлă представителĕ, Раççейĕн Беларуç Республикинчи чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ Михаил Бабич Пĕлӳ кунне халалланă уява килсе ҫитнĕ. Ҫав кун пирĕн республикăра Атăлҫи федераци округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ ҫĕнĕ Кадет корпусне торжествăлла майпа уҫнă.    

Савăнăҫлă мероприятисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Раҫҫей Геройĕ, Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăшри космос вăйĕсен Тĕп командующийĕ Сергей Суровикин генерал-полковник килсе ҫитнĕ. Вĕсемпе пĕрле савăнăҫлă уява Раҫҫей Федерацийĕн Геройĕсем, регионти пысăк предприятисен ертӳҫисем, Кадет корпусĕн Попечительсен канашĕн членĕсем, кадетсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле вĕрентекенсем пулнă.

Атăлҫи федераци округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕн А.В.Кочетов ячĕллĕ  Кадетсен корпусне 2017-мĕш ҫулта «КаДетство»  проекта кĕртсе хăварнă.   Атăлҫи федераци тăрăхĕнче проект 2013-мĕш ҫултан ĕҫлеме пуҫланă.  Унăн пуҫаруҫи вара  хăй вăхăтĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  пулса ĕҫленĕ Михаил Бабич пулнă.

Полномочиллĕ представительство аппарачĕ Чăваш Ен ертӳлĕхĕпе, Раҫҫей Федерацийĕн Оборона министерствипе тата  «Ренова» Группа Компанийĕ – проектăн тĕп партнерĕ кадетсене лайăх пĕлӳ илме условисем хатĕрлесе тăратма тĕллев лартнă пулнă. Мĕн ĕмĕтленни пĕтĕмпех пурнăҫа кĕнĕ.

2017 ҫулта ҫĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн оборона Министрĕ Сергей Шойгу, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, «РЕНОВА» ГК директорсен канашĕн председателĕ Виктор Вексельберг Мускавра  пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ, корпуса хута ярас пирки килĕшӳ тунă.

Ҫав тери лайăх. Пĕр ҫул хушшинче ҫĕнĕ объекта хăпартса лартнă.  Кадетсен паркĕ хута кайнă.  Кадет корпусĕнче харăсах 400 ҫын вĕренме пултарать.

   Пуласлăхри ĕҫсем те сахал мар-ха. Ҫамрăксен кĕлетке-ҫурăмне хускатма спортăн тĕрлĕ енĕпе аталанса пыма хоккей вылямалли уя та хута яма плана кĕртнĕ. Унта кадетсем анчах мар, ҫавăн пекех Шупашкарта пурăнакансем, кăмăл пулсан, пурте ҫӳреме пултараҫҫĕ.   Пăр керменне хăпартасси 300 млн кайса ларасси те паллă. Укҫана федераци тата республика хыснисенчен тăкаклама плана кĕртнĕ.  

Фоторепортаж



01 сентября 2018
15:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter